Хам куртăм!

9 Ака, 2015

Чуна ирĕке ярса чăвашла вĕрентесчĕ

Район центрĕсенче кăна мар, ялсенче те ашшĕ-амăшĕ ачи-пăчипе вырăсла калаçни халĕ тĕлĕнтермĕш мар. Мăнукне чăвашла вĕрентес вырăнне кукамăшĕ-асламăшĕ те чĕлхине хуçа-хуçах вырăсла пуплет. Çапла майпа ачисене ура хунине темшĕн ăнланасшăн мар аслисем.

19 Пуш, 2015

Тамăк хуранĕнчи пек тĕтĕмпе чыхăнать каçхи клуб

Хамăн ĕçе юратман пулсан çĕр хута ниçта та тухса каймăттăм. Ирех, каçхи вунă сехет çитичченех, вырăн ăшне чăмма хăнăхнăскер... эрнекун дискотекăна кайма хатĕрлентĕм. Тĕрĕссипе, ташласа савăнас тесе мар /вăл вăхăт маншăн тахçанах иртнĕ ĕнтĕ/ паянхи çамрăксем мĕнле каннине пĕлме. Манпа пĕрле Василий Кузьмин фотокорреспондент пыма килĕшрĕ. Ăна хăйĕнчен 10 çул аслă хĕрарăмпа юнашар утма кăмăллах мар пулĕ те... Вăл та хăйĕн ĕçне юратать çав, служба заданийĕнчен пăрăнмарĕ.

Ял çамрăкĕсен кăмăлланă вырăнĕ

26 Нарăс, 2015

Кушакĕсене урама, çынсем патне, кăларма шикленет

Людмила Гаранина Шупашкарта çĕнĕ çуртра туяннă пĕр пÿлĕмлĕ хваттере пурăнма куçман-ха - юсав ĕçĕсем çеç ирттерет. Хальлĕхе стенасене те обой çыпăçтарман, урай та сарман. Кунта кушаксем пурăнаççĕ. Алăка уçса кĕрсенех куç-пуç чарăлса кайрĕ - кун чухлĕ кушак пĕр пÿлĕмре чупнине хальччен курманччĕ.

Pages