Тăван ялта курнă кĕтменлĕх
Иртнĕ эрнере манăн хам çуралнă яла çитсе килме май пулчĕ. Урампа пынă чухне кĕçĕн çулхи ачасен пĕр ушкăнне куртăм. Вĕсем пĕр пиллĕкĕн-улттăн, çулĕсемпе пĕрремĕш-виççĕмĕш классенче вĕренекенсем пек курăнчĕç. Шавлăн калаçса хаваслăн кулса тем хĕвĕшетчĕç, сиккелесе-чупкаласа пĕр-пĕрин тавра çаврăнатчĕç. Ачасен ушкăнĕ патне çывхарса пынă май вĕсем вырăсла калаçнине илтрĕм. Эпĕ вĕсем хуларан килнĕскерсем пуль тесе шухăшларăм. Патнерех çитсен:
— Салам! Эсир ăçтан килнĕ ачасем пултăр-ха? — тесе сăмах хушрăм.