Космонавт пилĕ
...Çирĕм икĕ çул хыçа юлчĕ ĕнтĕ унтанпа, Пучинке салипе Çирĕклĕ ялĕ хушшинчи тÿремлĕхре çĕнĕ урам ÿссе ларнăранпа. Çак тапхăрта унта капмар та хÿхĕм çурт-йĕр çавăракансен йышĕ икĕ хут пысăкланнине савăк кăмăл-туйăмпа палăртать иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче «Красный партизан» колхозăн строительство цехне ертсе пынă Анатолий Петров.
- Пирĕн строительсем канăçа пĕлмесĕр ĕçлетчĕç. Пĕр çуртне купаласа пĕтернĕ çĕре тепĕр проект хатĕрччĕ. Тĕп ялта çамрăк çемьесен шучĕ çултан-çул йышланса пынине кура колхоз правленийĕпе Пучинке ял канашĕн администрацийĕ çак вырăнта уйрăлса тухакансене çĕр лаптăкĕсем валеçсе пама йышăнчĕ те, - терĕ Анатолий Иванович.
Çĕнĕ урамра чи малтан çурт лартнă Валерий Асановпа Николай Клементьев тата Федор Шибаевпа Александр Петров, Анатолий Сергеев çамрăксен тĕслĕхĕ ыттисене те ырă витĕм кÿнĕ пулас - темиçе çул хушшинче урам Çирĕклĕ ялĕ еннелле туртăнса, тăсăлса пычĕ, паян-ыран тенĕ пек вăл асăннă ялпа пĕрлешет. Эпир паян çак урам пирки çырас та çукчĕ пулĕ, анчах алла калем тытма хистекен пĕр сăлтав тупăнчĕ. Çавна вулакансен умне кăларма пире Пучинке ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Федоров /сăмах май, вăл хăй те çак урамрах çурт çавăрнă/ пулăшрĕ.
«Пĕр вунă çула яхăнах çĕнĕ саманара çуралнă урам «Çĕнĕ урам» ятпа «пурăнчĕ», - терĕ Николай Петрович. - Чăн та, хамăр хушăра ăна шÿтлереххĕн «Санта-Барбара» урамĕ теттĕмĕр. Ара, çав çулсенче «Сенкер экран» кашни каçах пире Бразили телесериалне курма чĕнетчĕ-çке.
Пĕррехинче Пучинке салине хамăрăн мухтавлă ентешĕмĕр, çăлтăрсемпе икĕ хутчен чăвашла калаçнă Андриян Николаев килнĕччĕ. Ун чухне ăна Раççей Федерацийĕн Аслă Канашне депутата суйлама кандидата тăратнă. Андриян Николаев çав кун пирĕн тăрăхра чылай вăхăтах пулчĕ. Суйлавçăсемпе ирттернĕ темиçе тĕлпулу вăхăтĕнче унăн калаçăвĕ таçта та çитрĕ: хăй çинчен те, тĕнче уçлăхĕнчен Çĕр-аннемĕр еплерех курăнни çинчен те, çĕнĕ космонавтсем хатĕрлесси мĕнлерех пыни çинчен те чăн чăвашла уççăн та тĕплĕн каласа пачĕ тыр-пул ÿстерекенсемпе выльăх-чĕрлĕх пăхакансене, педагогсемпе шкулта вĕренекенсене. Çавăн чухне виççĕмĕш космонавт хайхи Çĕнĕ урама та çитсе курчĕ, хăш-пĕр çемье мĕнлерех пурăннипе паллашас шухăшпа вĕсен килĕсене кĕрсе те тухрĕ. Пĕлетĕр-и, шăпах çавăн чухне йышăнтăмăр та эпир çĕнĕ урама Андриян Николаев ятне пама. Сăпайлăха пĕрремĕш вырăна хуракан генерал-майор ку хутĕнче пире хирĕçлесе нимĕн те каламарĕ ун чухне, ĕмĕрĕнче чап-мухтав кăшăлне тасан та тÿррĕн йăтса пыма хăнăхнăскер кулкаласа тăчĕ çеç. «Халăхăн шухăш-кăмăлĕ пĕрешкел тĕк эпĕ ăна хирĕç кайма пултараймăп», - терĕ кăна юлашкинчен...
