Кунçул таппинчи тепĕр утăм
Çулталăк сисĕнмесĕрех иртсе кайрĕ. Тинтерех çеç Культура çулталăкне кĕнĕччĕ, вăл та хыçа юлчĕ. К.В.Иванов çулталăкне /Раççейре - Литература çулталăкĕ/ те кĕтĕмĕр.
Мĕнпе асра юлчĕ яланлăхах историе юлакан самант /тĕнче кун-çулĕшĕн, этемлĕх тапхăрĕшĕн çулталăк чăнласах самант çеç/?
«Чăваш тĕнчи» кăларăм чăваш тĕнчин сасси пулса тăрайрĕ-ши? Сăмах май, асăннă страница «Хыпар» хаçатра кун çути курма пуçланăранпа январь уйăхĕнче шăпах вунçичĕ çул çитрĕ. Çак тапхăрта кам кăна сăмах илмен-ши унта, йăхташăмăрсем тĕпленсе пурăнакан ăçти хутлăх çинчен кăна çырман-ши? Хăй вăхăтĕнче пире Пушкăртстанра чылай çул пурăннă Борис Борлен çыравçă, Раççей тĕп хулинче ĕçлесе пурăнакан Петĕр Мульдияров тухтăр, Питĕрти Виталий Золотов çар çынни тата ыттисем питĕ нумай пулăшнă. Вăхăт пĕр вырăнта тăмасть, аслă ăрурисенчен чылайăшĕ пирĕнтен уйрăлса кайрĕ, теприсем килтен тухса çÿреймеççĕ. Тав Турра, Самар хутлăхĕнче чăвашлăх ĕçне хастар пурнăçласа пынă, пĕр вăхăт «Самар ен» хаçата кăларса тăнă, халĕ тăван ялĕнче - Тутарстанри Аксу районĕнче - пурăнакан Виктор Симаков малтанхи пекех пирĕнпе çыхăну тытать-ха. Малашне те çаплах пултăрччĕ. Уйăхра пĕрре тухса пыракан страницăра мĕнле тĕллевсем палăртнă-ха? Республика тулашĕнче пурăнакан чăвашсен кунçулĕпе, шăпипе, йăли-йĕркипе паллаштарасси, пултаруллă та маттур ентешсем çинчен çырса кăтартасси. Мĕнле майпа пурнăçлама пулать-ха ăна? Вырăнтан ярса паракан çырусем урлă та. Тавах сире, пирĕн хаçатăн тусĕсене. Пирĕн çинчен манса каймастăр-ха эсир. Хамăр май пур чухне вăл е ку республикăна, облаçе тухса кĕме тăрăшатпăр. Çак ĕçе ытларах чухне Чăваш наци конгресĕпе пĕрле пурнăçланă. ЧР Культура министерстви йĕркелекен мероприятисене те хутшăнма тăрăшатпăр.
ЧНК ертÿлĕхĕпе пĕрле пĕлтĕр йăхташăмăрсем пысăк йышпа тĕпленсе пурăнакан регионсене /Тутарстана, Пушкăртстана, Эрĕнпур хутлăхне, ытти тĕле/ çитсе килтĕмĕр. Мĕн асра юлчĕ, тĕлĕнтерчĕ? Тутар Республикинчи Нурлатра ирттерекен Уяв. Пирĕн тăрăхра - анатри чăвашсен енче - эпир пĕчĕк чухне çурхи Микуларан пуçласа Çимĕкчен ирттернĕ вăййа питĕ çывăх вăл. Çак Уяв вăхăтлăха ачалăхăма таврăнма май панăшăн чунранах хĕпĕртерĕм. Эрĕнпурта наци культурисен «ялĕпе» паллашма пултартăм. Чăвашсен килĕ те пур унта. Çуртра çавăн пекех музей та вырнаçнă. Кăлканлă çеçен хирти 12,5 пин чăвашăн пурнăçĕ, культури, йăли-йĕрки сăнланнă унта. Инçетри ентешĕмĕрсем чунне уçса калаçнине итлени хăй мĕне тăрать.
ЧНКан пуçарулăхĕ вăй илсех пырать. К.В.Иванов çулталăкĕнче Чăваш наци конгресĕ пысăк проект пурнăçа кĕртме палăртать: вилĕмсĕр «Нарспи» поэма авторĕ çуралнăранпа 125 çул çитнĕ май унăн тăван çĕршывĕнче - Пушкăртстанри Слакпуç, Çилпи хутлăхĕнче халĕччен пулман чăваш уявĕ ирттерме палăртать. «Хыпар» хаçат çав пархатарлă ĕçрен юлма пултарать-и вара? Хаçатăн директорĕ-тĕп редакторĕ, Чăваш халăх поэчĕ Валери Туркай çав сумлă ĕçĕн информаци спонсорĕ пуласси пирки пĕлтерчĕ. Урăхла пулма та пултараймасть. Эпир мĕн пĕчĕкрен «Нарспи» витĕмĕпе ÿснĕ. Иванов çулталăкĕнче поэтăн ĕçĕсемпе çеç мар, тăван литературăри халăха мухтакан, унпа мăнаçланма вăй паракан, халăх шăпи çинчен шухăша яракан пур произведенипе те тепĕр хут çывăхланасчĕ.
n Надежда СМИРНОВА