Шухăш

18 Чÿк, 2014

Управлăхсене пысăклатасчĕ

Вĕсем биотĕрлĕлĕхе пуянлатма пулăшаççĕ

Кашни тăваткал çухрăмра çын йышлă пурăнакан Чăваш Ен талккăшĕ этем çутçанталăка курăмлă сиенленипе палăрса тăрать. Сăтăра пĕчĕклетес, вăрман, уй-хир, шыв-шур чĕрчунне, вĕçен кайăк-кĕшĕке, ÿсентăрана упраса хăварас тĕллевпе çутçанталăкăн уйрăмах сыхлакан лаптăкĕсене /ÇÇУСЛ/ уйăрса кăларнă. Сиен пысăк пулнăран вĕсем биотĕрлĕлĕхе упраймаççĕ. Вăл чухăнлансах пырать. Лаптăксем хăйсен умне лартнă тĕллеве пурнăçлаймаççĕ.

6 Чÿк, 2014

Çутçанталăк синкерĕ чăтăмлăхпа çаврăнăçулăха тĕрĕслерĕ

Чи пĕлтерĕшли - халăх лару-тăрăва ăнланни.   «Халĕччен çут çанталăкăн кун пек синкерĕ пулнине курман, ас тумастпăр та», - шăпах çак шухăша палăртрĕç республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакан ватă çынсем кăçалхи юпа уйăхĕнче пулнă инкек пирки сăмах пуçарсан.

28 Юпа, 2014

«Здрасте» лайăх-и, «Килĕрех» аван-и?

Эпĕ, Тăхăрьял тăрăхĕнче ÿссе çитĕннĕ «чăваш чĕппи», шкула кайиччен вырăсла калаçма та пĕлмен. Ялта - Элшелте - мĕн авалтанпах вырăссемпе хутшăнса курманскерсем чăн чăвашла калаçса ирттернĕ. Ун чухне кÿршĕ-и е аякран килнĕ çын-и хальхи пек «Здрасте» темен, ун вырăнне: «Ман килес», - тенĕ. Вара ăна: «Килĕрех, килĕрех», - тесе кăмăлтан кĕтсе илнĕ.

22 Юпа, 2014

Çĕнĕ кун тухăçран пуçланать

- Чунпа та, юнпа та - чăваш эпĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн аллăмĕш çулĕсенче пирĕн çемье Нева çинчи хулана куçса кайнă. Ун чухне эпĕ алăри ача пулнă, - çак сăмахсенчен пуçласа ячĕ калаçăвне Игорь Степанович Нефедов микробиолог. - Юлашки хут тăван тăрăхра 10 çул каялла пулнăччĕ. Мĕн чухлĕ улшăну пулса иртнĕ унтанпа кунта?

Игорь Степанович Ленинградри Тинĕс-çар медицина академийĕнчен хĕрлĕ дипломпа вĕренсе тухсан Инçет Хĕвел тухăçне çул тытнă. Ăна тÿрех Лăпкă океан флочĕн эпидемиологĕн пуканне шанса панă. Каярахпа микробиологи институчĕ йĕркеленсен ентеше унта ĕçлеме чĕнсе илнĕ.

16 Юпа, 2014

«Çĕр пайĕ пире кирлĕ мар», - теççĕ ватăсем. Унăн уссине çамрăксем те туймаççĕ

«Хыпарăн» 186-мĕш номерĕнче «Çĕрпе хăçан тухăçлăн усă курăпăр-ши?» çивĕч статья пичетленчĕ. Вăл мана самаях кăсăклантарчĕ, тарăн шухăша ячĕ.

«Тахçанах татса памалла та ăна, анчах васкавлă йышăну тума çĕр саккунĕн хăйне евĕрлĕхĕ-кăткăслăхĕ ура хурать», - тесе тĕрĕс çырать çĕр ыйтăвĕ пирки автор.

Ялта халĕ ытларах ватăсем пурăнаççĕ. Эпĕ те вĕсен йышĕнче. Пире пайсем кирлĕ мар. Ăна харпăрлăха куçарса халăх вăхăт нумай ирттерет, укçа тăкаклать.

Pages