Иртнĕ кун-çул куç умĕнчех

10 Кăрлач, 2018

Çул иртнĕçемĕн пурнăç шайĕ те ерипен улшăнать. Çавăнпа та робот ĕмĕрĕ çитсе пынă май халăх ĕçсĕр юласси куç кĕретех. Паянхи куна çĕр ĕçченне нимле робот та улăштараймасть. Мĕншĕн тесен çĕр ĕçĕ яланах çанталăк мĕнле тăнинчен, çын кĕтменлĕхе епле хатĕрленнинчен килет. Çĕр те хăйне хисепленĕрен çеç этеме усă пама пултарать. Апла пулсан çĕр çынна ĕçсĕр хăвармастех.

Эпĕ ача чухне чÿречерен пăхса ларма кăмăллаттăм: пирĕн пÿрт умĕнчен ферма ĕнисем иртетчĕç. Нина аппа доярка пулнă май ĕнесене çурăм тăрăх ачашласа хăваласа пыратчĕ. Унсăр пуçне колхоз сурăх, сысна, хур усратчĕ. Ял халăхĕ пĕр кун ĕçсĕр ларман: тыр-пул акнă, вырнă, çапнă. Çуркунне уй-хир симĕс кавирпе витĕнетчĕ, каярахпа вара ылтăн тĕспе хупланатчĕ. Халĕ ăçта пăхатăн — çĕр лаптăкĕ çум курăк айĕнче вуншар çул усăсăр выртать. Ферма пулнă вырăнта вĕлтренпе пиçен ешерет. «Халĕ тем те пур», — ăнлантарать мана пĕлĕшĕм. Анчах çак пурлăх пирĕн пата йăлтах ют çĕршывран килнĕ. Эпир вĕсем лайăх пурăнччăр тесе пур-çук укçана кăларса хуратпăр.

Пурнăç çулне йĕрлесе тухатăп та, чăн та, эпĕ телейлĕ вăхăтра пурăннăн туйăнать. Сасартăк çын вилсен — ялĕпех куляннă, ÿсĕре, çапкаланса çÿрекене нихăçан та курман, «наркоман» сăмаха илтмен те, хĕрпе каччă хушшинче сăпайлăх хуçаланнă.

Вăрçа пула тăлăха юлнă салтак арăмĕсем те, ачисем те çав тери тăрăшуллă пулнă. Ун чухнехи çамрăк ăру ĕçпе çитĕннĕ. Халĕ вара тар кăлармасăрах пурăнасшăн. Мĕншĕн çапла пулса тухрĕ пурнăç? Кам айăплă çакăншăн? Ыйтăвĕ пур — хуравĕ çук.

Ватă пуçăмпа шухăшлатăп та çĕнĕрен велосипед шутласа кăларма кирлех мар пулĕ. Этеме ĕçпе тивĕçтермесен йĕрке пулмастех. Ĕçшĕн тивĕçлĕ тÿлемелле: космоса вĕçме хатĕрленекен — унта çĕклентĕр, ăмăрту чемпионĕ пулас текен хăйĕн ĕмĕтне пурнăçлатăр, çĕр ĕçченĕ кăмăл туличчен уй-хирте вăй хурса укçаллă пултăр.

Ватăлнăçемĕн иртнĕ вăхăт куç умĕнчен тухма пĕлмест: тепĕр чух авăн çапасси те хĕле кĕрсе каятчĕ. Бригадир пире, 9-12 çулсенчи ачасене, капанри кĕлтесене молотилка параппанĕ патне сĕтĕрме йĕтем çине пуçтарса тухатчĕ. Çĕр шăнма ĕлкĕрнĕччĕ, капан тĕпĕнчен шÿнĕ пăрçа тухрĕ. Райкăпа Гришка çемçе пăрçана ывăç тулли çирĕç. Темле ÿкĕтлесен те сивĕскере çиме ча-рăнмарĕç. Кĕçех иккĕшĕ те ÿпке чирĕпе чирлерĕç те пиртен вăхăтсăр уйрăлса кайрĕç. Масар çинчи хĕресĕсем çеç пĕрле шкулта вĕренни пирки аса илтереççĕ.

Вăрçă пуçланас умĕн колхоз калама çук вăйлă тыр-пул пуçтарса илчĕ. Кĕлетсене вырнаçтарма вырăн çуккипе михĕсемпе кил тăрăх валеçсе пачĕç. Çĕр ĕçченĕ иртен пуçласа каçчен уй-хирте çанă тавăрса ĕçленĕ. Тĕлĕнетĕп: кашни çемьере пилĕкшер-ултшар ача çитĕннĕ пулсан та ĕçе лăпсăр-лапсăр тумланса тухман. Малалла вулас...

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.