Хам куртăм!

13 Юпа, 2016

Хырлăх та, ырлăх та пур

Тăван ял кашни çыннăн пурнăçĕнче пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Çитĕннĕ май унта час-часах кайса çÿрейместпĕр пулин те тăван кил енне хывăннă сукмак, тавралăх, улăх-çаран, пĕлĕш-тăван нихăçан та асран тухмасть. Тăван кĕтес çывăх пулсан та юлашки çулсенче ялта тĕпленсе пурăнакан çамрăк палăрмаллах чакрĕ.

6 Юпа, 2016

Пĕр каçлăх юратушăн артистла хăтланаççĕ

Пирĕн корреспондент Интернетра савни шыранă

Ăмсану — лайăхах туйăм мар. Нумаях пулмасть тусăмăн вĕр çĕнĕ хваттерĕнче пулса курнă хыççăн чуна шĕкĕ евĕр кĕрсе вырнаçрĕ вăл. Савни тупнă тусăмăн пурнăçĕ улшăнчĕ: куçĕ телейпе çиçет, ĕçрен кашни каç савăнăçлă кăмăл-туйăмпа таврăнать. Çĕнĕ мăшăрĕпе пĕрле туяннă хваттере мĕн тери чаплă юсанă! Тÿрех паллă — ăста алăллă ĕçчен арçын унăн пулас упăшки. Кĕркунне пĕрлешме калаçса татăлнă вĕсем, çĕррине те, кĕпине те туяннă. Пĕрремĕш упăшки эрех ĕçсе, ниçта ĕçлемесĕр, кĕвĕçсе, сăтăр кăтартса тарăхтарсах çитернĕччĕ тусăма. Вăл чăтаймарĕ — уйрăлчĕ, икĕ ачине ашшĕ пулăшăвĕсĕрех ÿстерчĕ. Акă тинех хĕн-хур тÿссе пурăннă хĕрарăм тĕлне те йĕркеллĕ арçын тупăнчĕ. “Пĕлетĕн-и: холодильникре мĕн çуккине те хăйех курать, хваттерте мĕн юсамалли, пăта çапмалли пирки шарламастăп та”, — хальхи мăшăрĕн ырă енĕсене асăнса пĕтереймерĕ тусăм. Ара, пире, хĕрарăмсене, урăх мĕн кирлĕ? Ĕçлекен, çемьене тăрантаракан тата... сана вилсе каясла юратакан арçын пултăр. Ăçта тупнă тетĕр-и çавнашкал савни? Ăçта, ăçта? Интернетра.

11 Çурла, 2016

Курортри пек кунта: хырлăх, хурăнлăх...

Шăтăк-путăксăр асфальт çулпа утса ялпа киленнĕ май Вăрмар районĕнчи Ичеснер Атайкассинче 50-а яхăн çын çеç пурăннине ĕненес килмерĕ. Икĕ урамлă çак ялта çурт чылай: киввисен çумĕнче çĕннисем, капмаррисем, çĕкленнĕ. Вĕсен шучĕ нумай пулин те 22-шĕнче çеç каçхине çутă çутаççĕ.

4 Çурла, 2016

Чĕлхине те, аллине те ирĕке ярать

Тăвай районĕнчи Турикас Тушкил ял тăрăхĕн администрацийĕ ăнăçсăр 3 çемьене шута илнĕ. Вĕсенчен пĕри — çак ялти Федоровсем. Юлия 3 ачипе, амăшĕпе, пĕрле пурăнакан арçынĕпе /кĕçĕннин ашшĕпе/ кунта 6 çул каялла тĕпленнĕ. Райцентрта вĕсен 3 пÿлĕмлĕ хваттер те пур.

14 Утă, 2016

Ирхи икĕ сехетре тăрса парашютпа сикеççĕ

Лагерьсем çумĕнче профильлĕ сменăсем уçăлни ачасемпе çамрăксен çуллахи канăвне чун киленĕçне шута илсе йĕркелеме май парать. Шупашкарти А.В.Ляпидевский ячĕллĕ аэроклуб çывăхĕнчи "Синева" лагерьте çарпа спорт вăййисене кăмăллакансем канаççĕ.

Pages