- Чăвашла верси
- Русская версия
Туппай Сĕмĕлти Робинзон
Вăл пÿрте алăкран мар, чÿречерен кĕрет. Унăн кантăкĕ тахçанах ваннă. Ăна михĕпе мăкланипех хĕл каçнă. Мĕншĕн çын ретлĕ алăкран тухса кĕместĕн тесен: «Манăн питĕ васкамалла. Вăхăт çук: е вучах сÿнсе ларĕ, е выльăхран пĕри макăрать, тепри тухса тарать… Акă халĕ те сирĕнпе калаçнă май чĕтресе кăна ларатăп — ĕç питĕ нумай», — терĕ Николай Клементьев.
Корреспондент
Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Туппай Сĕмĕлте тĕлĕнмелле çын пурăннине яла кĕрсенех пĕлтерчĕç. «Электриксем тĕрĕслеме килнĕ те пÿртре, счетчик çинче, автан ларнине курнă. Вăкăрĕсем те пÿртре пурăннă. Шартлама сивĕре ĕнине те пÿртрех çĕр каçаркаланă пулмалла. Выльăхне нумай усрать. Мĕн пулчĕ Кольăпа? Паллами улăшăнчĕ. Этемле мар тирпейсĕр пурăнать. Ашшĕ-амăшĕ хуçалăха йĕркеллех тытатчĕ. Коля хăй те икĕ аслă пĕлÿ илнĕ, консерватори пĕтернĕ. Ватлăх енне сулăнсан ăсĕ- тăнĕ арпашăнчĕ-ши?» — терĕç урамра тĕл пулнă çынсем. Пире тÿрех асăрхаттарчĕç: Коля Клементьев патне йăпăр- япăр кĕме çук. Кил картишĕ тислĕкпе тулса ларнă-мĕн, хапхаран мар, пахча витĕр çÿрет вăл. Кунашкал çынпа паллашмаллах. Эпир кĕмен-тухман вырăн çук! Çавăнпа «кĕреетĕр-ши?» тени пĕртте хăратмарĕ.
Кольăн çуртне шыраса çырма, кĕпер урлă каçрăмăр, çапах тупрăмăр. Урамранах тирпейсĕр курăнакан пÿрте тÿрех палларăмăр. Пахчара çĕр чавакан кил хуçи те кĕçех курăнчĕ. Хаçат вулама сĕнтĕмĕр. Кĕмĕл тĕслĕ, вăрăм çÿçлĕ арçын пирĕн çине шанмасăр пăхрĕ. «Вăхăта пустуй ирттер-ни. Калăр часрах: мĕн кирлĕ сире?» — сăмах вакласшăн пулмарĕ вăл. Николай хăй вăхăтĕнче район хаçатĕнче корреспондентра ĕçленĕ. Ялта ун çумне çак хушма ят çыпçăннă. Апла тăк эпир — ĕçтешсем. Сăмаха çакăнтан пуçларăмăр та. Ку пире пĕр чĕлхе тупма пулăшрĕ.
Вунă çĕр улми
Пахчана кĕтĕмĕр. Чăннипех калатăп: эпĕ кунашкаллине хальччен курман. Вите-хуралтă таврашĕ йăтăнать, унта выльăх усрама май çук. Кил картишĕнче — талккишпе тислĕк. Вăл тем хулăнăш: сарай тăррине те çитет кĕçех. Миçе çул навус кăларман-ши? Вутă каскисенчен такăнасран, унта та кунта выртакан ĕне каяшĕ çине пусасран асăрханса утрăмăр.
Николай çĕр чаватчĕ, çĕр улми лартасшăн иккен. Вăрлăхне, пĕр 10 çĕр улмине яхăн, тăванĕсем панă, мĕншĕн тесен арçыннăн çĕр улми те, ытти пахча çимĕç те çук. Ĕни, сурăхĕ анкартинче çÿренĕрен йăран тумасть вăл. Кольăн çĕр улми лартмалли хăйĕн меслечĕ пур. Ял çыннисем каланă тăрăх, вăл ана тумасть, кĕреçепе шăтăк чавать те пăрахать. «Пустуях ĕçлĕ пулатăр, çĕр улми шăтса тухсанах выльăх- чĕрлĕх çисе ярать — карта çук кунта сирĕн», — терĕмĕр ăна.
Поэзи
Николай Клементьев кĕçех 70-е çитет, пĕртте авланман. Хăй вăхăтĕнче вăл чаплă каччă шутланнă. Октябрьски клубĕнче эстрада ушкăнĕ ертсе пыраканскер хыççăн хĕрсем купи-купипех чупнă пуль-ха. Николай Андреевич концертсем вăйлă ирттернине çынсем халĕ те астăваççĕ. Пĕр вăхăт шкул-та та ĕçленĕ вăл. 1996 çулта «Çулталăк вăхăчĕсем» сăвă кĕнеки те кăларнă. Эпир ăна пĕр сăввине вулама ыйтрăмăр, анчах вăл хирĕçлерĕ. «Çулсем иртнĕ май хамăн кĕнеке çине тиркевлĕ куçпа пăхатăп. Халĕ вырăсла сăвăсем çыратăп. Поэзипе, унти сăнарсемпе кăна пурăнатăп. Çут çанталăк илемĕ сăвă çырма хавхалантарать…» — чун апачĕ, лирика пирки калаçнă хушăра 3-4 сурăх тĕпĕртеттерсе пахчана тухрĕ. Çăмне касманскерсене шутсăр хĕрхентĕм. Кĕрĕкпе çу каçма тивет-çке вĕсен. «Каплах туянаççĕ. Илекенĕ пур. Рентабельлĕх — нуль. Икĕ ĕнеччĕ, пăрупа вăкăр пурччĕ. Ватăлтăм. Усрайми пултăм. 1 ĕнене, вăкăрпа пăрăва сутрăм. Хамăн укçапа тытса тăмал-ла», — паллаштарчĕ кун-çулĕпе Николай Андреевич.
Катя
Ĕне усрать пулин те сĕтне вăл çынран е лавккаран туянать. «Ĕне хуçине тăрантараканччĕ. Сирĕн вара пĕр курка сĕте те çынран ыйтмалла!» — тĕлĕнтĕмĕр эпир. Пăрăвĕ çумра тăнă пирки ĕне сутарман имĕш. Халĕ пăрăвне сутнă, сĕт пĕрех çук. Ĕнен çилли типнĕ. Николай Катьăна /ĕнине çапла чĕнет/ сĕт паманшăн каçарĕччĕ те пулĕ, анчах мăнтăрпа хĕсĕр пулнишĕн шутсăр кулянать, çавăнпах хăйĕн юратнă Катинчен уйрăласшăн. Коля выльăхне хăйĕнчен лайăхрах пăхнине çынсем те каларĕç. Ĕне валли хĕлĕпе кашни кун çăкăр пĕçернĕ вăл! Катя самăрăлсах кайнă. Малалла вулас...
Комментари хушас