Вĕсен умĕнче парăмра
Шкулта вĕреннĕ чухне учительсене пĕр хутчен курнă хыççăн çав кун тепре тĕл пуласран тем пек шикленекенччĕ. Пĕр-пĕр вĕрентекен пирĕн еннелле утса килет тĕк - хапха алăкĕнчен вăшт кăна тарса çухалаканччĕ. Урамра е ăçта та пулин хирĕç пулсан вăтаннипе сăн-пит хĕрелетчĕ. Учитель киле килсен çĕр тĕпнех анса кайнă. Шикленнипе те мар, хисепленипе пулĕ. Тата иккĕмĕш хут курсан мĕн чĕнмеллине пĕлместĕмĕр. Ирхине шкулта пĕрре сывлăх суннă пирки тепре сăмах хушма аванмарланнă. Çывăх та хаклă, иккĕмĕш атте-анне вырăнĕнчех пулнă вĕсем, пире вĕрентнĕ учительсем.
Чунне парсах тăрăшнă çав пирĕншĕн. Çĕнĕ темăна ăша лайăх хываймасан уроксем хыççăн класпах тытса юлса васкамасăр тепĕр хутчен ăнлантарнă. Математика учителĕ хăйĕн те ĕçĕ нумаййине, çемье пуррине пăхмасăрах задачăсем шутлама кану кунĕсенче килне чĕнетчĕ. Ĕлкĕрсе пырайманран мар, тата та тарăнрах вĕрентес тесе. Укçа, парне пирки сăмах та пулма пултарайман ун чухне. «Çак предмета тăшмана та суйласа илме сунмастăп», - тетчĕ тепĕр чухне тарăхнипе. Математикăна пурте лайăх пĕлеймен çав. Япăх паллăсемпе аран-аран сĕтĕрĕнсе пыраканни кашни класрах пулнă. Çапах та вĕсене никам та кăларса ярасшăн тăрăшман, малалла туртнă, хавхалантарса пынă.
Экскурсисемпе походсене илсе çÿретнине епле манăн тата. К.В.Иванов çуралнă тăрăхра, пирĕнтен чылай аякра пулнине пăхмасăрах, пĕр-икĕ хутчен те пулнă. Тăван тăрăхран 800 çухрăмра вырнаçнă Шупашкара та илсе кайнă. Çакнашкал çул çÿрев, паллах, тавра курăма анлăлатнă, хăй тĕллĕнлĕхе хăнăхтарнă, тус-тантăш тупма пулăшнă. Сетьел тăвĕ çинче хĕле ăсатнисем, сăрт çинчи Юманлăх вăрманĕнче ирттернĕ зарницăсем халĕ те куç умĕнче.
Пĕчĕккĕллех ĕçе вĕрентнĕ пире шкулта. Çавăншăн пысăк тав учительсене. 4-мĕш класранах урай çутарнă. Айван пулнă çав. Малтан пурăпа вараланнă доска умне, кайран тин партăсен айне тасатаканччĕ. Ирхине килнĕ çĕре урай шап-шурахчĕ. Класс ертÿçи ятлатчĕ паллах. Тĕрĕс тунă. Çапла майпа пĕчĕккĕллех тирпейлĕхе хăнăхтарнă.
Шкул çумĕнчи пахча калама çук пысăк пулнăран мĕн тĕрлĕ кăна çимĕç, улма-çырла ÿсместчĕ-ши унта? Йăлтах çавна ачасен, учительсемпе тирпейлÿçĕсен вăйĕпе пуçтарса кĕртнĕ. Çуллахи вăхăтра практикăна çÿренĕ. Шăварнă, çумланă, кăпкалатнă, хура хурлăхан, çĕр çырли, чие пуçтарнă. Купăста, хăяр-помидор тăварлассинчен те юлман. Авăн-юпа уйăхĕ ĕçленипех иртсе кайнă. Хирте сахăр кăшманĕ тасатнă, çĕр улми пуçтарнă. Çумăрлă кунсенче кăна сумка йăтса шкула кайнă. Хальхисемпе танлаштарсан лăпкăрах та пулнă вăл вăхăтри ачасем. 4-мĕш класран çĕçĕ йăтса кашни кун кăшман ани çине васканă. Хаçатпа чĕркенĕ те атă кунчине хĕстернĕ. Никам та никама амантман, касăлса та кайман.
