Комментари хушас

9 Ака, 2015

Чуна ирĕке ярса чăвашла вĕрентесчĕ

Район центрĕсенче кăна мар, ялсенче те ашшĕ-амăшĕ ачи-пăчипе вырăсла калаçни халĕ тĕлĕнтермĕш мар. Мăнукне чăвашла вĕрентес вырăнне кукамăшĕ-асламăшĕ те чĕлхине хуçа-хуçах вырăсла пуплет. Çапла майпа ачисене ура хунине темшĕн ăнланасшăн мар аслисем. Икĕ чĕлхе - икĕ ăс тенĕ, тăван чĕлхене пĕлекен ытти предмета та лайăхрах тĕшмĕртнине ученăйсем тахçанах çирĕплетнĕ ĕнтĕ.

"1-мĕш класа килекенсен йышĕнче чăвашла пĕлекен çав тери сахал", - тенĕччĕ пĕлтĕр тăван ялти шкул директорĕ пăшăрханса. Пĕлĕшĕм те ывăлне пĕлÿ тĕнчине пĕрремĕш хут ăсатнă чухне çакнашкал кĕтменлĕхпе тĕл пулнă. Шупашкар районĕнчи Атайкасси шкулне çак вĕренÿ çулĕнче 1-мĕш класа 12 ача килнĕ. Вĕсенчен пĕлĕшĕмĕн ачи кăна чăвашла пĕлет иккен. Ашшĕ-амăшĕ тĕпренчĕкне çăмăлрах пултăр тесе наци шкулĕсен программине мар, вырăс шкулĕнчине суйланă. Учительсем ÿкĕтлени те пулăшман. Пĕлĕшĕм те хытах хирĕçленĕ. Анчах çиле хирĕç пĕччен сурни - мĕн усси? Вăт сана ялти шкул!

Вăрнар - вырăсланнă райцентр

Хуласем хыççăн райцентрсем вырăсланчĕç. Пĕр шухăшласан, ялтан куçса килнĕ çынсемех пурăнаççĕ унта. Анчах вĕсем улшăннă ĕнтĕ, хăйсене ял çыннисем пек тытмаççĕ, чăвашла калаçмаççĕ. Райцентрти шкулсенче тăван сăмах янăрать-и? Ачасем пĕр-пĕринпе чăвашла хутшăнаççĕ-и? Çак тата ытти ыйтăва тĕпчемешкĕн иртнĕ эрнере Вăрнара çула тухрăмăр.

И.Н.Никифоров ячĕллĕ 1-мĕш вăтам шкулта чăваш чĕлхи учителĕсем - 3-ĕн. Чи нумай çул ĕçлекенни - 2-11-мĕш классене вĕрентекен Римма Павлова.

"Чăваш чĕлхи вĕрентес тĕлĕшпе халĕ лару-тăру чылай лайăхланчĕ, - терĕ Римма Алексеевна. - 20 çул каялла ачасем чăваш чĕлхине вĕренмесен те пултарнă. Учительсем хăйсен пепкисене ку предметăн урокне ямастчĕç. Питĕ йывăрччĕ ун чухне. Вĕренÿ программисем çукчĕ /халь те çителĕксĕр-ха/. Пĕрчĕн-пĕрчĕн пуçтарса хатĕрлеттĕмĕр вĕсене. Чăвашларан хамăрах куçараттăмăр. Уйрăмах 9-11-мĕш классемпе кăткăсчĕ, кĕнеке çукки пĕтеретчĕ. Олимпиадăна çапах хутшăннă. Унта пĕр япала ыйтаççĕ, эпир вара программăпа килĕшÿллĕн мĕн вĕрентмеллине те пĕлмен. Çавăнпа лицей ачисемпе тавлашма çăмăл марччĕ пире. 2009 çултан пуçласа çулсеренех вырăн йышăнса таврăнатпăр. Ĕçне кура хисепĕ - 2010 çулта республика Пуçлăхĕн грантне тивĕçрĕм, Раççей шайĕнчи Хисеп хучĕсем те пур".

"Вăрнарсем чăвашла калаçаççĕ-и?" - кăсăклантăм Римма Алексеевнăран.

- Питех мар. Урокра кăна калаçтаратпăр, - пытармарĕ вăл.

