Комментари хушас

22 Юпа, 2014

Çĕнĕ кун тухăçран пуçланать

- Чунпа та, юнпа та - чăваш эпĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн аллăмĕш çулĕсенче пирĕн çемье Нева çинчи хулана куçса кайнă. Ун чухне эпĕ алăри ача пулнă, - çак сăмахсенчен пуçласа ячĕ калаçăвне Игорь Степанович Нефедов микробиолог. - Юлашки хут тăван тăрăхра 10 çул каялла пулнăччĕ. Мĕн чухлĕ улшăну пулса иртнĕ унтанпа кунта?

Игорь Степанович Ленинградри Тинĕс-çар медицина академийĕнчен хĕрлĕ дипломпа вĕренсе тухсан Инçет Хĕвел тухăçне çул тытнă. Ăна тÿрех Лăпкă океан флочĕн эпидемиологĕн пуканне шанса панă. Каярахпа микробиологи институчĕ йĕркеленсен ентеше унта ĕçлеме чĕнсе илнĕ.

- Санкт-Петербурграх юлнă тăк эпĕ мĕн те пулсан çĕннине уçасси иккĕленÿллĕччĕ. Инçет Хĕвел тухăçĕнче инçетрине уçăмлăн курма пулнине лайăх туйса илтĕм. Кунта мал ĕмĕтлĕ çынна хаклама, вăл мĕн пултарнине курма пĕлеççĕ. Малалла талпăнакана ÿсме те пулăшаççĕ, ура хурса çулне пÿлмеççĕ. Çынна шанни тата яваплăха туйни пуçарулăха ÿстерет, вăй-хал парать. Кашни çулах эпĕ экспедицисене тухса çÿретĕп - тайгара, океан çыранĕсен хĕррисенче, утравсем çинче пулатăп. Кунти çут çанталăкпа танлашаканни тек ăçта тупайăн? Бухта, пляж, тинĕс - чăн-чăн экзотика! Сывлăшĕ мĕне тăрать! Хамăн кун-çулăма тĕнче хĕррипе, тĕрĕссипе, тĕнче пуçламăшĕпе çыхăнтарнăшăн çав тери кăмăллă... - Игорь Степанович хавхаланса калаçать.

Игорь Степанович мана Америкăн пĕр çыравçин кăсăк кун-çулĕ çинчен каласа пачĕ. Çыравçă сĕтелĕ хушшине лариччен вăл энтомолог специальноçне алла илнĕ. Пĕр харăсах икĕ лава туртнă хайхискер. Самаях ăнăçлă та шанăçлă утăмсем тунипе палăрнă: энтомологире те, литературăра та паллă ятлă пулса тăнă. Пурнăç вĕçне тухас умĕн çав çыравçă акă мĕнле шухăша уçса панă: «Литературăра, тĕнчери пур япала пекех, манăн ят та манăçа тухĕ. Анчах та эпĕ - энтомолог, хурт-кăпшанкăсен тĕнчине тĕпчетĕп, халĕччен никамшăн та паллă пулман лĕпĕшсен икĕ çĕнĕ тĕсне тупса палăртрăм. Çав лĕпĕшсене манăн ята панă. Эпĕ унпа та пулин паллă пулса юлăп...»

Американ çыравçин тата энтомологĕн шухăшĕсене тахçанах ăша хывнă Игорь Степанович. Медицина ăслăлăхĕсен докторĕ микробиологи вăрттăнлăхĕсене пуçаруллă тĕпчет. Профессор чылайранпа женьшень тĕнчипе кăсăкланать. Çак ÿсен-тăранăн паха, сиплĕ енĕсене пин-пин çул тĕпчеççĕ, анчах халĕ те çав енсене палăртакан ансат формулăна шыраса тупаймаççĕ. Игорь Степановичпа ĕçтешĕсем лабораторире ирттернĕ сăнавсене пĕтĕмлетнĕ хыççăн женьшень шĕвекĕнчен çынна эрех-сăраран пистерекен препарат туса хатĕрленĕ.

- Вăл алкоголизмран 100 проценчĕпех пистерет тееймĕпĕр, - сăпайлăн сăмахлать ăсчах. - Анчах çав шĕвек юн, пуç мими клеткисемпе ферменчĕсен хÿтĕлев вăйне палăрмаллах ÿстерет. Пирĕн рецептпа ăна фармацевтика промышленноçĕ туса кăларма тытăннă та.

Вăл е ку тăрăхра пурăнакансем валли ятарласа хатĕрленĕ менюна ăçта курма пулать? Ниçта та! Пирĕн организмра белок питĕ сахал, рационта пахча çимĕç те кирлĕ чухлĕ çук, улма-çырла та питĕ сахал. Тĕпрен илсен эпир углеводран тăракан апат çиетпĕр. Вăл вара ...эрех-сăра ĕçессин туртăмне вăйлатма пулăшать. Хăш-пĕр çĕр-шывра алкоголиксене уйрăм диетăпа сиплеççĕ. Хамăра лайăх туйма пулăшакан тутлăхлă япаласем çителĕксĕртен эрех ĕçетпĕр.

Ăсчах вăхăтлăха калаçма чарăнчĕ. Эпĕ унăн калаçăвĕнчен Владивостокри микробиологи институчĕн сотрудникĕсем юлашки вăхăтра тунă чылай ĕç çинчен пĕлтĕм.

- Шел, вăхăт хĕсĕкрех, - терĕ вăл юлашкинчен пăшăрхануллăн. - Тепĕр çул татах килĕп-ха. Ун чухне отпуск вĕçленичченех Йĕпреç вăрманĕсем тăрăх уçăлса çÿрĕпĕр, Кушлавăшпа Хурашыв шывĕсен хĕрринче пулă тытăпăр. Юрататăп эпĕ çыравçăсемпе, хаçатçăсемпе чун-чĕрене уçса пуплеме...

Уйрăлас умĕн Игорь Нефедов хăй чылайранпа поэзипе кăсăкланни, пуçĕнче капланакан шухăшĕсене хушăран шурă хут çине тĕрлени, уйрăм хайлавĕсем Инçет Хĕвел тухăç регионĕсенче тухса тăракан хаçат-журналта кун çути курни çинчен хавхаланса каласа пачĕ.

- Чăваш çыравçисен хайлавĕсене тăван чĕлхепе вуласа киленме май килмест, - терĕ Игорь Степанович. - Пĕрремĕшĕнчен, эпĕ тăван халăхăн янравлă та илĕртÿллĕ чĕлхине сăпка юррипе пĕрле ăша хывайман. Иккĕмĕшĕнчен, чăвашла сăмахсарсăр нимех те ăнланаяс çук. Мана Николай Теветкелĕн сăвви-поэми питĕ килĕшет. Эпĕ вĕсене халĕчченех вырăсла кăна вуланă.

Телее, ĕç пÿлĕмĕнче Николай Теветкел халал сăмахĕсем çырса парнеленĕ сонетсен кĕнеки упранать. Эпĕ ăна хаклă хăнана паллашма çитес çулччен парса ярассине пĕлтертĕм.

- Хăвăра ятран панă парнене тавăрса пама килетĕпех. Тата тăван тăрăха килме тивĕçлĕ сăлтав тупăнать, - терĕ Игорь Степанович ăшшăн кулса.

Йĕпреçре виçĕ кун пулнă хыççăн вăл Санкт-Петербурга тухса кайрĕ.

 

Геннадий КУЗНЕЦОВ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.