Андрей КУЗНЕЦОВ

12 Нарăс, 2015

Тухтăр канманшăн чирлисем айăплă-и?

Юрăç пулнă май хальччен халăхпа ытларах чухне концертсенче, тĕрлĕ уявра тÿрремĕн калаçнă пулсан, хальхинче мана кун-çул хăйне тепĕр енчен кăтартрĕ. Больницăра выртма тиврĕ. Çĕнĕ Шупашкарти çак больницăра виçĕм çул - Ватăсен кунне, пĕлтĕр вара унта ĕçленĕ тата ĕçлекен амăшĕсем валли илемлĕ концерт йĕркеленĕччĕ. Çак уявра чуна уçса юрлани çывăхлатрĕ пире. Чи малтанах хамăн ентеше, лор-тухтăра Генрих Федорович Артемьева чунран тав сăмахĕ калас килет. Вăл çын сывлăхĕшĕн чăннипех тăрăшать, мана та чирпе аптăранă вăхăтра самаях пулăшрĕ.