Шухăш

30 Кăрлач, 2018

Сăмаха тĕрĕс те витĕмлĕ кала

Пуплев культури кашни çыннăн пĕтĕмĕшле культурипе тачă çыхăннă. Вăл литература чĕлхин виçисемпе йĕркисене çирĕп пăхăнса калаçнинче е çырнинче палăрать. Асăннă нормăсен шутне орфографипе пунктуаци тата орфоэпи правилисем, лексикăпа грамматика нормисем кĕреççĕ.

25 Кăрлач, 2018

Тăван ялта курнă кĕтменлĕх

Иртнĕ эрнере манăн хам çуралнă яла çитсе килме май пулчĕ. Урампа пынă чухне кĕçĕн çулхи ачасен пĕр ушкăнне куртăм. Вĕсем пĕр пиллĕкĕн-улттăн, çулĕсемпе пĕрремĕш-виççĕмĕш классенче вĕренекенсем пек курăнчĕç. Шавлăн калаçса хаваслăн кулса тем хĕвĕшетчĕç, сиккелесе-чупкаласа пĕр-пĕрин тавра çаврăнатчĕç. Ачасен ушкăнĕ патне çывхарса пынă май вĕсем вырăсла калаçнине илтрĕм. Эпĕ вĕсем хуларан килнĕскерсем пуль тесе шухăшларăм. Патнерех çитсен:

— Салам! Эсир ăçтан килнĕ ачасем пултăр-ха? — тесе сăмах хушрăм.

23 Кăрлач, 2018

Чăвашла вулама çăмăл-и?

Яланах çапла пулнă — тĕрлĕ ыйту тавра тавлашуллă калаçусем иртеççĕ. Халĕ вĕсен йышне чăвашсем хăйсен тăван чĕлхипе сахалрах калаçма пуçлани, чăваш кĕнекисене, хаçат-журналне çителĕксĕр вулани пирки сăмах ваклани хушăнчĕ.

10 Кăрлач, 2018

Иртнĕ кун-çул куç умĕнчех

Çул иртнĕçемĕн пурнăç шайĕ те ерипен улшăнать. Çавăнпа та робот ĕмĕрĕ çитсе пынă май халăх ĕçсĕр юласси куç кĕретех. Паянхи куна çĕр ĕçченне нимле робот та улăштараймасть. Мĕншĕн тесен çĕр ĕçĕ яланах çанталăк мĕнле тăнинчен, çын кĕтменлĕхе епле хатĕрленнинчен килет. Çĕр те хăйне хисепленĕрен çеç этеме усă пама пултарать. Апла пулсан çĕр çынна ĕçсĕр хăвармастех.

20 Авăн, 2017

Вутпа пĕтереймен ăна тăшман…

Валентина Петровăн «Хресчен сасси» хаçатăн 34-мĕш номерĕнче пичетленнĕ «Чăваш, хăв чĕлхÿне упра!» статйине вуласан алла ручка тытмасăр чăтаймарăм. Тăван чĕлхе ыйтăвĕ хальхи вăхăтра çивĕч пулнине кашниех ăнланать пулĕ.

Чăваш чĕлхи — чи авалхи тĕрĕк чĕлхисенчен пĕри. Унта ытти тĕрĕк чĕлхинче сыхланса юлман е тĕл пулман сăмахсем пуррине палăртаççĕ тĕпчевçĕсем. Кун пек сăмахсем вара тĕрĕк чĕлхисен историне пĕлме чылай пулăшаççĕ.

Pages