Кивĕ Мĕлĕшре кĕçĕн класс учителĕ пĕр вăхăт пулманран ачасене Вăрнарти 1-мĕш шкула илсе çÿреме тытăннă. Чăвашла лайăх пĕлекен ачасем те вырăслансах кайнă вара. Ара, чăваш чĕлхине кунта вырăсла ăнлантарса вĕрентеççĕ вĕт! Вăрнар - ахаль поселок мар, хула евĕр шутланать. Çак статуса тивĕçес тесе-ши шкулсенче чăваш чĕлхине наци программипе пачах вĕрентмеççĕ кунта, çыннисем те тăван чĕлхерен писсе пыраççĕ. Сăмах май, Вăрнарти 1-мĕш вăтам шкула Кивĕ, Çĕнĕ Мĕлĕшсенчи, Çĕнĕ Хирпуç ялĕнчи ачасене, пурĕ 57-ĕн, ятарлă автобуспа илсе çÿреççĕ. "Чăваш класĕсем йĕркелеме çук-ши?" - тесен ачасем хăйсен ирĕкĕпе вырăс программине суйланине çирĕплетрĕ шкул ертÿлĕхĕ.

Ялта шкул пур çĕртех

Ашшĕ-амăшĕ ачисене лайăхрах условисенче пурăнтарасшăн кăна мар, вĕрентесшĕн те. Ялта шкул пур çĕртех тĕпренчĕкĕсене Вăрнара яракан сахал мар. Мал ĕмĕтлĕ те тăрăшуллă çамрăксем 10-11-мĕш классене райцентра çÿреме ÿркенмеççĕ. Кунта, ялтипе танлаштарсан, професси суйлама кирлĕ предметпа тарăнрах пĕлÿ илме пулать-çке. Вăрнарти 1-мĕш шкулта та лицей класĕ пур, унта та ялтан килнĕ чăваш ачисем вĕренеççĕ. Çавсенчен пĕри - 9-мĕш "а" класри Виктория Сидорова. Вăл Анаткас Хапăсран. Ирхине ăна амăшĕ хăйĕн çăмăл машинипе шкула леçет, киле хĕр автобуспа таврăнать. Чăвашла типтерлĕ те илемлĕ калаçать Вика. Вăл ăс-тăнне гуманитари енĕпе мар, техника тĕлĕшĕнчен тарăнлатасшăн. Виктория - "пур енлĕ аталаннă çыннăн пултарулăхĕ те тĕрлĕ енлĕ" кăларăша çирĕплетекен тĕслĕх. "Килте те, юлташсемпе те чăвашла калаçатăп. Хамăн чĕлхе килĕшет мана. Чăваш класĕ пулсан унта вĕренме те хирĕç марччĕ", - палăртрĕ вăл.

9-мĕш "а" классен урокĕнче ларма тÿр килчĕ. "Камсем килте чăвашла калаçаççĕ?" - çапла ыйтсан класри 12 ачаран 2-3-шĕ çеç алă çĕклерĕ. "Мана ирĕксĕрлесе калаçтараççĕ..." - те шÿтлесе, те чăнласа пĕлтерчĕ пĕри. Унтан Римма Алексеевна килти ĕç тĕрĕслерĕ. Хăнăхтарури хушупа килĕшÿллĕн сăмахсене чăвашла куçармалла пулнă. Харăссăн хуравларĕç, пĕрисем урокра хастар, теприсем, тен, ăнланмаççĕ те пулĕ? Чăвашла аран-аран вулаканĕ те пур. Кайри парта хушшинче ларакан каччăсенчен пĕри урок туса та килменччĕ... Акăлчан чĕлхи вĕренни аса килчĕ: сăмахсене словарьпе нушаланса куçараттăмăр. Чăваш Енре пурăнакан çак çамрăксем те тăван чĕлхери сăмахсен пĕлтерĕшне ăнкарас тесен çавнашкал тертленеççĕ-ши?

 

Калаçу шайĕнче кăна

Чăваш чĕлхин тепĕр вĕрентекенĕ - Надежда Кириллова. Вăл унччен Уравăш, Хапăс ялĕсенче ĕçленĕ. "Ял тата хула ачисем пĕр-пĕринчен тыткаларăшĕпе уйрăлса тăраççĕ, - терĕ Надежда Витальевна. - Танлаштаратăп та çакна асăрхатăп: Уравăш - аякра вырнаçнă ял, ачисем те унта лăпкăрах, Хапăс - Вăрнар çывăхнерех, кунта - хăюллăрах. Райцентрта икĕ çул вăй хунă хушăра: "Мана чăваш чĕлхи кирлĕ мар, вĕренместĕп", - тесе пĕр ача та каламан. Пушшех те ялтисем: "Ман ачана мĕн тума кирлĕ сирĕн предмет?" - тенĕччĕ. Ачасем килĕсенче чăвашла калаçмасан та урока пĕрех хатĕрленсе килеççĕ. Вĕренес теменни ман предметпа кăна мар, ыттипе те урок тумасть. Малтанхи çулсенчипе танлаштарсан, халĕ ачасем вуласшăн мар - ку ыйту пур ĕнтĕ. Урокра эпир ытларах калаçу чĕлхипе усă куратпăр. Паллах, лайăх калаçакансем те, пач пĕлменнисем те пур. Беларуçран пĕр çемье куçса килчĕ. Ачи урокĕсене чăвашла пĕлекен тепĕр вĕренекенрен те лайăхрах хатĕрленсе килет. Хамăн класс ачисем тăван чĕлхепех хуравлаççĕ мана. Хăйсен хушшинче вырăсла калаçаççĕ. Халĕ ялти ачасем те çаплах хутшăнаççĕ те. Акă 1995 çулта Хапăс шкулне ĕçе килсенех литература урокĕнче мана вырăсла ыйтупа тĕлĕнтерсех пăрахнăччĕ. Кайран, асăрхаттарнă хыççăн, тÿрленчĕç".

