Комментари хушас

2 Юпа, 2014

Ял клубĕ. Кирлĕ-и вăл паян?

Ял тата культура учрежденийĕ. Мĕнлерех шайлашура вĕсем? Хуларан инçетре, «упа шăтăкĕнчи тĕттĕм кĕтесре» чăваш искусстви, ÿнерĕ, литератури кăсăклантараççĕ-и ăна? Пушă вăхăта ял çамрăкĕ мĕнле ирттерет? Ыйтусен хуравне тĕшмĕртме яллă вырăнти культура учрежденийĕсене тухса çÿреме тивни пулăшрĕ темелле.

Чăваш ялĕсенче, çĕр-шыври ытти хутлăхри пекех, çамрăксен йышĕ сахаллансах пырать. Çакăн сăлтавĕ чылай. Икĕ ĕмĕр чиккинче ял хуçалăхĕсем хăйсен ĕç-хĕлне самай вăйсăрлатрĕç, чылайăшĕ аркансах кайрĕ. Çавна май вырăнта ĕç çукки халăха, çамрăксене уйрăмах, хуланалла «хăваларĕ». Çамрăк ăрушăн халĕ çул уçă: хулана аслă пĕлÿ илме каяс килет-и е унта ĕçлеме кăмăл тăвать-и - тархасшăн. Хуçалăхĕ çирĕпписенче те хĕр-упраç йышлах мар. Кунашкаллисенчен те тухса тарас теççĕ-ши каччăсемпе хĕрсем? Тепĕр чухне ашшĕ-амăшĕ те хăйĕн тĕпренчĕкĕсене шутсăр хĕрхенет пулĕ, ачамăрсем пирĕн пек пилĕк авса ĕмĕрне ан ирттерччĕр тет ахăр. Çапла-и, капла-и - чăваш ялĕ пушансах пырать /2002 çултанпа халăх йышĕ республикăра 76,1 пин çын чухлĕ чакнă/. Çавна май шăпах маларах хускатнă евĕр ыйтусем тухса тăраççĕ: ялта клуб, вулавăш, музей тата ытти кирлĕ-и? Çук тесе калакан çын пур-ши? Иккĕленетĕп. Çапах та тĕрĕс хак пани питĕ вырăнлă. Клуб е культура çурчĕ, библиотека е музей пурри питĕ лайăх, анчах та вĕсене ĕçлеттермелле вĕт-ха - кадрпа тивĕçтермелле, мероприятисем ирттермелле, тытса тăмалла тата ытти те.

Юлашки вăхăтра ял культурин аталану стратегийĕ халăх йышлă çÿрекен тата мероприятисем ирттерессипе палăрса тăракан клубсене ытларах пулăшассипе, вĕсен ĕçне тата та вăйлатассипе çыхăннă. Çапах та çакă ыттине çапса хуçмалла тенине пĕлтермест. Киввисене, халăха йышăнма май çуккисене, оптимизацилемелле е ун вырăнне çĕннине çĕклесе лартмалла? Кашни тĕслĕхпе тимлĕ пулмалла. Ваттисем каланă пек çиччĕ виçсе пĕрре касмалла.

Иртнĕ çул муниципалитет культура учрежденийĕсене çĕнетме, тĕпрен юсама республика бюджетĕнчен 22,6 млн тенкĕ уйăрнă. Кăçал валли те унран сахал мар палăртнă.

Паллах, çак нухрат пурин валли те çитмĕ. Ялта клуб е вулавăш çуккисене мĕнле майпа пулăшмалла? Культурăн куçса çÿрекен хатĕрĕсемпе анлăрах усă курма тăрăшмалла. Шел те, хальлĕхе республикăра пурĕ те икĕ автоклуб çеç-ха. Çĕртме уйăхĕн врринче Шупашкарта федерацин Атăлçи округĕнчи субъектсен Культура министерствисен канашлăвĕ иртнĕччĕ, ун чухне Раççей культура министрĕн çумĕ Алла Манилова Чăваш Ене тата икĕ автоклубпа тивĕçтерме шантарнăччĕ.

