Комментари хушас

2 Нарăс, 2017

Никама та кирлĕ мар çынсем хÿтлĕх шыраса пыраççĕ

Республикăри килсĕр-çуртсăр тата ĕçсĕр çынсен социаллă адаптаци центрĕнче унччен те пулса курма тÿр килнĕччĕ. Темиçе çул каялла йывăр кăмăлпа, арман чулĕ пусарнă евĕр чунпа кĕрсе тăнăччĕ. Хальхинче çăмăлрах пулчĕ. Хам ăçта тата камсем патне кайнине лайăх чухланăран чун ытлах асапланмарĕ.

Шăтăклă-путăклă çулпа...

«Нихăçан та тĕрмене лекмĕп, хутаç çакса кĕлмĕçе тухмăп», — теме юраманнине аван пĕлетĕп-ха. Çапах чылай чухне этем пурнăçа хăех йĕркеленине хи­рĕçлеймĕп. Ку центр – пурнăçра çухалса кайнисем валли. Тĕнче шăтăкĕнче вырнаçнăн туйăнакан çав учреждение тупма çăмăл мар. Çулĕ те хăлтăр-халтăр, аран çитрĕмĕр. Юрать, унчченхи пек урамра çапкаланчăк йытăсене асăрхамарăм.

«Килсĕр-çуртсăр çынсене йышăнакан çурт тирпейсĕр те хăтсăр, унта ырă мар шăршă сăмсана кÿ-ÿ! çурать пулĕ», — тейĕ хăшĕ-пĕри. Пытармастăп: тахçан хам та çавăн пек шухăшланăччĕ. Анчах алăк урати урлă каçсанах урăхла ÿкерчĕк асăрхатăн. Центра Андрей Мякишев ертсе пырать. Малтан налук службинче вăй хунăскер бюджетран уйăракан кашни пуса шутламаллине аван ăнланать. Çурта тытса тăма та, унта тăрăшакансене шалу тÿлеме те, пулăшу шыраса пыракан çынсене пăхма та укçа-тенкĕ çитермелле. Центрта тăрăшакан специалистсем /вĕсен хушшинче социаллă ĕçчен, медицина сестри, повар, тирпейлÿçĕсем, хуралçăсем пур/ хăйсен тивĕçне аван ăнланаççĕ. Килсĕр-çуртсăр çынсемпе куллен курнăçма тивнине вĕсем хăнăхнă. Кунĕпе урамра çÿрекенскерсене пулăшас ĕç ансат мар, анчах соцĕçченсем куншăн кăмăлсăрланмаççĕ.

Центра килсĕр-çуртсăр, 18 çултан аслăрах çынсем пыраççĕ. Анчах чи малтан унта 55 çултан аслăрах хĕрарăмсемпе 60-тан иртнĕ арçынсене тата инвалидсене йышăнаççĕ. Çапах выртса тăмалли кĕтес шыраса килнĕ ытти çынна та алăк енне тĕллесе кăтартмаççĕ. Э-э-э, чим-ха. Чару та çук мар. Вăраха кайнă алкоголизмпа, ерекен туберкулезпа, ыттисене куçакан чир-чĕрпе, психика чирĕпе аптăракансене йышăнмаççĕ. Мĕншĕнне ăнланма йывăр мар: вĕсем ыттисемшĕн хăрушлăх кăларса тăратаççĕ. Çак чирсемпе нушалана­кансене больницăна сипленме ăсатаççĕ. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.