Хам куртăм!

21 Раштав, 2017

Урама тухса спирт туянакан шырать

Ирхи ултă сехет çеç-ха. Шупашкарти кăнтăр-хĕвел анăç районĕнчи çуртсен таврашĕнче виçĕ-тăватă çĕрте çынсем пухăннă.

— Эх, ĕнер куç курми пуличчен кÿпсе лартнă, халĕ пуç кунтăк пек, — илтĕнчĕ палланă сасă.

— Ан та кала. Кÿршĕ тивĕçлĕ канăва тухнă ятпа малтан шуррине ĕçрĕмĕр, çитменрен спирт хушрăмăр. Килте диван çине те улăхайман, урайĕнчех çĕр каçнă, — «мухтанчĕ» тепри. — Пĕр пус укçа та юлмарĕ.

14 Раштав, 2017

Вăйпа илсе каяççĕ… Мускава

Пĕчĕк чухне Шупашкарти автовокзал çывăхĕнчен иртме хăраттăм. Унта чикансем çÿретчĕç, çынна тапăнса укçасăр хăваратчĕç. Халĕ чикансем çук, пĕрех çулăхаççĕ. Камсем? Кăна эсир те пĕлетĕр: Мускава автобуспа лартса яракан кассирсем!

24 Чÿк, 2017

Кашкăрсемпе тĕл пуличчен хăй никама та кирлине туйман

Патăрьел районĕнчи Чăваш Ишекĕ ялĕнче пурăнакан Леонид Антонов темиçе çул ĕнтĕ хăйĕн кил хуçалăхĕнче кашкăрсем усрать.

Pages