Комментари хушас

1 Юпа, 2014

Ватлăх кунĕнче ват тути ан çаптăр

Çак тĕнчере этемрен вăйли çук тетпĕр пулин те вăл та çут çанталăк саккунĕсенчен иртеймест. Урăхла каласан çĕр çинче вăл та хăнара кăна: çуралать, вăй илсе çунат сарать, пĕр хушă чăн та хăй хăватне кăтартать, вăхăт иртнĕ май ватăлать-кукăрăлать, туя çине таянать...

Республикăра демографи лару-тăрăвĕ юлашки çулсенче ырă еннелле улшăннине палăртатпăр пулин те халăх ватăлса пынине йышăнмах тивет. Паянхи кун пирĕн хутлăхра аслă ăру çыннисен йышĕ 270 пинрен иртет. Вĕсен 90 проценчĕ патшалăх хÿтлĕхне тÿрремĕнех туйса тăрать: федераци е республика бюджетĕнчен социаллă пулăшу мерисене тивĕçет. 353,5 пин çын ватлăх пенсине илет. Сăмах май, кăçалхи сакăр уйăхра вĕсен йышĕ 3310 çын ÿснĕ.

Патшалăхăмăр хăйĕн çыннисен ватлăх кунĕсене хăтлăх кĕртессишĕн, тивĕçлĕ канăва тухнисен пурнăçне çăмăллатассишĕн куллен тăрăшать. Йывăрлăха лекнисен пĕчченлĕхне, нуши-тертне сирмешкĕн ятарлă çуртсем уçнă. Аслă ăрури граждансемпе инвалидсенчен 2 пинĕшĕ социаллă пулăшăвăн 33 учрежденийĕнче хÿтлĕх тупнă. 4,1 пинĕшне киле пырса пулăшаççĕ, 600-шне ытла вăхăтлăх пурăнмалли уйрăмсене вырнаçтарнă. Асăннă учрежденисенче социаллă çĕр-çĕр ĕçчен вĕсене пăхса пурăнать, тăрантарса-тасатса усрать.

Çапла, патшалăхăмăр аслă ăру çыннисене пулăшассине хăйĕн тивĕçĕ тесе шухăшлать, çак тĕллевпе сахал мар нухрат тăкаклать. Сăмах май, çулталăк пуçланнăранпа кăна социаллă тытăма аталантарма республика бюджетĕнчен 4,5 млрд тенкĕ уйăрнă.

Вăхăтлăх пурăнмалли е ветерансен учрежденийĕсенче час-часах пулма тивнĕ май хÿтлĕх çуртĕнче тăван кил ăшшине тупнă ватăсем пенси илнĕ кун вĕсен ачи-пăчи шăкăрин пухăнни пирки каласа панине пĕрре кăна мар илтме тÿр килнĕ. Ашшĕ-амăшне курма пыраççĕ тетĕр-и? Çук, вĕсен пур-çук укçине тăпăлтарса илме.

Тĕрĕссипе социаллă учрежденисенче пурăнакан ватăсенчен чылайăшне хăр тăлăх тееймĕн: ывăл-хĕрĕ, кинĕ-кĕрÿшĕ, мăнукĕсем пур. Пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнайманран ватти тăван тĕпренчĕкĕсемшĕн ытлашши пулса тăнă, вĕсен ăшшине кĕтсе илеймесĕр патшалăх çуртне кайса вырнаçнă.

«Паянхи саманара çамрăксен хевтесĕрсене пăхса пурăнма вăхăт çук, вĕсен укçа ĕçлесе илмелле, пурнăçа малалла тăсса ача-пăча çитĕнтермелле», - теме пăхĕ хăшĕ-пĕри. Ерçÿ текенни çук пулĕ-ха, çапах та пирĕн несĕлĕмĕрсем самана йывăрлăхĕсене пăхмасăр ватă ашшĕ-амăшне нихăçан та килтен хăваласа яман, ют çын куçĕнчен пăхтарман. Темиçе ăру çынни пĕчĕк пÿртре пурăннă, кашнин валлиех вырăн тупăннă: асли çамрăккине ăса вĕрентнĕ, вăй питтийĕ ăна сума сунă. Кун пек чухне ăрусен çыхăнăвĕ те татăлман, мăнукĕсем аслашшĕ-асламăшĕ, кукашшĕ-кукамăшĕ ăшшине туйса çитĕннĕ, чунпа-юнпа тĕреклĕрех пулнă.

