Ĕçлеме тата çĕршыва хÿтĕлеме кашниех хатĕр пултăр
ГТО комплексĕ паянхи ăрăва сывлăш пекех кирлĕ
Эпир, иртнĕ ĕмĕрĕн çăмăл мар тапхăрĕнче пурăннă ватăсем, Раççей Президенчĕ Владимир Путин «Ĕçпе хÿтĕлеве хатĕр» комплексне çĕнĕрен чĕртсе тăратас ĕçе пуçарнине ырлатпăр. Паянхи ăрăва сывлăш пекех кирлĕ вăл.
Эпир шкулта вĕреннĕ чухне уроксем хыççăн кÿршĕ ял ачисемпе яланах футболла, волейболла е лапталла выляттăмăр. Кĕнеке вулаттăмăр, çуллахи вăхăтра каçхине урамра пухăнса вăййа тухаттăмăр, юрлаттăмăр, ташлаттăмăр. Хĕлле клубра ял çыннисене концертсемпе, спектакльсемпе савăнтараттăмăр.
Халĕ ачасем те, çитĕннисем те - пурте тенĕ пекех вăхăта сенкер экран е компьютер умĕнче ларса ирттереççĕ. Çĕрĕпе çапла минресе ларнă хыççăн тепĕр кунне кăнтăрлаччен çывăраççĕ. Халĕ ĕлĕкхи пек пилĕке авса тырă вырасси, утă çуласси çук. Çăмăлран та çăмăлрах ĕç суйлама тăрăшаççĕ çамрăксем. Хускану ытларах тăвасси те шиклентерет вĕсене, автомашинăпа «туслашма» васкаççĕ. Çавăнпа çамрăксен нумайăшĕн сывлăхĕ хавшак. Ман шухăшăмпа, çакнашкал пурнăçа кăштах çĕнĕ варкăш кĕртмеллех.
Пĕтĕм тĕнчери «Раççей - спорт çĕр-шывĕ» форум вăхăтĕнче «Спартак» стадионта «Ĕçпе хÿтĕлеве хатĕр» физкультурăпа спорт комплексĕн нормисене пурнăçлама вуншар, çĕршер çын хутшăнчĕ. Çитес çултан çак тĕслĕхе ялсенче, коллективсенче ĕçе кĕртме тытăнмаллах. Унта çамрăксене ытларах явăçтармалла.
Иртнĕ ĕмĕрĕн 50-60-мĕш çулĕсенче пире - вăрçă ачисене - шкулта вĕреннĕ чухне çар çыннисем пулма хатĕрлетчĕç. Эрнере пĕр урок çар ĕçне хăнăхтарас тĕлĕшпе стройпа утма, винтовкăна салатса пуçтарма, тĕл пеме, йывăрлăхсене çĕнтерме, тÿсĕмлĕ пулма вĕрентетчĕç. Пулас салтакăн çирĕп сывлăхлă та пур енлĕ аталаннă çын пулмалла тетчĕç. Çав тĕллевпе патшалăх çамрăк ăрăвăн сывлăхне çирĕплетес енĕпе ятарлă программа туса хатĕрленĕччĕ. Пур яшпа хĕрĕн ГТО нормисене пурнăçламаллаччĕ. Тĕслĕхрен, пуçламăш классенче вĕренекенсем валли те ГТО паллисем пурччĕ. Вĕсен 3 çухрăма 9 минутран кая мар чупса тухмаллаччĕ, йĕлтĕрпе 10 çухрăма - 40-45 минут, тăршшĕне 3-4 метр, çÿллĕшне 1,5 метр сикмеллеччĕ, турник çинче 10-12 хутчен туртăнмаллаччĕ тата шывра ишме пĕлмеллеччĕ. Спортпа туслисене хавхалантарас тĕллевпе спорт разрячĕсем пулнă, вĕсенчен пĕрремĕшĕ - хĕрлĕ, иккĕмĕшĕ - кăвак, виççĕмĕшĕ симĕс тĕслĕччĕ. Пултаруллă çамрăксем çак паллăсене кăкăр çине çакса çÿренине лайăх астăватăп. Эпир, кĕçĕнреххисем, вĕсене ăмсанса пăхаттăмăр. Çапла пире спорта юратма, çирĕп сывлăхлă пулма хăнăхтарнă. Манăн та йĕлтĕрпе чупассипе виççĕмĕш разрядчĕ.
Çуллахи каникул пуçланиччен вĕренекенсем ГТО нормативне мĕнле пурнăçланине палăртас тĕллевпе ăмăртусем ирттеретчĕç. Ун чухне районтан шкула ятарлă комисси килетчĕ. Вĕсемех чи маттуррисене палăртатчĕç. Вĕренÿ çулĕнче физкультура урокĕнче мĕнле вĕренни çинчен хак парса класс журналне паллăсем лартатчĕç. Çавăнпа хальхи вăхăтра çĕнĕрен вăй илекен ГТО комплексĕ çын сывлăхне упракан тата спорта аталантарма майсем туса паракан çăлкуç пуласса шанатăп.
Вениамин АРХИПОВ,
ĕç ветеренĕ.
Элĕк районĕ,
Мартынкасси ялĕ