Чÿк уйăхĕн 4-мĕшĕ - халăх ăсĕпе тÿсĕмлĕхĕн палли, вăй-хăват символĕ
Кашни тапхăрăн - хăйĕн уявĕ. Пурнăç улшăнса пынă май пĕрисем вăхăтлăха килеççĕ те темиçе ăру асĕнче кăна юлаççĕ, теприсем темиçе ĕмĕр манăçра пулсассăн та çĕнĕрен чĕрĕлеççĕ, чи пĕлтерĕшлĕ уявсем пулса тăраççĕ. Иртнĕ вăхăтсенче эпир чÿк уйăхĕнче Октябрьти революцие чыслаттăмăр, хула-ялсенче демонстраци ирттерсе паллă тăваттăмăр. Шкулта вĕреннĕ чухне те, студент пулса тăрсан та класĕпех е факультечĕпех урамсене хăваласа тухатчĕç. Самана улшăннă май асăннă уявăн кун-çулĕ çыннăн пĕр ĕмĕрĕнчен те кĕскерех пулчĕ. Сакăр çул каялла чÿк уйăхĕн тахçан хĕрлĕ тĕспе çырăннă кунĕ çулталăкăн ытти кунĕ евĕрех пулса тăчĕ, ун вырăнне çак уйăхăн малтанхи тăваттăмĕш кунĕ чăн уявпа - Халăхсен пĕрлĕхĕн кунĕпе - палăрса юлма тытăнчĕ Раççейĕн çĕнĕ историйĕнче. Мĕнле уяв вăл, мĕншĕн ăна шăпах çак кун палăртма йышăннă?
Çак тата ытти ыйту хуравне тупас тесе уява пĕрремĕш хут палăртас кун умĕн Шупашкар тата Чăваш епархийĕн управленийĕнче Саватий владыка республикăри массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсем валли ирттернĕ пресс-конференцие манăн та хутшăнма тивнĕччĕ. Тĕрĕсрех, çав кун Турă амăшĕн Хусан турăшĕн уявĕ ячĕпе шурă Шупашкарта «Введени соборĕ - Михаил Архангел храмĕ - виçĕ ипостаçлă Турă ячĕпе лартнă арçынсен мăнастирĕ - Турă амăшĕн Успени чиркĕвĕ - Христос çуралнă ятпа лартнă Воскресени храмĕ» маршрутпа хĕреспе çул çÿресси пуласси çинчен пĕлтерме пухнă тĕлпулу çийĕнчех ыйтусемпе хуравсен тĕлпулăвне куçнăччĕ ун чухне.
РФ Патшалăх Думи çак уява çирĕплетессишĕн тунă йышăнăва тĕн çыннисем мĕнле йышăнни кăсăклантарчĕ ун чух журналистсене. Вĕсем палăртнă тăрăх - чÿк уйăхĕн 4-мĕшĕнче чыслакан Халăхсен пĕрлĕхĕн кунĕ - пурин чĕринче те уяв туйăмне çуратакан паллă кун, истори пулăмĕ. Иртнĕ ĕмĕртенпех паллă тăвакан революци кунĕ юлашки вăхăтра хăйĕн витĕмне те, сумлăхне те çухатнă. Халĕ, акă, пĕтсех ларчĕ. Хальхи уявăн малашлăхĕ пулĕ-ши? Тарăн шухăшласассăн - пулмаллах! Вунă çул каялла эпир пĕр евĕрлĕ, халăхсен пĕрлĕхĕн виçĕ уявне палăртма тытăнтăмăр-çке: политикăри кашни сийĕн хăйĕн уявĕ - коммунистсемпе сулахаййисем пурпĕрех революци кунне манăçа кăларасшăн мар, çĕртме уйăхĕн 12-мĕшне - Раççей Федерацийĕн патшалăх суверенитечĕн декларацине йышăннă куна епле палăртмăн? Тата монархсем икĕ ĕмĕр ытла палăртнă тĕп уявсенчен пĕри - 1612 çулхи юпа уйăхĕн 22-мĕшĕнче /кивĕ стильпе/ Польша çарĕсене Мускавран хăваласа кăларнă кун ячĕпе чыслакан уяв.