Хальхи çамрăксен ватăсене пăхса пурăнмашкăн ерçÿ çук тенипе те килĕшес килмест. Çĕр-шыв экономики аталанăвăн çĕнĕ çулĕ çине тăнă тапхăрта самана авăрне çакланса тивĕçлĕ вырăн тупайманни сахал мар вĕт, тĕрев пулса тăмалли арсен хушшинче уйрăмах чылай унашкалли. Çемçешке пулчĕç-ши е ашшĕ-амăшĕ ачаш çитĕнтерчĕ-ши? - пурнăç тĕллевне тупаймарĕç, ĕç тĕлне пĕлмерĕç, хăйсен ăнăçсăрлăхне эрех черккинче путарма хăтланчĕç. Çапла вара çемье те çавăраймарĕç, çывăх çыннисене мăнуксемпе савăнтараймарĕç. Хăйсем ватă ашшĕ-амăшĕн ĕнси çине сĕмсĕррĕн утлансах ларчĕç. Пĕрисем авă пенси панă кун социаллă учреждение васкаççĕ. Теприсем, ватă ашшĕ-амăшĕсĕр пĕр кун та пурăнайманнисем, çав укçана почтальон киле пырса париччен чылай малтан пĕр-пĕр лавккара самаях «расхутлаççĕ» - черетлĕ пенси шучĕпе парăмçăсен тетрадьне кукăр-макăр алă пусса хаяр шĕвек туянаççĕ. Кайран вара ватăсен укçипе татăлаççĕ. Тĕлĕнмелле, суту-илÿ вырăнĕ уйрăм çыннăн пулсан юрĕччĕ - вăл тавара кĕтмелле те парса яма пултарать, патшалăх тытăмĕнчисем халăх пурлăхĕпе çапла хуçаланни - пÿтсĕр пулăм. Социаллă учрежденисен аталанăвĕ, аслă ăру çыннисен пурнăçне лайăхлатасси пирки калаçнă чухне çакнашкал лару-тăрăва та шута илмелле паллах...

Паян Ватă çынсен пĕтĕм тĕнчери кунне паллă тăватпăр. Çав ятпа республикăра тĕрлĕ мероприяти иртет: тĕслĕхрен, авăн уйăхĕн 26 - юпа уйăхĕн 5-мĕшĕсенче «Аслă ăру çыннисем» вунă кунлăх, сахал тупăшлă пĕччен пенсионерсене тата инвалидсене пулăшмалли акцисем, тÿлевсĕр концертсем, ыр кăмăллăх спектаклĕсем, кану каçĕсем, чыславсем. Ветерансемпе аслă ăру çыннисем муниципалитет йĕркеленĕвĕсен ертÿçисемпе, предприяти-организаци пуçлăхĕсемпе тĕл пулаççĕ, уяв сĕтелĕ хушшинче тутлă çимĕçпе сăйланаççĕ...

Çапах та вĕсене канăç паман ыйтусем тĕлĕшпе юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче кăна мар, çулталăкăн кашни кунĕнче тимлĕ пулмалла. Ăшă-и вĕсене, хăтлă-и, ватлăх кунĕнче ват тути çапман-и? - çакăнпа влаç органĕсен, бизнес-тытăмăн пуçаруллă пайĕн тата пирĕнтен кашнийĕн, урăхла каласан пĕтĕм обществăн, интересленсех тăмалла. Паян вăй питти те çамрăк темелли çук, ватлăх кунĕ пурне те çитет.

Валентина СМИРНОВА

 

Юрий БАБАЕВ, Кÿкеçри ватă çынсемпе

инвалидсен интернат çурчĕн ертÿçи:

«Аслă ăру çыннисен кунĕ - ырă та çутă уяв, вĕсене хастар та тăрăшуллă ĕçĕшĕн, пуян опычĕшĕн, чун ăшшишĕн, ăслăлăхĕшĕн тав тумалли меллĕ самант. Пирĕн учрежденире паян 204 çын пурăнать, вĕсенчен 138-шĕ - тивĕçлĕ канăва тухнисем. Интернатра вĕсен пурнăçĕ хăтлă та интереслĕ пултăр тесе куллен тăрăшатпăр, социаллă, йăла тата медицина пулăшăвĕсемпе тивĕçтеретпĕр, реабилитаци, ĕç сиплевĕн тата культура мероприятийĕсем ирттеретпĕр. Вĕсемшĕн хамăр чун ăшшине хĕрхенместпĕр, ватлăх кунĕсене телейлĕ тăвассине тĕпе хуратпăр».

Валерий НИКОЛАЕВ, РФ Пенси фончĕн

Чăваш Республикинчи уйрăмĕн управляющийĕн çумĕ:

«Ватă çынсен пĕтĕм тĕнчери кунĕнче пирĕн общество аслă ăрурисем тĕлĕшпе уйрăмах тимлĕ. Пенси фончĕ Раççей пенсионерĕсен пурнăçне лайăхлатассине тĕпе хурать, Чăваш Енри 353,5 пин çынна е кунта пурăнакансен виççĕмĕш пайне пенсипе вăхăтра тивĕçтерет. Паянхи пенсин вăтам виçи пенсионера пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçерен 1,8 хут пысăкрах. Унсăр пуçне Пенси фончĕ федераци çăмăллăхçисене - инвалидсене, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин вут-çулăмĕ витĕр тухнисене тата ыттисене - уйăхсерен укçа тÿлевĕ парса тăрать. Социаллă программăпа килĕшÿллĕн Пенси фончĕ пирĕн Чăваш хутлăхĕнчи ĕçлемен пенсионерсене ятран пулăшма тата социаллă ыйтусене тивĕçтерекен учрежденисен пурлăх никĕсне çирĕплетме юлашки 15 çулта 258 млн тенкĕ уйăрнă».

 

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.