Комментари хушас

12 Çурла, 2015

Сăмахсене тĕрĕс çырассишĕн эпир те, писательсем те, яваплă

Тăван чĕлхе... Тăван сăмах... Ача чухне анне сĕчĕпе пирĕн ăш-чике, ăстăна кĕрсе вырнаçать те вăл пире кунçул тăршшĕпех чун-чĕрен чи варлă туйăмĕсене ăса илсе упрама пулăшать. Тăван сăмах ăшши этем чĕри патне тÿрех çул тупать. Унпа кирек мĕнле кăткăс шухăша та кирлĕ пек çавăрттарса калама пулать. Унăн хăвачĕ хĕçпăшалпа тан. Унпа пĕр-пĕрне амантма та, хавхалантарса вăй пама та пулать вĕт-ха. Çавăнпа та ку е вăл сăмаха шухăшламасăр, "тытса пăхмасăр" персе яма кирлĕ мар. Çăвартан тухнă сăмаха каялла ярса тытма май çук теççĕ. Ку çаплах ĕнтĕ.

Тăван сăмах чи малтан килйышра, çемьере вăй илсе аталанать. Пирĕн чăваш чĕлхи те, ытти йышлă халăхсен чĕлхи пекех, хăйĕн саккунĕсене пăхăнса пурăнать. Наукăпа техника прогресĕ вăйлăн аталаннă тапхăрта пысăк е пĕчĕк йышлă халăхсен чĕлхисем пĕр-пĕринпе таччăн çыхăнса аталаннине шута илсен, сахал йышшисем пысăккисемпе пĕрлешсе ирĕлес хăрушлăх та çук мар. Этемлĕх историйĕнче кун пек тĕслĕхсем пулнă, пулаççĕ те. Ăсчахсем вĕсен шутне те, шăпине те тĕплĕн пĕлсе тăраççĕ.

Пирĕн чĕлхене илес-тĕк, нумаях пулмасть ЮНЕСКО вăл малашлăхсăррисен шайне анса ларма пултарас пирки сас-хура кăларнăччĕ. Ĕмĕрсен хушши чи йывăр саманара та хăйне упраса хăварма пултарнă чĕлхе халĕ, хăйне ăнăçлăн аталанма никам та чарман чухне, пĕтсе ларассине ĕненес те килмест. Чĕлхе пĕтсен çав чĕлхепе калаçакан халăх хăй те пĕтет-çке-ха. Эпир кунпа ниепле те килĕшесшĕн мар. Халăх поэчĕ Петĕр Хусанкай хыççăн пурсăмăр та хăпартланса: "Эпир - пулнă, пур, пулатпăр!" - тесе пĕлтеретпĕр тĕнчене. Çав вăхăтрах халăх йышĕ чакса пыни куçкĕрет. Сăмахран, иртнĕ ĕмĕр варринче кăна пирĕн Ульяновск облаçĕнче 130 пин ытла чăваш шутланатчĕ пулсан, иртнĕ çырав хыççăн /2010 çул тĕлне/ регионти йăхташсен шучĕ самаях чакни палăрчĕ - эпир 99,270 пин çынна çити анса лартăмăр. Раççей Федерацийĕнче виççĕмĕш вырăнтан пиллĕкмĕшне куçрăмăр. Вырăссем, украинсем, тутарсем тата пушкăртсем хыççăн.

Кама кирлĕ ку? Никама та. Йыш чакнин тĕп сăлтавĕ хамăртах. Чăваш культурипе, унăн çырулăхĕпе ĕçлекенсен тĕп тĕллевĕ - кÿлĕнмелле çак юхăма чарса лартасси, тăван чĕлхемĕре çĕнĕ ăру çыннисем валли тĕрĕс-тĕкел упраса хăварасси.

Чĕлхе тĕрекĕ килйышран, атте-аннерен пуçланать. Ача-пăча пĕчĕкрен тăван чĕлхепе калаçса ÿснинчен. Шел те, халăхăн ытларах пайне - хăйсене "обывательсен" йышне кĕртекенсене, урăхла каласан, ахаль çынсене - шухăшлаттарсах каймасть ку ыйту. Вĕсем хăйсен пепкисене ачаранах чăвашла мар, тÿрех вырăсла калаçтарса ÿстересшĕн. Ку вăл малашне унăн карьерине ăнăçлăн аталанма кирлĕ имĕш. Чăвашла тĕрĕс те илемлĕ калаçма пĕлни ÿссен вырăс чĕлхине вĕренме нимĕн чухлĕ те чăрмантарманнине, чăваш халăхĕн аслашшĕ И.Я.Яковлев: "Икĕ чĕлхе - икĕ ăс", - тесе вĕрентнине пач шута илесшĕн мар кулленхи çăмăл мар пурнăç тĕпелĕнче ăшталанакана ахаль йăхташсем.