Илемлĕччĕ вăл вăхăтри шкул. Ача нумай пулнипе çапла туйăннă-ши? Икшер сменăпа та вĕренетчĕç те. Малтан а, б, в класс таранахчĕ, кайран икĕ класс юлчĕ, каярах пĕр класс. Сисĕнмерĕ те, тахăш вăхăтра шкулта палăрмаллах ачасем тăрук чакрĕç. Кăçал вара ача çителĕксĕррипе 7-мĕш, 11-мĕш класс та çук. Треппелĕнче тем пысăкăш шкул пур çинчех 12 çухрăмри яла çÿреме тивет. Ку тăван тăрăхра - Пушкăрт Республикинче. Сахалтан та пĕр класра 7 ача пулмалла-çке. Унсăрăн класс хупăнать.
Ăнланмалла ĕнтĕ, шкулта ача çук тăк учительсем валли ăçтан сехет пултăр? Хăшĕ-пĕри сахаллипех çырлахать, çемьене пăрахса ăçта кайăн? Кÿршĕ яла çÿрекенсем те пур. Куншăн шкул директорĕ те, РУНО ĕçченĕсем те айăплă мар.
1990 çулсенче çамрăксем яла юлманнин, шкул пĕтерсенех хулана тухса вĕçтернин кăтартăвĕ ку. Колхоз арканчĕ, çамрăксем валли нимĕнле ĕç те юлмарĕ. Хĕр-упраçпа яш-кĕрĕм тăван кĕтесрен çак вăхăтра саланса пĕтрĕ те.
Ача усрава илес текенсем Чăваш Енри пек йышлах мар Пушкăртра. Ял шкулĕсене çапла майпа та сыхласа хăварма пулĕччĕ те. Çав вăхăтрах учительсем ĕç вырăнне çухатмĕччĕç. Кăçал Патăрьел тăрăхĕнчи Чăваш Ишекĕнче пулнăччĕ. Ыхраçырми ялĕнче вырăс чĕлхипе литератури вĕрентекен Каролина Анатольевна Уткина чăннипех те хисепе тивĕçлĕ. Хăйĕн виçĕ ачине ура çине тăратнă хыççăн вăл тепĕр çичĕ арçын ачана усрава илнĕ. «Çемьере кăна ача йĕркеллĕ çитĕнме пултарать», - тет вăл. Лайăх та ырă амăшĕ вăл вĕсемшăн. Çурт-йĕрне пăртак аслăлатса татах та тăлăхсене йышăнас шухăш-ĕмĕтлĕччĕ-ха Уткинсем. Яваплăхран хăрамасть ĕçчен хĕрарăм. Çемье пуçĕ те вăй-хăват парса тăрать ăна. Анатолий Арсентьевичпа Каролина Анатольевнăна таврара та хисеплеççĕ. Ун пек тĕслĕхсем республикăра татах та пур.
Ыран, юпа уйăхĕн 5-мĕшĕнче - Учительсен кунĕ. Таврара чăн-чăн ватă ăшши хуçаланать. Сап-сарă вĕрене çулçисем чăрсăр çил вĕрнипе çĕр çине вĕлкĕшсе ÿкнĕ, пăртак тăм тивнĕ хыççăн пахчара астрăсемпе георгинсем йăвашшăн çурăлса ларнă вăхăтра килет çак уяв. Эпир ача чухне, совет саманинче, ăна кĕркуннен иккĕмĕш уйăхĕн пĕрремĕш вырсарни кунĕнче паллă тăваканччĕ. 1994 çулта улшăну кĕртрĕç. Халь ăна çулсерен юпан 5-мĕшĕнче уявлаççĕ.
Учительсен кунне паллă тума чи малтан АПШра, 1953 çулта тытăннă. 1944 çулта пĕр хĕрарăм Президент патне çыру янă. Вăл унта педагогсен вышкайсăр та пысăк ĕçне çÿллĕ шайра хакламалли пирки, вĕсене пулăшу памалли çинчен çырнă. Вунă çул иртсе кайсан тин учительсен уявне хăш кун паллă тăвассине палăртнă. Совет Союзĕнче учительсен кунне официаллă шайра çирĕплетнĕ хыççăн 1965 çулта çеç уявлама пуçланă.
Куç умне тăван килпе юнашарах вырнаçнă пысăк та хитре шкул çурчĕ тухать. Пире пĕлÿ панă вĕрентекенсем сахалăн юлнă пулин те кунта, пурпĕрех вăл хаклă. Çак шкулта вулама-çырма вĕреннĕ, пирĕншĕн пĕрремĕш тата юлашки шăнкăрав шăнкăртатнă. Пурнăçăн аслă çулĕ çине тухма пулăшнă педагогсем умĕнче эпир яланах парăмра. Çак илемлĕ уяв ячĕпе вĕсене чунтан саламлатпăр!