Ку е вăл патшалăха вăрçăпа кĕнĕ вăрă-хурах çарĕсене çапса аркатнă, тĕп тунă куна çĕнтерÿ кунĕ пек палăртасси пур çĕрте те авалранпах пырать. Кун пирки темиçе çул каяллахи тĕлпулура Саватий владыка çапла хурав панăччĕ: «Чÿкĕн тăваттăмĕш кунĕ Раççейшĕн вун çиччĕмĕш ĕмĕртенпех уяв шутланнă, çавăнтанпа ăна Турă амăшĕн Хусанти турăшĕн уявĕ пек палăртнă. Большевиксен 1917 çулхи пăлхавĕччен, вĕсем патшалăх тытăмне улăштариччен православи тĕнне ĕненекен пĕтĕм халăх шăпах çак куна уявласа пурăннă».
Турă амăшĕн Хусанти турăшĕн уявне 1649 çулта Алексей Михайлович патша хăйĕн Указĕпе пĕтĕм халăх уявĕ тесе çирĕплетнĕ. Ăна вăл 1579 çулта Хусанта тупнă турăш пĕрремĕш земство ополченине тапăнса кĕнĕ çарсене çĕнтерме пулăшнипе, каярахпа Кузьма Мининпа Дмитрий Пожарский ертсе пынă иккĕмĕш земство ополченийĕ поляксене Мускавран хÿтерсе кăларса янипе çыхăнтарнă. Çакăн хыççăн Турă амăшĕн турăшĕн тĕлĕнмелле пысăк хăват пулнине ĕненме тытăннă, вăл çĕршыва упракан Çÿлти вăй вырăнне шутланнă. Уявăн политикăри ăнлавне тĕн çыннисем çапларах кураççĕ: Раççейри пăлхавлă тапхăрта патшалăх сапаланса кайнă, анчах ăна халăхсен пĕрлĕхĕ каллех пĕрлештерме пултарнă, Польша интервенчĕсене хăваласа кăларса хăйне валли çĕнĕ влаç суйласа илнĕ. Çакăн хыççăн Раççей тепĕр çĕр çултан импери пулса тăнă. Каярахпа çĕршыв кирек мĕнле ятпа «çÿресен» те Раççей патшалăхĕн йăли татăлман. Паянхи Раççей те хăйĕн кун-çул, историйĕн тăсăмне 1612 çулхи чÿк уйăхĕн 4-мĕшĕнчен тытса пырать. 1917 çулхи чÿк уйăхĕн 7-мĕшĕпе 1991 çулхи çĕртме уйăхĕн 12-мĕшĕ вара Раççейĕн çĕнĕ историйĕнчи паллăрах пулăмсем кăна.
Юрий СТЕПАНОВ
ЫЙТĂМ
Лев ЕФИМОВ, истори ăслăлăхĕсен докторĕ, И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУ профессорĕ:
- Раççейри халăхсен пĕрлĕх туйăмĕ çирĕп пулни çĕршыв умĕнчи йывăр самантра уççăн палăрать. Сăмахран, Кузьма Минин старостăпа Дмитрий Пожарский кнеç ополченийĕсем Мускава Польша интервенчĕсенчен хăтарассишĕн кĕрешни, Наполеон çарĕ Раççей çĕрĕ çине тапăнса кĕрсен М.Кутузов, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Сталин тата Жуков çарпуçĕсем ертсе пынипе тунă çĕнтерÿсем яланлăхах хамăр историре çырăнса юлчĕç. Асăннă тĕслĕхсем ку е вăл уйрăм çыннăн ролĕ мар, Раççейри тĕрлĕ халăх хăрушлăхра пĕр чăмăра пĕрлешсе хăйĕн шăпине татса пама хутшăннин пĕлтерĕшĕ пысăккине туйса илетĕн.
Халăхсен пĕрлĕхне хавшатмасăр малалла çирĕплетсе пымалли тĕп çул-йĕр тата тĕрев, манăн шухăшпа, Раççей тата Чăваш Ен Конституцийĕсене, саккунлăха пăхăнни тата пурнăçлани, демократи принципĕсем çине таянни, халăхсен хушшинчи ăнланулăха, туслăха, тăнăçлăха вăйлатни.
