Хăйĕн патшалăхĕ пулсан - халăх пĕтмест
Ку чăнлăха истори опычĕ çирĕплетет
Украинăри лару-тăру политикăран айккинерех тăракансене те калаçтарнăран чăваш историкĕ, «политикĕ» те «Аргументы и факты Чувашия» хаçата интервью памасăр юлайман.
Хаçат корреспонденчĕ унпа пире, хаçат вулаканĕсене, хăйле шухăшлакан тесе паллаштарать. Хăйле шухăшлакан историкăн тата «политикăн» сăмахĕсене куçармасăрах илсе кăтартам-ха: «... я вижу два пути развития Чувашии. Проведение губернизации, т.е. ликвидация национально-территориальных субъектов в Российской Федерации... Второй вариант, когда крупные этносы постараются включить в свою территорию малочисленные этносы».
Кунта нимĕнле хăйнеевĕрлĕх те çук. Раççей Федерацийĕнче хальхи чухлĕ регионсем пулмаççĕ, республикăсемпе наци тытăмĕсем пĕтеççĕ, вĕсем вырăнне 7 кĕпĕрне пулать. Сехремĕрсене хăптарнă çак хыпара - саккун йышăнаççĕ-и, Указ кăна кăлараççĕ-и тесе - пăлханса кĕтнине манма та ĕлкĕреймен-ха. Ун чухне либералсен сасси вăйлансах çитнĕччĕ. Вĕсен хăйне евĕр аргумент та пур. Раççейре патшалăх тăвакан халăх вырăссем пулса тăраççĕ. Вĕсен йышĕ мĕнпур халăхăн 80 проценчĕпе танлашать. Ытти «вак» халăхсен тÿпи пулмалла мар.
Кĕпĕрнесем Раççейре XVIII ĕмĕр пуçламăшĕнчен тытăнса Совет Союзне районлама пуçличченех пулнă, пирĕн çĕршывра вĕсем колони тытăмĕ шутланман. Чăвашсем Раççейре кĕпĕрнесем пуличченех патшалăх тытăмне хăйсен ирĕкĕпе кĕнĕ. Совет влаçĕ аслă çĕршыв валли федераци тытăмне суйласа илнĕ. Федераци хăй тĕллĕн патшалăхсен пĕрлĕхĕ пулса тăрать. Çĕнĕ патшалăхăн территори пĕрпĕтĕмлĕхĕ, унăн гражданĕсем пурте çак çĕршыв гражданĕсем, çар, патшалăх органĕсем каллех пуриншĕн те пĕрре кăна пулмалла.
Федераци тытăмĕ нацисен пĕрлĕхĕ пулни килĕшмест те пирĕн либералсене. Украина неонацисчĕсемшĕн «федераци», «федерализм» сăмахсем чи курайман ăнлавсем пулса тăчĕç. Хăйле шухăшлакан чăваш историкĕ тата политологĕ Раççей кĕпĕрнесемлĕ пулмалла тенине шăпах Раççей либералĕсенчен илнĕ те.
Раççей Президенчĕ В.Путин вăхăтра чарчĕ вĕсене. Статьясен ярăмĕ çырса пичетлерĕ. Çав статьясенчен пĕрне наци ыйтăвне халалларĕ. Ун хыççăн та наци ыйтăвне халăх умĕнче каланă хăйĕн сăмахĕсенче пĕрре те сиктерсе хăвармарĕ. Раççей патшалăхне халăхсен тĕрми тенине сирсе ячĕ. Раççей çĕрĕ çинче пиншер çул хушшинче пĕр халăх та пĕтмен, пĕр этнос та çухалман тесе çирĕплетсех калани вырăс мар халăхсен пуласлăхĕ пуррине тепĕр хут çирĕплетрĕ. Юлашки чĕрĕк ĕмĕр хушшинче çур миллиона яхăнах чăваш çухалчĕ. Каплах пулсан юлашки чăваша çĕре чавса чикиччен кĕтмелли нумаях та мар иккен тесе пăшăрханма тытăннăччĕ. Халĕ эпир миллион çурă йышпа пурăнатпăр. Ку таранчченхи пекех сахалланса пырсан пире мĕнпурĕ те виçĕ чĕрĕк ĕмĕр кăна кирлĕ.
