Туппай Сĕмĕлти Робинзон
Вăл пÿрте алăкран мар, чÿречерен кĕрет. Унăн кантăкĕ тахçанах ваннă. Ăна михĕпе мăкланипех хĕл каçнă. Мĕншĕн çын ретлĕ алăкран тухса кĕместĕн тесен: «Манăн питĕ васкамалла. Вăхăт çук: е вучах сÿнсе ларĕ, е выльăхран пĕри макăрать, тепри тухса тарать… Акă халĕ те сирĕнпе калаçнă май чĕтресе кăна ларатăп — ĕç питĕ нумай», — терĕ Николай Клементьев.