Хам куртăм!

29 Юпа, 2015

Хăйсен тĕнчинче пурăнаççĕ вĕсем

Çĕрпÿ районĕнчи Вăрман Кăршкана нумаях пулмасть кайса курнăччĕ. Унта хĕлĕн-çăвĕн пурăнакан пĕр çемье хăйне евĕр пулнине вырăнти халăх систерчĕ-ха. Вĕсен калаçăвĕнче «сектантсем» сăмаха илтсен те хăрамасăрах çула тухрăмăр ун чухне. Ахалех шикленнĕ мар-и - нимĕн хăрамалли те çук кунашкал çынсенчен.

22 Юпа, 2015

Пĕр автобус хĕрарăм лартса килме сĕнсен те авланма килĕшмен

Çамрăксем çемье çавăрса ача-пăча çуратса ÿстереççĕ, ватăлнă май мăнукĕсемпе савăнаççĕ... Çапла йăх та, Çĕр çинчи пурнăç та малалла тăсăлать. Хăй вăхăтĕнче ялсем кĕрлесе тăнă пулсан халĕ, шел те, чылай çĕрте ку енĕпе мухтанмалли çук. Хальхинче командировка çулĕ пире Каçал тăрăхне илсе çитерчĕ.

7 Юпа, 2015

Çĕнĕ Мăратсен вĕçкĕн­лĕхĕ паянчченех упранса юлнă...

Чăнласах питĕ киленÿллĕ пулчĕ мана Комсомольски районĕнчи Çĕнĕ Мăратри историпе таврапĕлÿ музейĕпе паллашма. Нихăçан та пушă лармасть-мĕн вăл. Куракансем таçтан та килеççĕ. Хальхинче, ав, аваллăхпа кăсăкланакансем Мускавранах çитнĕччĕ. Пĕри чăвашла ăнланмастчĕ.

1 Юпа, 2015

Кучек курортран нимĕнпе те кая мар

Шăмăршă тăрăхне, вăрман варринче вырнаçнă Кучек ялне, хĕллех çитсе курма ĕмĕтленнĕччĕ. Таврапĕлÿ словарĕнче ăна «Шăмăршă районĕнчи Çĕр питĕнчен çухалнă поселок» тесе палăртнă. Тĕппипех пĕтмен-ха поселок. Унта виçĕ çемье пурăнать тенине илтсен Кучеке хĕл варринчех çитме хатĕрччĕ.

17 Авăн, 2015

Хĕлле хваттерте пăр катса шыв ĕçеççĕ

Подъезд умĕнче ларакан карчăк-кĕрчĕке «вырăнти МИХпе» /массăллă информаци хатĕрĕ/ ахальтен танлаштарман, çакăнта кун каçсах темĕн те пĕлеççĕ, кураççĕ вĕсем. Çĕрпÿ районĕнчи Йĕкĕрвара килсенех икĕ хутлă çурт умĕнче те «МИХсене» асăрхарăмăр. Анчах вырăнти хыпарсем мар, ванчăк чÿречеллĕ çурт кăсăклантарчĕ пире. Çапла подъезд умĕнчи çынсен чунне тахçантанпах ыраттаракан ыйтăва хускатрăмăр.

Pages