Патшалăх пулăшăвне кĕтсе усăллă вăхăта сая ярас мар текенсем те пур-ха республикăра. Халăх вăйĕпе темиçе çул каялла Муркаш районĕнчи Катькас ял тăрăхĕнче тăпăл-тăпăл клуб хута кайнăччĕ. Ик-виç çул каялла Шупашкар районĕнчи Атăльялта спонсор пулăшĕвĕпе çĕкленнĕ клуб ĕçлеме пуçларĕ. Культура ĕçченĕсем никамран пулăшу ыйтма çуккипе хăйсен вăйĕпе юсанă, тĕпрен çĕнетнĕ культура учрежденийĕсен шучĕ миçе-ши тата? Кăçал çулла çавнашкал пĕр тĕслĕхе хамăн курса ĕненмелле пулчĕ. Сăмахăм Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Нарат Чаккинчи Людмила Данькова вырăнти культурăпа кану центрне иккĕмĕш пурнăç парнелени пирки. Ăна çак ĕçре мăшăрĕпе ывăлĕ пулăшатчĕç. Маччана юсанăшăн çеç ятарласа тытнă строителе кăштах тÿлеме май тупнă. Малалла пурнăçламаллин вĕçĕ-хĕрри курăнмасть пек. Людмила Геннадьевна вара, кирек мĕнле лару-тăрăва та çĕнтерме хăнăхнăскер, кăçалхи раштав уйăхĕнче ялти хорăн 90 çулхи юбилейне тĕпрен çĕнетнĕ клубра паллă тума ĕмĕтленет.

Çапла шухăшлатăп: ял çыннисен вăйĕпе, культура учрежденийĕсен ертÿçисен хастарлăхĕпе çĕнĕрен ĕçлесе кайнă культура вучахĕн ĕмĕрĕ вăрăм пулĕ. Унта - вĕсен чунĕ, ĕмĕчĕ. Терт-нушапа çуралнă япалана хаклатăн, хисеплетĕн, упратăн. Чун ăшшипе хатĕрленĕ мероприяти те кăмăла çĕклет, хавхалану кÿрет. Ун пек тĕл пулăва, «çавра сĕтеле», конференципе концерта мероприятишĕн яваплисем çеç мар, ял-йыш та хастар хутшăнĕ.

Кăçал - Культура çулталăкĕ. Паллă çак пулăма республикăри культура ĕçченĕсем хăйсем пултарнă таран туллин уявлама тăрăшаççĕ. Пĕрисемшĕн, юхăнса кайнă клуб е кану çурчĕн ертÿçишĕн, тен, çурта тирпейлесе йĕркене кĕртни те пысăк çитĕнÿ шутланать пулĕ. Теприсем вара, ахăртнех, çулталăк тăршшĕпе вун-вун мероприяти ирттерме палăртнă. Чăваш Енре Культура çулталăкĕ уçăлнă май ирттернĕ савăнăçлă мероприятире темиçе çынпа калаçма тивнĕччĕ. Сăмахран, Элĕк районĕнчи ял тăрăхĕсен хушшинчи культура керменĕнчи «Валинке» халăх фольклор коллективĕн ертÿçи Лидия Филиппова Культура çулталăкĕнче тĕллевлĕ ĕçленине палăртнăччĕ. Çывăх вăхăтри тĕллевсен шутне вăл ун чухне «Пĕчĕк çеç путене» фестиваль тĕлне çăпата ташшине хатĕрлесе çитересси тенĕччĕ. Çакăнпа çеç лăпланса лармарĕç Элĕксем. «Валинке» ансамбль Пĕтĕм тĕнчери «Выля, хут купăс!» виççĕмĕш фестивале хутшăнчĕ, унтан лауреат ятпа таврăнчĕ.

