Фермерсене патшалăх пулăшăвĕ кирлех!
Унсăрăн вĕсем аталанаймĕç
Кам ăçта çуралнă, çавăнта кирлĕ пулнă теççĕ. Чылай чухне çак каларăш чăнлăхпа килĕшсе тăмасть. Калăпăр, асаттесен йăлипе тĕпкĕчĕн ашшĕ-амăшĕн килĕнчех пурăнмалла, анчах вăл ялта юласшăн мар.
Савнă ен илемне хушăнтарас, тăван çĕр пулăхне ÿстерес кăмăл-туйăмпа çитĕнекенсем çуралнă кĕтесрех тĕпленеççĕ. Пĕлеççĕ: кунта та тулăх пурăнма, телейлĕ пулма мĕн кирли йăлтах пур - ăна вăхăтра асăрхама тата илме ĕлкĕр çеç, пурнăç таппинчен ан юл. Çакна ĕçчен те çаврăнăçуллă çынсем çамрăклах капмар çуртсем çĕклени, чаплă автомашина е урăх техника туянма пултарни те аван çирĕплетет. Патшалăх сана çĕкленме, хушма хуçалăхна аталантарма ятарлă программăсем йышăнса тĕрлĕ енлĕ пулăшать. Вĕсемпе мĕншĕн тĕллевлĕн усă курас мар?
Чăваш Ен 2012 çултанпа федерацин "Ĕçе пуçăнакан фермерсене 2012-2014 çулсенче пулăшасси" тата "Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекен çемье фермисене хресчен-фермер хуçалăхĕн никĕсĕ çинче аталантарасси" программăсене ăнăçлă пурнăçлать. Çакна ЧР Ялхуçалăх министерстви Пĕтĕм Раççейри "Ылтăн кĕркунне - 2014" АПК куравĕнче çĕнсе илнĕ награда тăрăх та хаклатпăр. Тăван республика "Ĕçе пуçăнакан фермерсене пулăшмалли мероприятисене тухăçлă пурнăçа кĕртнĕшĕн" конкурсра ылтăн медаль тата I степень Диплом çĕнсе илнĕ.
Виçĕ çулта ятарлă программăсемпе килĕшÿллĕн республикăра ĕçе пуçăнакан 151 фермер тата выльăх пăхакан 16 çемье ферми хăйсене ятран паракан гранта тивĕçнĕ. Чăвашстат кăтартăвĕсемпе килĕшÿллĕн 2014 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне Чăваш Енре 1097 ХФХ шутланнă. Кăçалхи тăхăр уйăхра тата 120 хушăннă. Халĕ вĕсен шучĕ 1215 çитнĕ.
ЧР Ялхуçалăх министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх - çемье фермисем 2012-2014 çулсенче патшалăхран пулăшу 91 млн тенкĕлĕх илнĕ, вăл шутра федераци хыснинчен - 57, республика бюджетĕнчен - 34 млн яхăн тенкĕ. Конкурссенче 2012 ç. - 3, 2013 ç. - 7, 2014 çулта 6 çемье çĕнтернĕ /13-шĕ - сĕт, 3-шĕ аш-какай туса илеççĕ/.
Тăван еншĕн яваплăха туякансем субсидие пула юлашки 3 çулта машина-трактор паркне çĕнĕ вун-вун техникăпа пуянлатнă, сĕт туса илме - 418, ашлăха 196 пуç ĕне выльăх туяннă. Çемье фермисенче кĕтÿ пĕтĕмпе - 2628 пуçа /пĕлтĕрхинчен 2,5 хут нумайрах/, çĕр лаптăкĕ 16,2 пин гектара çитнĕ, 86 ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ.
Патшалăх пулăшăвĕпе усă курнисенчен Григорий Атласкин /Комсомольски районĕ, Çĕнĕ Шăхран/ 200 ĕне вырнаçмалăх ку чухнехи ферма тата сĕт сумалли зал, Михаил Тагеев /Сĕнтĕрвăрри, Октябрьски/ 140 пăру валли хăтлă вите, Александр Бикуловпа /Елчĕк, Яманчурел/ Валерий Ермолаев /Сĕнтĕрвăрри, Хуракасси/ 100-шер пуç ĕне выльăх усрамалăх витесем хута янă. Юрий Голубев /Пăрачкав, Сыреç/ шултра выльăх ашлăх ĕрчетмешкĕн тума тытăннă ферма проекчĕн пĕрремĕш тапхăрне вĕçленĕ. Ытти грантпа та тĕллевлĕн усă кураççĕ, производство калăпăшĕсене анлăлатса пыраççĕ.
Ĕçе пуçăнакан 151 фермера /54-шĕ çак йыша кăçал хушăннă/ патшалăх 2012-2014 çулсенче 159 млн тенкĕпе пулăшнă, вăл шутра федераци хыснинчен - 112 млн яхăн, республика бюджетĕнчен 47,3 млн тенкĕ. Пысăк пайĕ тĕштырă, пахча çимĕç туса илет, выльăх ĕрчетет. Пулă, шиншилла çитĕнтерекен, хурт-хăмăрпа ĕçлекен те пур.
Пулас фермерсен виçĕ хутчен иртнĕ суйлав конкурсне республикăри мĕнпур муниципалитет йĕркеленĕвĕ хутшăннă. Мал ĕмĕтлисен ĕне йышĕ - 1815, сурăхсен - 2524, сыснасен 1235 пуçа çитнĕ. Çитес çул валли нумай çул ÿсекен курăк вăрлăхĕ, тĕш тырă, пахча çимĕç тата çĕрулми вăрлăхĕ 95,2 тонна туяннă.
Канаш районĕнчи Янкăлчра пурăнакан Верăпа Валерий Никоновсем те ачисем çитĕнсен тăван çĕртен сивĕнмессе шанса хушма хуçалăхри лаптăка пысăклатнă, выльăх шутне ÿстернĕ. Ывăлĕсенчен пĕри Алексей çартан таврăннă ĕнтĕ, ялта тĕпленсе пурăнас шухăшлă. Валерий Смирнов /Елчĕк районĕ/, Денис Харитонов /Çĕмĕрле районĕ/, Александр Афанасьев /Муркаш районĕ/ фермерсен те ĕç опычĕ пысăк.
2015 çулта ХФХ юхăмне аталантарма федераци хыснинчен - 39 млн ытларах, республика бюджетĕнчен 16,3 млн тенкĕ уйăрма пăхнă. Çак укçапа ĕçе тытăнакан 53 фермера хавхалантарĕç.
Валентин ГРИГОРЬЕВ
Комментари хушас