«Элек саракансемех пулăшу ыйтма килеççĕ»
Етĕрне районĕнчи Мăн Сĕнтĕрти Владимир Корнилов пĕр ирхине, нумаях пулмасть кăна пăруланă ĕнине вĕренлеме кайсан, чутах инкеке лекмен: ăна 600 килограма яхăн таякан икĕ вăкăр тапăннă. Сăнчăрта тăнăскерсем шалчине кăларса вĕçерĕнсе тарнă та ĕне çавăтса утакан арçын хыççăн чупнă. Тем пысăкăшскерсем хăваласа çитсен ним те мар тĕкме, таптама пултараççĕ вĕт. Çав самантра урампа иртсе пынă ветеринар пулăшман тăк Корниловран мĕн юлĕччĕ-ши? Кил хуçи хапхаран киле кĕрсе кайсан та вăкăрсем лăпланман, вĕсем пÿрт умĕнче ларакан машинăна тапăннă.