- Эсир ялсенче уроксенче наци программипе ĕçленĕ. Кунта вара чăваш чĕлхине вырăсла вĕрентме тивет. Çакна епле йышăнтăр? - ыйтрăм вĕрентекенрен.

- Халь хăнăхрăм ĕнтĕ. Вырăс шкулĕсен кĕнекисене унччен курманччĕ эпĕ. Уçса пăхаттăм та чуна йывăрччĕ. Эпир урокра чăвашла ирĕклĕн калаçнă, вуланă. Кунта вара чуна парса чăвашла калаçаймастпăр. Материала тем пекех чăвашла çитерес килет, ытларах вĕрентес килет, анчах ачасене çакна йышăнма йывăр, - палăртрĕ Надежда Кириллова.

- Чăваш класĕсем çукки сире пăшăрхантармасть-и?

- Класра 1-2 ача кăна чăвашла пĕлет, вĕсем те пулин калаçу чĕлхи шайĕнче кăна. Литература хайлавĕсене ăнкарма йывăр, чылай сăмахăн пĕлтерĕшне ăнланмаççĕ те. Çавăнпа уйрăм класс йĕркелеме май çук, - терĕ учитель.

 

Урокра çеç

Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкула пырса кĕнĕ чухне шăнкăрав янăрарĕ, ачасем тăхтава тухрĕç. Ĕрĕхсе чупакан курăнмарĕ, апатланма столовăйнелле васкамасăр утрĕç. Чăвашла калаçакан пур-ши? Темĕнччен тимлесен те пĕр сăмах та хăлхана кĕмерĕ. "Çук, илтеймĕр те", - терĕ вахтăри хуралçă та. Кунта ял ачи чылай вĕт. Шкул автобусĕ Упнертен, Кивĕ Хапăсран 60 вĕренекене илсе килет, унсăр пуçне районти чи лайăх шкула çывăхри ялсенчен хăй тĕллĕн килекен те йышлă.

6-мĕш "б" классен кĕçех чăваш чĕлхи пуçланмаллаччĕ. Вĕсене Алевтина Ефремова вĕрентет. Тăхтавра унăн класне кĕтĕм те: "Ырă кун! Эпĕ - сирĕн çĕнĕ вĕрентекен", - терĕм. Пĕрисем çиетчĕç, теприсем шавлатчĕç - ман еннелле пăхакан та çук. "Чăвашла калаçнăран ăнланмарĕç-ши?" - шухăшларăм малтанах. Вырăсла каланă хыççăн тинех хĕрачасем пуçĕсене çавăрчĕç.

Урок пуçланиччен Алевтина Ефремовăпа сăмах вакларăмăр. "Вĕрентни усси пурах. Чăвашла пач пĕлмен ачасем те тĕшмĕртме тытăнаççĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕнче кашни класрах чăваш чĕлхи вĕрентмен вĕт. Юрать, халĕ лару-тăру улшăнчĕ, унсăрăн ачасене чăвашла вуçех калаçтараймăттăмăр", - терĕ Алевтина Ивановна. Вăл ирĕк панипе урок итлерĕм. Чăвашла сывлăх сунчĕç ачасем, дежурнăй класра кам çуккисене асăнчĕ. Унтан мĕнле кун пулнине каларĕç. Уйăх ятне пĕлекен тупăнни пушшех те хăпартлантарчĕ. "Çулталăкăн хăш вăхăчĕ халĕ?" - вĕрентекен ыйтăвне те хуравларĕç, çуркуннене сăнларĕç... Пĕр арçын ача уйрăмах хастар пулни савăнтарчĕ. Ялтан иккен. Кайран килти ĕçĕсене тишкерчĕç. Афиша ÿкерсе, театрта епле тытмаллине çырса килнĕ. Учитель урокра вырăсла сăмахпа нумай усă курманнине те палăртмалла. Ăна ачасем ăнланнăн туйăнчĕ. Пĕлеççĕ пулсан тăхтавра мĕншĕн чăвашла калаçмаççĕ-ха вĕсем? Тĕлĕнмелле...

