Комментари хушас

Пуплев культури кашни çыннăн пĕтĕмĕшле культурипе тачă çыхăннă. Вăл литература чĕлхин виçисемпе йĕркисене çирĕп пăхăнса калаçнинче е çырнинче палăрать. Асăннă нормăсен шутне орфографипе пунктуаци тата орфоэпи правилисем, лексикăпа грамматика нормисем кĕреççĕ.

Паян чăвашла кала- çакансенчен тата çыракансенчен чылайăшĕ литература чĕлхин нор-мисене питех пăхăнми пулчĕ. Ку япăх пулăм сарăлнăçемĕн сарăлса пырать. Кулленхи хутшă-нура вырăсла час-часах калаçма тивнĕрен, радиопа телекăларăмсене тăтăшах итленĕ-курнăран чăвашла калаçнă чухне те вырăс сăмахĕсене кирлĕ мар çĕртенех калама хăнăхса çитрĕмĕр. Çакăн пек чăвашла та, вырăсла та мар çăрса калаçнине урамра та, троллейбус- автобусра та, лавккара та, пухура та, ытти çĕрте те илтме пулать.

Хутăш чĕлхепе пуплекенсене радиопа телекуравăн кăларăмĕсенче асăрхама пуçларăмăр. Интервью паракансенчен хăшĕ- пĕри калаçнă чухне тĕп шухăшпа çыхăнман сăмахсемпе çине- çинех усă курать. Çакнашкал сăмахсемпе пуплекенĕн чĕлхе культури чухăн пулни курăнать.

Тăван чĕлхепе тĕрĕс те илемлĕ калаçма ялсенче те пăрахрĕç. Ял пухăвĕсене вырăсла ирттереççĕ. Пĕлтерÿсене те чăвашла мар, вырăсла çырса çапа пуçларĕç. Чи пăшăрхан-тараканни — чăвашла-вырăсла е вырăсла-чăвашла калаçу ял шкулĕсенче илтĕнме пуçлани.

Чăваш чĕлхин халăх пурнăçĕнчи пĕлтерĕшне ÿстерес тесен пирĕн чи малтан тĕрĕс калаçма тăрăшмалла. Ку кашни çынран хăйĕнчен килет. Ăслă-пуçлă этем пуплев культурине алла илмелли çул-йĕре шыраса тупатех. Вăл ытларах хăйĕн тăван чĕлхипе калаçать, шухăшласса та чăвашлах шухăшлать. Çавăнпа унăн чĕлхи, пуплевĕ-калаçăвĕ пуянрах та илемлĕрех пулать.

Пирĕн республикăра чăвашла-вырăсла ик чĕлхелĕхе пăхăнаççĕ. Ик чĕлхелĕх тапхăрĕнче вырăс грамматики чăваш чĕлхине тĕрлĕ витĕм кÿнĕ, кÿрет те. Ку пулăма пăхса тухăпăр. Чылай чухне чăваш чĕлхипе вырăс чĕлхинчи падеж формисем пĕр-пĕринпе тÿр килмеççĕ. Çав сăлтава пула предложенисене чăвашла йĕркеленĕ чухне глаголпа çыхăнакан япала ятне кирлĕ падеж форминче лартманнипе пуплевре /çырура/ тĕрлĕ йăнăш тăватпăр. Вырăс чĕлхи витĕмĕпех пирĕн пуплеврен больницăра врачра ĕçле, кондукторта вăй хур йышши сăмах майлашăвĕсем манăçа тухма пуçларĕç. Çакă шкул ачисен çыру ĕçĕсенче те палăрать: шкулпа ертсе пыр /тĕрĕс: шкула ертсе пыр/, учитель пулса ĕçле /тĕрĕс: учи-тельте ĕçле/, йĕлтĕр çинче ярăн /тĕрĕс: йĕлтĕрпе ярăн/, химипе вĕрент /тĕрĕс: хими вĕрент/, хаçат çине çыр /тĕрĕс: хаçата çыр/, пенси çине тух /тĕрĕс: пенсие тух/ т.ыт.те.

Хăшĕ-пĕри кун йĕркине, числона вырăсла шухăшласа каланине те палăртса хăвармалла. Тĕслĕхрен, саккăрмĕш март, вăтăрмĕш май т.ыт. те /тĕрĕсси: мартăн саккăрмĕшĕ, майăн вăтăрмĕшĕ/. Малалла вулас...

 

геронтий НИКИФОРОВ.
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.