1989 çулта Ульяновск облаçĕнче икĕ наци хаçачĕ - тутарла "Эмет", чăвашла "Канаш" - тухса тăма пуçларĕç. "Эмет" хаçат тиражĕ 6000 экземпляра яхăн, "Канаш" 1300 экземпляртан ниепле те иртеймест. Тутарсен йышĕ 11,6 процент - 149,873 çын сыхланса юлма пултарнă, эпир - 7,75 процент. Пĕрисем: "Чăвашла вулама пĕлместпĕр, шкулта тăван чĕлхене вĕренмен", - теççĕ. Чăвашран тухнă пуçлăхсен сăлтавĕ: "Арăм - вырăс хĕрарăмĕ". Виççĕмĕшĕсем укçине шеллеççĕ. Вĕсем халăх пуласлăхĕ пирки пач шухăшламаççĕ. Тутлă çисе-ĕçсе пултăр. Çав вăхăтрах облаçа ертсе пыракан вырăс пуçлăхсем наци хаçатне тивĕçлĕ шайра кăларса тăрассишĕн çине тăрсах тăрăшаççĕ. Хаçатăн 25 çулхи юбилейĕнче Ульяновск облаçĕн правительство пуçлăхĕ Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр ку ыйтупа вырăнти пуçлăхсене пухса ятарласа канашлу ирттерчĕ. Çакăн хыççăн хаçат калăпăшĕ самай ÿсрĕ, халĕ унта вырăсланнă чăвашсем те хăйсене кирлĕ хыпарсене вырăсла тупса вулама пултараççĕ. Хаçата алла тытса вулама кăмăллă. Вăл тĕрлĕ тĕспе тухса тăрать. Редакцире профессионал журналистсем ĕçлеççĕ. Содержанийĕ пуян. Тата мĕн кирлĕ-ши ĕнтĕ Чĕмпĕр ен чăвашĕсене хаçат тиражне тутар хаçачĕн шайне çитерме? Çак ыйту пире, çĕнĕ ĕмĕрте И.Я.Яковлев аслă вĕрентÿçĕ пуçарнă "чăваш ĕçне" малалла туса пыракансене, самантлăха та канăç памасть.

Паллах, пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсенче тăван чĕлхепе литературине вĕренмелли программа сехечĕсене чакарни те чăрмантарать чăвашла хаçат-журнал е кĕнеке вулама юратакансен шутне ÿстерме. Чăваш грамматикин орфографи правилисене çĕнĕ улшăнусем кĕртсе кăткăслатнине те шута илмелле. Пĕр ăру хушшинчех орфографи словарĕ улшăнса пынине куратпăр. Ку е вăл сăмаха пĕрле е уйрăм çырассинех илĕпĕр. Тепĕр чухне çав çĕнĕ улшăнусем, тÿрех калас пулать, ăссăрла пулса тухаççĕ. Сăмахран, кун ячĕсене: тунтикун, ытларикун, юнкун т.ыт.те уйăрса çырма пуçланинех илĕпĕр. Е "хĕр ача", "Тăван çĕр-шыв" йышши сăмахсем пур тата. Вĕсене вăйпах уйрăм çыртарнине чăваш чунĕ ниепле те йышăнасшăн мар. Эппин, мĕне кирлĕччĕ-ха çав "проблемăсем" тавра тавлашусем пуçарма?

Тепĕр чухне ку е вăл "диссертаци" ăсчахсене хисеплĕ ятсем илме çеç кирлĕ пулман-ши? - тенешкел шухăш та çуралать пуçра.

Юлашки вăхăтра "Хыпар" хаçатра орфографири сăмах çаврăнăшĕсем пирки çырулăх ĕçĕпе тÿрремĕн çыхăннă специалистсем те, ахаль вулакансем те хăйсен шухăш-кăмăлĕсене уçăмлăн палăртса çырнă çырусем çапăнса тухрĕç. Издательство çурчĕн директорĕ-тĕп редакторĕ Валерий Туркай сăмахран тÿрех ĕç çине куçма хăюлăх çитерчĕ. Çавна май республика тĕп хаçачĕн сăн-сăпачĕ чăннипех те çĕнĕ варкăш илсе хăйĕн тивĕçлĕ вырăнне йышăнма пултарчĕ.

Сăмах май, пирĕн "Канаш" хаçат редакторĕ Николай Ларионов та вăйпах уйăрса çырма май çук сăмахсене "реформаторсен словарьне пăхмасăр, чĕри хушнă пек пичетлесе пырать. Хаçат "кĕçнерни кун" мар "кĕçнерникун" тухса тăрать. Çакăн "сиенĕ" ку тарана çитсе те сисĕнмерĕ-ха.

Эпĕ - ăсчах мар. Ăслăлăх çыннисен ĕçĕсене тивĕçлĕ хак пама пултараймăп. Çавах та сăмаха епле тĕрĕс çырса пичетлесси писательсене те тÿрремĕнех пырса тивет. Çапла, эпĕ - çыравçă, практик. Çавăнпа та хамăн хайлавсенче куллен усă куракан ансат сăмахсене пĕлсе тăрсах йăнăш çырса пичетлес килмест. Ку енĕпе вырăссенчен вĕренмелли пурах. Вĕсем орфографи правилисене улăштарса вăхăта сая ямаççĕ. Çав вăхăтрах тăван чĕлхин тасалахĕшĕн кĕрешме кирли çинчен те манмаççĕ. Апла пулсан пирĕн чăваш ăсчахĕсен те çавра сĕтел хушшине ларса çырулăх ĕçĕнчи çивĕч ыйтусене пĕр шухăш патне пырса тухса татса пама вăхăт тесе каласшăн.

Анатолий ЮМАН,

СССР тата РФ Писательсен пĕрлĕхĕсен членĕ, Раççей культурăн

тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.

Ульяновск облаçĕ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.