Хам куртăм!
Икĕ хусах хĕл каçакан ялта
Журналистсене ури ăçта кăна илсе çитермест-ши, мĕн кăна кăтартмасть-ши? Нумаях пулмасть вăл пире Çĕрпÿ районĕнчи Çĕнĕ Акчурана çитерчĕ. Тĕлĕнмелле ял. Кăнартан инçех те мар вырнаçнăскере çăтмахпа та танлаштарма пулать. Ялăн пĕр енче вăрман кашлать, унта кăмпа та, çырла та туллиех. Урам варринчех пĕве илемĕпе илĕртет. Кил-çурт умĕсем таса, тирпейлĕ. Кунта мулкачсемпе тилĕсене те курма пулать. Анчах Çĕнĕ Акчурара икĕ хусах çеç хĕл каçать. Ахăртнех, çакă ял пурнăç аталанăвĕнчен юлнипе çыхăннă. Унта çутçанталăк газĕ те çитмен, шыв пăрăхĕ те хуман. Яла асфальт çул мар, сукмак çеç илсе çитерет.
Çутçанталăкпа килĕшÿре пурăнаççĕ вĕсем
Мăшăр шырама Сителе каймалла
Чун валли... картиш тулли кайăк-кĕшĕк
Борис Ивановпа ирттернĕ пĕр кун
Ылтăн тĕслĕ фазан, Инди павлинĕ, попугай, путене, канарейка, хур-кайăк, кăрккăвакал... Харăсах кун чухлĕ кайăк-кĕшĕкпе ăçта паллашма пулать? Паллах, пĕр-пĕр куравра. Тăвай районĕнчи Вăрманхĕрри ялне çитсе киличчен эпĕ те çавнашкал шухăшланăччĕ. Çук иккен, килти хуçалăхра, пирĕн климат условийĕсенче те экзотика чĕрчунĕсене ĕрчетеççĕ. Ĕненместĕр-и? Апла тăк Ивановсем патне экскурсие чĕнетĕп.
Pages
- « первая
- ‹ предыдущая
- …
- 2
- 3
- 4
- 5
- 6
- 7
- 8
- 9
- 10
- следующая ›
- последняя »