Анне пурри - телей

15 Кăрлач, 2015

«Хĕрача амăшĕ çумне çыпçăнать, арçын ача - ашшĕ патне», - тесе ахальтен каламан-тăр. Паллашар-ха çиччĕмĕш класра вĕренекенсен сочиненийĕсенчи шухăшсемпе. Çакăн пек йĕркесем шăрçалаççĕ вĕсем хăйсен юратнă çыннисем çинчен. Кашнинчех вĕсен ăшă-ăшă туйăмĕ палăрать.

Марианна СОЛОВЬЕВА: «Аннен чăтăмлăхĕнчен, ĕçченлĕхĕнчен тĕлĕнетĕп. Вăл çавăн пек маттур çын пулнишĕн хĕпĕртетĕп. Аннене кулянтарас мар тетĕп. Уроксенче лайăх паллăсем илсе ăна яланах савăнтарасшăн. Ытла та кăмăллă, ырă вăл. Эпĕ ăна питĕ юрататăп, нумай çул пурăнма яланах сывлăхлă пулма сунатăп».

Камиль ВАХИТОВ: «Эпир йăмăкпа иксĕмĕр те шкултан таврăнсан аннене пулăшатпăр. Унран ĕçлеме хăнăхса пыратпăр, ăна тĕслĕх вырăнне хуратпăр».

Августинăпа Кристина ЛЕОНТЬЕВĂСЕМ: «Пирĕн анне – чи лайăххи, чи илемли. Вăл пĕçернĕ апат мĕн тери тутлă, кукăлĕсем кăпăшка! Чăн-чăн алăсти пирĕн анне. Мĕн кăна çыхмасть-ши тата? Илемлĕ кофта, калпак, чăлхи-нускийĕ-сем - пурте эрешлĕ, илемлĕ».

Ильнар ТИМЕРБУЛАТОВ: «Пÿрте чупса кĕретĕп те куçпа аннене шыратăп. Вăл çук пулсан унта тăрас та килмест. Пур чухне хĕвел пăхнă пекех туйăнса каять. Анне, эсĕ чăннипех те хĕвел».

Гелюсе КАМАЛЕТДИНОВА: «Мĕн тери телей - анне пурри. Маншăн вăл çул маякĕ пекех, çухалса кайма, йăнăшма памастех. Анне сăмахĕ, вĕрентĕвĕ пур çынна та кирлĕ. Эпĕ ун умĕнче пуçа таятăп».

Андрей ТЕЛЬМАН: «Аннене яланах мĕнпе те пулин савăнтарма тăрăшатăп. Ăна пĕрре те çăмăл маррине ăнланатăп. Вăй çитнĕ таран пулăшатăп».

Андрей ВОРОБЬЕВ: «Эпир аттепе аннен виççĕн. Пурте ывăл. Çавăнпа та урайне те, савăт-сапине те хамăрах черетпе çăватпăр. Анне пире пурне те пĕр пек юратать».

Настя СОРОКИНА: «Анне мана пĕрре каласанах эпĕ ĕçе пикенетĕп, йăмăксене пăхатăп - вĕсем манăн виççĕн. Юмах та вуласа паратăп, тĕрлĕ ÿкерчĕксем тума пулăшатăп. Чирлĕ пиччене те тимлетĕп. Ĕçсем вĕçленсен пире анне пилĕксĕмĕре те хăй тавра пуçтарать те шÿтсем каласа савăнтарать».

Рамзиля АЛЕЕВА: «Тусăмсем, тантăшăмсем! Аттепе аннене хисеплер! Вĕсемшĕн эпир яланлăхах ача, пĕчĕк чухне те, ÿссе çитсен те. Пирĕн кашни утăм, кашни ĕç - анне умĕнче. Тĕрĕс утăмсем çеç ăна савăнăç кÿрĕç. Çакна манар мар».

Диана САНДЫРКИНĂН амăшĕ те питĕ ырă кăмăллă, никама та усал сунмасть: «Вăл йăлтах ăнланать, пире ялан каçарать. Пур ĕçе те тирпейлĕн, тăрăшса тăвать. Пире те пуçланă ĕçе вăхăтра, тĕплĕн тума вĕрентет. Питĕ юрататăп эпĕ аннене».

Акă Коля КУРМАНАЕВ та еплерех хĕпĕртет юратнă амăшĕ юнашар пулнишĕн: «Анне шăллăма кашни каç сăпка юрри юрласа çывăрттарать, юмахсем каласа парать. Эпĕ те вара юнашар йăпшăнса кĕрсе выртатăп та шăллăм çумне, хăш вăхăтра ыйха путнине сисместĕп. Тĕлĕкре те аннене куратăп. Мана вăл унта та хăйĕн çепĕç аллипе ачашлать».

Фагиля САЛЕЕВА: «Анне сăнарĕ ырăлăхпа, ăшăлăхпа палăрать. Кÿрентерес марччĕ ăна нихăçан та. Яланах асра тытасчĕ унăн юратăвне».

 

Светлана КУЛАКОВА, вĕрентекен.

Патăрьел районĕ,Ыхра Çырми шкулĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.