- Чăвашла верси
- Русская версия
Тухтăр канманшăн чирлисем айăплă-и?
Юрăç пулнă май хальччен халăхпа ытларах чухне концертсенче, тĕрлĕ уявра тÿрремĕн калаçнă пулсан, хальхинче мана кун-çул хăйне тепĕр енчен кăтартрĕ. Больницăра выртма тиврĕ. Çĕнĕ Шупашкарти çак больницăра виçĕм çул - Ватăсен кунне, пĕлтĕр вара унта ĕçленĕ тата ĕçлекен амăшĕсем валли илемлĕ концерт йĕркеленĕччĕ. Çак уявра чуна уçса юрлани çывăхлатрĕ пире. Чи малтанах хамăн ентеше, лор-тухтăра Генрих Федорович Артемьева чунран тав сăмахĕ калас килет. Вăл çын сывлăхĕшĕн чăннипех тăрăшать, мана та чирпе аптăранă вăхăтра самаях пулăшрĕ.
Куракансем культура керменĕсене тĕлĕнмелле лайăх туйăмпа, тулли кăмăлпа пыраççĕ. Хăшĕ-пĕрин кăмăлĕ малтанласа аванах мар пулсан концерт вĕçнелле çемçелет. Больницăра вара пачах урăхла çынсемпе паллашрăм. Кунта ĕçлекенсенчен хăшĕ-пĕри хăйне чирлисенчен те тÿрккесрех тытать. Малалла вулас...
Комментари хушас