Йышлăрах этноссем пĕчĕкреххисене хăйсен хÿттине илтерес тенине те ăнлансах пĕтерме çук. Этноссене, халăхсене патшалăх кăна хăй хÿттине илеет. Хăйĕн патшалăхĕ пур халăх кăна пĕтмест. Ку чăнлăха истори опычĕ çирĕплетет.
Хăйле шухăшлакансем пирĕн республикăра татах пур иккен. Вĕсем тăрăшнипе халăхран вăрттăн Чăваш Республикин /патшалăхĕн/ тĕп Саккунĕн - Конституцийĕн - статйине улшăну кĕртрĕç, унран «патшалăх» сăмаха кăларса пăрахрĕç. Çакна тума никамăн та нимĕнле ирĕк те, тивĕç те пулман. Раççей Федерацийĕн Конституцине пăсни пулчĕ ку. Акă вăл статья: «Республикăн /патшалăхăн/ хăйĕн Конституцийĕ тата саккун кăларакан тытăмĕ пур. Крайăн, облаçăн, федераци пĕлтерĕшлĕ хулан, автономи облаçĕн, автономи округĕн хăйсен уставĕ тата саккун кăларакан органĕ пур». Республика Конституцийĕнчен «патшалăх» сăмаха кăларнипе нимĕн те улшăнмарĕ. Чăваш Патшалăх Канашĕ çаплах сыхланса юлчĕ. Чăваш патшалăх Конституцийĕ паян та пур. Чăваш патшалăх университечĕ, Чăваш патшалăх педагогика университечĕ, Чăваш патшалăх академи драма театрĕ, Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕ тата патшалăхăн нумай-нумай тытăмĕ упранса юлнă. Республика Конституцийĕнчен «ПАТШАЛĂХ» сăмаха кăларма нимĕнле сăлтав та пулман. Çакна такамăн кутăнĕшĕн кăна турĕç.
Украинăра Ленин палăкĕсене пьедесталсем çинчен турта-турта антараççĕ. Раççей патшисен палăкĕсене те, Совет Союзĕн виçĕ хут Геройĕ пулма тивĕçнĕ Г.Жуков маршалăн палăкне те ватаççĕ. Вырăс çыннисем пулнăшăн мар, шовинист /шовинизм фашизмпа тăванлă/, фашист пулманшăн кураймаççĕ вĕсене. Раççей çĕрĕ çинче фашизм валли объективлă майсем çук тесе пĕр историк кăна каламан. Çакнах çирĕплетеççĕ Путинăн маларах илсе кăтартнă сăмахĕсем те.
«Мĕнле шухăшлатăр? Чăвашра пур-и шовинизм?» - тесе ыйтать хаçат корреспонденчĕ интервью паракан историкран. «Вак» халăхсем шовинист халăх пулма пултарайманнине пĕлместпĕр-им-ха? Шовинистсем ытти халăха пăхăнтараççĕ. Чăвашăн кама пăхăнтармалла? Интервью илекен корреспондент кăна мар, политиксем те, чиновниксем те «изм»сене пăтраштараççĕ. Те пĕлмесĕр, те юри тăваççĕ? Çавăнпа тĕнчипе паллă ÿнерçĕ Илья Глазунов каланине илсе кăтартасах тетĕп. Акă унăн сăмахĕсем: «Эпĕ вырăс çынни, анчах шовинист мар. Мĕншĕн тесен вырăс халăхĕ тĕнчери чи лайăх халăх тесе каламастăп. Эпĕ - националист. Мĕншĕн тесен вырăс халăхĕ те ытти халăхран пĕринчен те начар мар тетĕп». Эпĕ пĕр турткаланмасăр-тумасăр ун çумне кайса тăма хатĕр. Эпĕ те чăваш халăхĕ тĕнчери халăхсен хушшинче чи лайăххи теместĕп. Чăваш халăхĕ те ыттисенчен нимпе те начар мар тетĕп кăна.