Андриян Николаев кайран та пĕрре кăна пулман Пучинкере. Вăл районти чи пысăк салана килсе çÿресси тепĕр сăлтавпа та çыхăннă. Пучинкере унăн çывăх тăванĕ, амăшĕн йăмăкĕн ывăлĕ Владимир Михайлович Козин пурăннă. Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕнчен Чăваш Хум хĕррине килсе лекнĕшĕн «айăпли» - юрату: Владимир Козин Пучинке пикине пĕрре курнипех юратса пăрахнă та унпа çемье çавăрма çирĕп тĕллев тытнă. Зоя вара ăна ниçта та мар, тăван тăрăхне йыхравланă. «Пире кăвакарчăнсем пек килĕштерсе пурăнма Андриян Григорьевич хăй пил панă», - аса илетчĕ çав вăхăт пирки Владимир Михайлович. Хăйĕн çывăх тăванĕ пекех, Козин маттур та хастарччĕ. Йĕпреç тăрăхне килнĕ-килменех район ертÿлĕхĕ ăна вăрманта вырнаçнă «Березовка» колхоз тилхепине шанса панăччĕ. Кая юлнă хуçалăха малтисен йышне тăратнăччĕ вăл. Кайран, урăх вырăна куçсан, Хурăнлăхсем те ÿсĕм-çитĕнÿ çулĕпе тек малалла каяймарĕç, вĕсен колхозĕ панкрута тухса саланса кайрĕ.
Вăхăт питĕ хĕрхенÿсĕр. Шел, космонавтăн çывăх тăванĕ те халь пирĕн хушăра çук ĕнтĕ. Иртнĕ çулхи çу уйăхĕнче Пучинкесем Владимир Козина юлашки çула ăсатрĕç.
...Эпир вара каллех Пучинкери Андриян Николаев ячĕллĕ урам патне таврăнар-ха. Кунта «Красный партизан» колхоз чыс-сумне çÿле çĕклекенсем тĕпленнĕ. Вĕсенчен пĕри - Федор Шибаев вырмаçă. «Андриян Григорьевич пирĕн килте те пулнă, - аса илет паян районти комбайнерсен тупăшăвĕнче малти вырăнсенчен пĕрне тытса пыракан Федор Михайлович. - Кашни çулхи пĕтĕмлетÿсем тăрăх çĕнтерÿçĕсен йышне тăратăп. Мана кам хавхалантарать-ха? Виççĕмĕш космонавтăн пилĕ, вăл хама çĕнĕ çитĕнÿсем тума сунса тараватлăн та ăш пиллĕн хăйĕн аллине пани. Мĕн паян кунчченех туйса тăратăп ун ăшшине...»
Статьяна вĕçленĕ май тепĕр самант çинче те чарăнса тăрам-ха. Сентябрь уйăхĕн 6-мĕшĕнче Пучинке салин аэродромĕнче çамрăк авиаторсен, çăмăл çунатлă самолетсемпе вĕçекенсен регионсен хушшинчи слечĕ иртрĕ. Унта хутшăнма Чăваш çĕршывĕнчен кăна мар - Мускавран, Санкт-Петербургран, Самартан, Чул хуларан, Хусантан, Йошкар-Оларан тата ытти çĕртен вĕçевçĕсем йышлăн килчĕç. Слета Андриян Николаев çуралнăранпа 85 çул çитнине халалланă. Çакна палăртса хăварма уйрăмах кăмăллă: кăвак тÿпене çĕкленекенсем колхозăн аэродромне çул тытнă чух Пучинкери Андриян Николаев ячĕллĕ урам витĕр тухрĕç...
Геннадий КУЗНЕЦОВ.
Йĕпреç районĕ
Комментари хушас