 

Хăйĕн чĕлхисĕр халăх пулас марччĕ

Вăрнар шкулĕсенче тата çакна асăрхарăм: алăк çине "Кабинет чувашского языка и литературы" тесе вырăслах çырнă. Класри стендсене çĕнетнĕ, илĕртÿллĕ курăнаççĕ вĕсем. Анчах чылайăшĕ вырăсла. 2-мĕш шкул коридорĕнче "2015 - Год литературы" стенд пурччĕ. Унпа юнашар "Чăваш Енре - К.В.Иванов çулталăкĕ" тесе çырнине курас килетчĕ те... Çук, кураймарăм. Чăвашлăха çакăнтан та аталантарма май пур-çке. "Ырă сунса кĕтетпĕр" йышши йыхрав çырса çакма, чăвашла стендсем хатĕрлеме мĕн чăрмантарать тата?

Вăрнар - чăвашлăхран писнĕ пĕртен-пĕр райцентр мар. Ытти çĕрте те çавнашкал лару-тăру асăрхама пулать. Патăрьелти 1-мĕш вăтам шкулта, Комсомольскинчи, Кÿкеçри шкулсенче те чăваш чĕлхине вырăсла вĕрентеççĕ. Муркашра, Вăрмарта, Красноармейскинче чăваш класĕсем темиçе пур.

Чăваш чĕлхи райцентрсенче çухалса пынине Эктор Фонт тата Алос социолингвист та çирĕплетет. Елчĕкпе Хĕрлĕ Чутайĕнче кăна пирĕн чĕлхе тивĕçлĕ шайра сыхланса юлнине ĕнентерет вăл. "Килте чăвашла калаçмасан, шкулта кăна вĕрентнипе чĕлхене упраса хăварма çук. Хулари çамрăксен 1% кăна пĕр-пĕринпе чăвашла хутшăнать, райцентрсенче - 15% сахалрах", - палăртать тĕпчевçĕ.

Ял ачисен 20-30% вырăс шкулне çÿренине пула тăван чĕлхепе сайра калаçаççĕ. Шупашкарта та, республикăри 8 хулара та чăваш садикĕсем, кĕçĕннисен класĕсем çук. Район центрĕсенче те лару-тăру çавнашкалрах. Çапах хула ачисем чăваш чĕлхине ашшĕ-амăшĕнчен ытларах хисепленине палăртмалла. Шкул ĕçĕн çимĕçĕ ку.

2012 çулта Эктор Фонт тата Алос ыйтăм ирттернĕ. Унта Çĕрпÿ, Етĕрне, Красноармейски районсен центрĕсенчи аслă класра вĕренекен 96 çамрăк хутшăннă. Вĕсен 19% - амăшĕпе, 17% ашшĕпе ытларах чăвашла калаçнине пĕлтернĕ. Шкул ачисен 90% учительсемпе /чăвашла пĕлекенсемпе/ вырăсла калаçать. Респондентсен 83% чăваш чĕлхи пысăк укçа ĕçлесе илме пулăшмасть тесе шухăшлать. 81% "Чăваш Енĕн тивĕçлĕ гражданинĕ" пулма чĕлхе пĕлни кирлĕ тесе шухăшлать, "Чăваш чĕлхисĕр Чăваш Ен пулаймасть" тенипе килĕшнĕ. Анчах вĕсем чăваш чĕлхине упраса хăварассишĕн нимĕн те тăвасшăн мар. Аслисен 37% ачисене чăвашла вĕрентес тесе тăрăшмасть, 36% ачисемпе тăван чĕлхепе калаçмĕ, 13% кăна тĕпренчĕкĕсене кĕçĕн класра чăвашла вĕрентесшĕн. Чăвашла вĕрениччен ют çĕршыв чĕлхине, сăмахран, китай чĕлхине алла илме ĕмĕтленекенсем йышлă.

Эпир, хаçатçăсем, чĕлхе ыйтăвĕпе статья тăтăшах шăрçалатпăр. Чун ыратăвне халăх патне çитерес тесе тăрăшатпăр. Райцентрти лару-тăрупа кăсăкланнă май каллех пăшăрхантăм. Район шайне пурăнма е вĕренме куçсанах тăван чĕлхене манăçа кăларатпăр-çке эпир. Хуланалла куçсан вара? Тĕнчен кирек хăш кĕтесĕнче тĕпленсен те чăваш пулсах юласчĕ...

Алина ИЗМАН.

Автор сăнÿкерчĕкĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.