Ялта çамрăксем пур-и е унта вăтам тата аслă ăрурисем çеç юлнă-и - кирек мĕнле пулсан та, ман шухăшăмпа, культура вучахĕ кирлех. Юрласа ташлама çеç мар. «Культура» ăнлав - нумай енлĕ, вăл хутшăнусен пур тытăмĕпе те çыхăннă, искусствăн, литературăн, музыкăн, живопиçĕн енĕсене çеç мар, хутшăну культурине те, ĕç тата производство культурине те пырса тивет.

Надежда СМИРНОВА.

Антонина АЛЕКСАНДРОВА, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Елчĕк район администрацийĕн культурăпа информаци тивĕçтерĕвĕн пай пуçлăхĕ:

- Культура çулталăкне тахçантанпах кĕтнĕ. Хăй вăхăтĕнче асăннă отрасль патшалăх шайĕпе пурнăçа кĕрекен «Вĕренÿ», «Сывлăх сыхлавĕ» тата ытти наци программи пекех тивĕçлĕ вырăн тупасса шаннăччĕ. Ун чухне ĕмĕтĕмĕр пурнăçа кĕреймерĕ. Юлашки вăхăтра республикăра ял культурине çĕклес тĕлĕшпе пысăк ĕçсем туса ирттереççĕ: тĕслĕх клубсем йĕркелеççĕ. Ун пеккисем районта - пиллĕк. Пĕтĕмпе культура учрежденийĕсем - 11, филиалсемпе пурĕ -37.

Хальхи вăхăтра ял çыннисем клуба çĕнĕрен таврăнма пуçларĕç. Унта ĕçлекен коллективсене аслă ăрурисем çеç мар, ачасем те çÿреççĕ. Кĕçĕн çултисем валли ятарлă ушкăнсем ĕçлеççĕ, тин çеç мăшăрланнисем валли « Çамрăк çемье» клубсем уçнă.

Районта 300 вырăнлă пысăк клубсем пурччĕ, вĕсене реконструкциленĕ, спорт залĕсем уçнă. Çавна май пушă ларакан клуб çук. Виçĕ ялта прокат лапамĕ ĕçлет».

Елена ЧЕРНОВА, Муркаш район администрацийĕн культурăпа архив пайĕн пуçлăхĕ:

- Яллă вырăнта культура учрежденийĕсем питĕ кирлĕ. Хальхи вăхăтра чылай ялта шкулсем хупăннă, клубсене те пĕтерсен мĕн юлать вара унта? Паян пирĕн районта 47 культура учрежденийĕ, 30 библиотека тата 3 музей. Асăннă тытăмра 180 яхăн çын ĕçлет. Муркаш хутлăхĕнче «халăх» ята тивĕçнĕ коллективсем республикăра чи нумаййи - 13. Пултарулăх ушкăнĕсен смотр-конкурсне çулленех ирттеретпĕр. Унта хутшăнакансен йышĕ кашнинчех ÿссе пырать.

Анна ВАСИЛЬЕВА, Вăрнар районĕнчи ял тăрăхĕсен хушшинчи культурăпа кану центрĕн ертÿçи:

- Клубсăр ялта пурăнма питĕ кичем пулĕ. Вăл кирек хăш ăрури çынна та хăй патне туртать. Пирĕн районти 61 клубпа культура çуртĕнче Культура çулталăкĕнче вун-вун мероприяти иртет. Хальхи вăхăтра районти культурăпа кану центрĕн фойинче культура тытăмĕнче ĕçлесе чапа тухнă çынсен сăн ÿкерчĕкĕсен куравĕ пырать. Юпа уйăхĕн варринче район центрĕнчи «Тивлет» ансамбль йĕркеленнĕренпе 45 çул çитнине халалланă пысăк концертпа çĕнĕ сезона уçăпăр.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.