Комментари хушас

17 Авăн, 2014

Ялта – хура, хулара – таса-ши?

Пĕр вăхăт вăл тăван ял хуçалăх предприятийĕнче бригадирта ĕçлерĕ. Тăрăшатчĕ, çамрăккине кура-ши шухăччĕ. Ун хыççăн хулана тухса кайрĕ. Бизнес илĕртрĕ пулас та пуçĕпех суту-илÿ ĕçне путрĕ. Çĕрне-кунне пĕлмесĕр автомашинипе тавар турттарчĕ, пĕр пасартан юлмарĕ. Укçи-тенкипе хăйĕн ĕçне йĕркелерĕ, йывăç касса хăма çурма тытăнчĕ. Строительство материалне туянакансем йышлăран ĕç аван кайрĕ. Лавккасем тытма пуçларĕ.

Тăван ялĕнчи хуçалăх ку вăхăтра самай юхăннăччĕ. Çакна кура ертÿçĕне улăштарса ун вырăнне пултаруллă бизнесмена лартма шухăшларĕç районти пуçлăхсем. Пĕрремĕш пухурах май килмерĕ çапла тума. Иккĕмĕш хутĕнче хуçалăх тилхепине укçаллă çын алла илчĕ. Хăйĕн ятне ямарĕ вăл. Ял хуçалăх предприятийĕ никĕсĕ çинче йĕркеленнĕ фермер хуçалăхĕ аталансах пычĕ. Хушма бизнес ăна нумай йывăрлăха парăнтарма пулăшрĕ. Çулталăк каялла конкурсра çĕнтерсе патшалăх грантне тивĕçрĕ, юхăннă витене тĕпрен юсарĕ, чаплă оборудовани вырнаçтарчĕ, канмалли, çăвăнмалли пÿлĕмсем йĕркелерĕ, çĕнĕ пăру вити турĕ тата ытти те. Фермăра юрласа ĕçле темелле. Шалу укçи те ял çыннине çырлахтармалла. Анчах икĕ пин çын пурăнакан тăрăхра ферма ĕçне юрăхлине тупаймарĕ.

Килекенсем пулчĕç. Пĕрисем пĕрремĕш ĕç укçи иличчен кăна тытăнса тăма пултарчĕç, теприсем те вăрах чăтаймарĕç – ĕçке ярăнчĕç. Сĕт паракан ăратлă ĕне (пĕрин хакĕ – çĕр пин тенке яхăн) вĕсен мухмăр-сухмăрĕ сирĕлсе пĕтессе кĕтеймест-çке. Килен-каян дояркăсене пула ĕнесем те, хуçалăх ертÿçи те нумай нушаланчĕç. Фермăна ертсе пыракан хĕрарăмăн сĕт сума пĕрре мар ĕне умне тăма тиврĕ.

Телее тени вырăнлă-ши кун пек чухне, анчах нуша курнă вăхăтра районти пĕр хуçалăх панкрута тухнă май ĕне выльăха пĕтерчĕ. Тăрăшуллă дояркăсем ĕçсĕр юлчĕç. Фермер вĕсене ÿкĕтлеме шутларĕ. Килĕшсе татăлчĕç: халĕ фермер дояркăсене ĕçе хăй çÿрекен чаплă машинипе турттарать.

Ял хуçалăхне аталантармалли çинчен нумай калаçатпăр. Калаçатпăр çеç мар, çĕнĕ комплекссем те тăватпăр. Вĕсенче ĕçлеме вара çын тупаймастпăр. Çав вăхăтрах ялта ĕç тупма йывăр тетпĕр. Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрсенче черетре тăракан йышлă, анчах фермăна каяс кăмăлли çук. Пĕр çÿпçе ылтăн сĕнсен те унта уттараймăн пулĕ. Ĕç профессийĕ хисепрен тухнă.

Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăлта инвестор пулăшнипе "Нам ЭКО" хуçалăх аталанать. Выльăх-чĕрлĕх фермине механизациленĕ, перекетлĕ техника ĕçлет. Тăрăшса вăй хума условисем пур, шалу укçи те пĕчĕк мар. Икĕ пине яхăн çын пурăнакан ял тăрăхĕнче чаплă фермăна çул тытакан çукпа пĕрех. Ют çĕр-шывран килнисем (миграци саккунне пăхăнса ĕçе вырнаçтарнă) выльăх пăхаççĕ. Таджиксем ферма территорийĕнчех пурăнаççĕ. Хуçалăх вĕсем валли юхăннă хуралта юсанă, хăтлăх кĕртнĕ. Çичĕ ютран килнисемсĕр пуçне фермăра Шупашкар район çыннисем вăй хураççĕ тата вырăнти ытти ял тăрăхĕнчен çÿреççĕ.

Паян çапла, ыран мĕнле пулĕ? Ачасене тăван тăрăхран пистерсен, ферма ĕçĕ хура ĕç тесе вĕрентсен ял хуçалăхĕ мĕнле аталанĕ-ши? Çамрăксен туртмалла-çке ăна малалла. Чылай хуçалăхра вĕсен йышне пĕр алă пÿрнисемпе шутлама пулать.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине пултаруллă яш-кĕрĕм çулсерен тивĕçет. Вĕсем хушшинче ял хуçалăхĕнче тăрăшакансем пур паллах, анчах каллех сахал. Вăтăр çула çитмен тата тăрăшса ĕçлекен çамрăксене шыраса халтан каяççĕ хăш-пĕр районсенче. Çĕнĕ çынсем пулманран пĕрисенех темиçе хут кандидата тăратма тивет.

Тепĕр чухне çамрăксене ял кирлĕ. Хăвăртрах хваттер туянма. Ялта регистрациленеççĕ, пурăнмалли условисене лайăхлатма черете тăраççĕ. Патшалăх программипе черет çитсен хваттер туянаççĕ те хулара тĕпленеççĕ. Хулара, тен, пысăк укçаллă çĕре те вырнаçаймасть çамрăк, ялти чаплă фермăра ĕçлекенрен те сахалрах тÿлеççĕ, анчах вăл хулара хура мар, таса çын иккен. Унти сывлăш, куçа илĕртекен апат-çимĕç сывлăхне хавшатнине, ĕмĕрне кĕскетнине ăнланмасть...

Ирина Павлова.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.