Раççей Федерацийĕн Президенчĕ В.Путин тытса пыракан патшалăхăн тулашри политикине, тĕнчери терроризма ытти çĕршыври прогрессивлă шухăшлавлă ертÿçĕсемпе пĕрле кĕрешнине ырлатăп, çапла тĕллевлĕ тăрăшни хăйĕн ырă çимĕçне паратех.
Тăван халăхăмăрăн авалтан пухăннă тупри - Аслă Ниме. Унăн принципĕсенче - пĕрне-пĕри пулăшасси, килĕштерсе пурăнасси, тăнăçлăха упрасси. Куратăр-и, кĕске ăнлавра мĕн пысăкăш пĕлтерĕш. Вăл малашне те тĕпре пултăрччĕ. Çакна хама та, тăван халăхăмăра та, пурне те сунатăп.
Валерий КОМИССАРОВ, Чăваш кĕнеке издательствин директорĕ, Раççей Федерацийĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ:
- Асăннă уяв тăватă ĕмĕр каялла Дмитрий Пожарский кнеçпе Кузьма Минин ополченец çарĕсем Польша интервенчĕсене Тăван çĕршыв çĕрĕ çинчен хăваласа кăларса янипе çыхăннă, вăл наци астăвăмĕн страницисенче уйрăм йĕркесемпе çырăнса юлнă. Пирĕн халăх 400 çул каялли, Пăтрав тапхăрĕнче Тăван çĕршывăмăрăн никама пăхăнманлăхне упраса хăварнă, унăн патшалăх никĕсне çирĕплетнĕ.
Паттăрсен тапхăрĕнчи йăхташăмăрсен пĕрлĕхĕ, халăхăмăрăн нумай ĕмĕр хушшинчи историйĕ граждансен пĕршухăшлăхне, пĕрлĕхне, хамăр йăла-йĕркене, ăс-хакăла упраса пурăнсан кăна умри тĕллевсене пурнăçа кĕртме пултарнине кăтартса пачĕ. Пирĕн патшалăх, Раççей халăхĕ яланах çирĕп пĕрлĕхпе, пысăк тĕллевсемпе пĕтĕçсе, хăйĕн йăли-йĕркине манăçа кăларманнипе, ăна асра тытса пынипе, юратнă çĕршывăмăрăн никама пăхăнманлăхĕпе ирĕклĕхĕшĕн хăйĕн пурнăçне те шеллеменнипе палăрса тăнă...
Пĕтĕмлетÿллĕрех калас-тăк, çак уяв пирĕншĕн уйрăм пĕлтерĕшлĕ. Халăхсен пĕрлĕхĕ - Тăван çĕршывăмăрăн мăнаçлăхĕн никĕсĕ, тăнăç пурнăçăн шăнăрĕ.
Анатолий ДАНИЛОВ, И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ журналистика кафедрин заведующийĕ:
- Халăхсен пĕрлĕхĕн кунĕ пирĕн çĕршывшăн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Нумай нациллĕ патшалăхăн пĕрлĕхне палăртакан кун вăл. Раççей историйĕнче йывăр вăхăт сахал мар пулнă, кашни хутĕнчех вĕсене парăнтарма халăхсен туслăхĕ пулăшнă - тĕнче вăрçисенче те, аталану çул-йĕрĕн тумхахлă тапхăрĕсенче те... Çав пĕрлĕхе куç пек сыхласси паянхи кун - çивĕч ыйтусенчен пĕри. Никам та шухăшламан Совет Союзĕ арканать тесе. Тулашри вăйсем тăвайман сăтăра хамăр алăпа тутарчĕç мар-и? Раççей пирки те çав мелпех ĕçлес кăмăллисем пайтах ют çĕршывсенче. Çавăнпа та кашни çыннăн шухăшламалла пĕрлĕх пирки. Çĕршыв пĕрлĕхĕ çынпа çын хушшинчи йĕркеллĕ хутшăнупа, кашни çемьери туслăхпа çирĕпленет.
Юрий ЛИСТОПАД ыйтса пĕлнĕ