Национализм - агрессивлă пулăм мар. Вăл малтан тапăнмасть. Вăл хÿтĕленет кăна. Анчах юлашки вăхăтра чăвашлăха, чăваш чĕлхине хÿтĕлесе калаçакансене экстремистсем тесе калама тытăнтăмăр. Экстремист тени террорист тениех пулать-çке-ха. Чăвашлăх хÿтĕлевçи саккуна пăсмасть, пăшалпа çÿремест, халăх ятне, чысне, тивĕçлĕхне кăна хÿтĕлет. Чăваш чĕлхине хÿтĕлеме ăна Республика Конституцийĕ кăна мар, Федераци Конституцийĕ хистет. Вăл, Федераци Конституцийĕ, республикăсене /патшалăхсене/ хăйсен патшалăх чĕлхисене тума право парать. Манăн, Чăваш патшалăхĕнче пурăнаканăн, патшалăх чĕлхи иккĕ таранах. Иккĕшĕ те пĕр пек вăйра тăраççĕ. Пуху тăхтавĕнче ушкăна пуçтарăнтăмăр та шакăртаттарса калаçма пуçларăмăр. Пирĕн пата пĕр хĕрарăм пырса тăчĕ. Пурне те шартах сиктерсе кăшкăрса ячĕ: «Говорите по-русски!» Пиртен кирек хăшĕ те вырăсла калаçакан ушкăна çапла кăшкăрса хăратма пултарать-çке»: «Чăвашла калаçăр!» Ку таранччен пурăнса «Чăвашла калаç» тесе кăшкăрнине илтме тÿр килмерĕ-ха. Ку - чăваш йăли мар.
Цензура çук тетпĕр пулсан та, сăмах ирĕклĕхĕ тесе хăлаçланма пĕлетпĕр пулсан та эсĕ тулхăрнине хаçат-журнал пичетлемест, эфира кăлармаççĕ. Интернетăн чарăвĕ çук.
Интернетра халĕ экстремистсене йĕрлеме тытăнчĕç. Право хуралçисен урăх ĕç çук та тейĕн. Пĕр сулăнсан сулăнсах каятпăр мар-и? Ижевск çыннине прокуратура соцсетьре «Кавказ нацийĕн çынни» çинчен анекдот çырнăшăн айăплама шухăшланă. Çакăнта экстремизм тупнă. Ыранах ку пирĕн пата çитет.
Конституци статйисене пăсса харкашу çĕклекенсене мĕншĕн нимĕнле «изм» та çакса ямастпăр-ха?
В.Путин вырăс ăсĕ тесе хисеплекен Н.Бердяевăн шухăшĕсене ăша хывма сĕнет. Акă унăн тĕп шухăшĕ: «Эпир нихăçан та анăçри буржуалла патшалăх тытăмне юратаймăпăр... тата буржуалла националистсемпе шовинистсем пулаймăпăр». Совет влаçĕ вăхăтĕнче усал пĕлтерĕшпе каланă чухне буржуалла националист тенипе паян эпир Бердяев сăмахне айккинелле тĕрте-тĕрте хуратпăр. Наци çыннин националистах пулмалла. Мĕншĕн тесен национализм ĕмĕр-ĕмĕр вăй илсе тымарланнă иммунитет пулса тăрать. Çав иммунитет пуррипе эпир паян та чăваш пулса пурăнатпăр.
Денис ГОРДЕЕВ,
Чăваш халăх писателĕ