- Чăвашла верси
- Русская версия
Кушакĕсене урама, çынсем патне, кăларма шикленет
Людмила Гаранина Шупашкарта çĕнĕ çуртра туяннă пĕр пÿлĕмлĕ хваттере пурăнма куçман-ха - юсав ĕçĕсем çеç ирттерет. Хальлĕхе стенасене те обой çыпăçтарман, урай та сарман. Кунта кушаксем пурăнаççĕ. Алăка уçса кĕрсенех куç-пуç чарăлса кайрĕ - кун чухлĕ кушак пĕр пÿлĕмре чупнине хальччен курманччĕ. Шутлама тытăнтăм та... Ăçта унта - тăватă ураллăскерсем вырăнтан вырăна чалт сикеççĕ, ураран сырăнаççĕ...
- Кунта 20 кушак. Тен, 19-ăн юлнă. Унччен 28-ăнччĕ. Çак кунсенче хăшĕ-пĕри хуçине тупрĕ, - сăмах пуçарчĕ Людмила шалалла иртме сĕнсе. Диван çине вырнаçрăм çеç - кушак сиксе ларчĕ те ачашланма тытăнчĕ. Людмила Деметрăна çийĕнчех ятларĕ. Дема /çапла чĕнет ăна хуçи/ çынсене çав тери юратать-мĕн, ачашланма кăмăллать. Людмила кашни кушака ят парать. Унăн шухăшĕпе, ятсăр кушак - кушак мар. Людмила чĕрчуна туять. Ăна мĕнле ят каяссине пĕрре пăхсах ăнланать. Хуп-хура тĕслĕ Полночь, шухăшлă Макс сэр, кинофильмри çамрăк асамçă Малефисента, Умка, Халк, Афина, инкеке пĕрре те çакланман Хорошо, Душечка-Марфушечка... Кашнине епле астуса юлăн? Людăшăн вĕсем - ачасем. 30 çул тултарнăскер тăватă ураллă тусĕсене нихăçан та пăрахмасть - кашнин валли хуçа тупать. Халĕ вăл «ачисене» урама кăларма шикленет. Пĕррехинче пĕр кушак киле таврăнайман - йĕксĕксем унăн хырăмне çурнă. Людмила каланă тăрăх, çĕнĕ кăнтăр районĕнче «маньяк» пур-мĕн. Арçын арăмĕпе хирĕçсен кушаксен хÿрине касса тарăхăвне кăларать. Волонтерсем арçынна «преступлени» вырăнĕнче тытса ниепле те явап тыттараймаççĕ. Малалла вулас...
Комментари хушас