Комментари хушас

25 Кăрлач, 2018

Тăван ялта курнă кĕтменлĕх

Иртнĕ эрнере манăн хам çуралнă яла çитсе килме май пулчĕ. Урампа пынă чухне кĕçĕн çулхи ачасен пĕр ушкăнне куртăм. Вĕсем пĕр пиллĕкĕн-улттăн, çулĕсемпе пĕрремĕш-виççĕмĕш классенче вĕренекенсем пек курăнчĕç. Шавлăн калаçса хаваслăн кулса тем хĕвĕшетчĕç, сиккелесе-чупкаласа пĕр-пĕрин тавра çаврăнатчĕç. Ачасен ушкăнĕ патне çывхарса пынă май вĕсем вырăсла калаçнине илтрĕм. Эпĕ вĕсем хуларан килнĕскерсем пуль тесе шухăшларăм. Патнерех çитсен:

— Салам! Эсир ăçтан килнĕ ачасем пултăр-ха? — тесе сăмах хушрăм.

— Çук-çук, эпир таçтан килнĕ ачасем мар, ку ялтах пурăнатпăр, — хаваслăн хуравларĕ хăюллă, вичкĕн куçлă арçын ача.

— Апла пулсан эсир мĕншĕн вырăсла калаçатăр? Сирĕн хушăра чăвашла пĕлмен ача пур-и? — ыйтрăм вĕсенчен.

— Çук, эпир пурте çак ялтанах, пурте чăвашла пĕлетпĕр, — янăравлă сасăпа хуравларĕ çав арçын ачах.

— Ачасем, сиртен хăшĕ те пулин Чăваш Республикин Пуçлăхĕ пулас темест-и? Ун пек ĕçе суйланас тесен чăваш чĕлхине лайăх пĕлмелле, — тăсрăм хамăн калаçăва.

— Эпĕ ĕмĕтленетĕп, — хăвăрттăн шăплăха сирчĕ çав арçын ачах. Ытти ача унăн сăмахĕсене илтсен хытă кулса ячĕ.

— Пулаймасть вăл, пулаймасть. Ăна вĕрентекенсем урокра хăйне япăх тытнăшăн час-часах ятлаççĕ, — куларах каларĕ кăвак куçлă чипер хĕр ача. <...>

Ялтан кайичченех çак ыйтусем ман пуçран тухма пĕлмерĕç. Шутламанччĕ, кĕтменччĕ хамăн тăван ялта кун пеккине курасса. <...> Тÿрех палăртас пулать — тĕп сăлтавĕ ачасенче мар, ашшĕ-амăшĕнче. Мăнукĕ хуларан яла аслашшĕ-асламăшĕ, кукашшĕ-кукамăшĕ патне килсен унпа пурте, хăйсем вырăсла лайăхах калаçма пĕлмеççĕ пулин те чĕлхе хуçа-хуçа пуплеççĕ. <...> Тулли верси...

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.