Ял хушшинче йĕтĕн çитĕнтернĕ,
е Кивĕ Сăрьелте туслăх, пĕрлĕх туйăмĕ пĕтмен
Кашни ял шăпи хăйне евĕр тата расна. Çав вăхăтрах пур ялăн та харпăр хăйĕн ахахĕ те, мерченĕ те пур. Нумаях пулмасть Вăрнар районĕнчи Кивĕ Сăрьелте пулса куртăм. Вырăсла та илемлĕ янăрать вăл: Троицкое! Ялĕ те сăн-сăпачĕпе ятĕнчен пĕрре те кая мар. Пĕчĕк икĕ урамран кăна тăраканскер йăлт чечек ăшне "путнă". Ял хушшинче - сип-симĕс курăк. Тирпейлĕ те, хăтлă та кунта.
Вăрнарти аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕнче хуралта ĕçлекен Ольга Михайлова пĕлтернĕ тăрăх - Кивĕ Сăрьелте паян 55 килтен çирĕм саккăрăшĕнче кăна пурăнаççĕ. 27 çуртра мăрьерен тĕтĕм тухма пăрахнă. Ватăсем вилнĕ, çамрăксем хуласене тухса кайнă. Çапла майĕпен-майĕпен вăл пĕчĕк яла çаврăннă. Шел те, юлашки çулсенче Раççейре нумай-нумай ял пĕтсе пырать. 2002 çулхи çырав тăрăх 1989-2002 çулсенче 11 пин ял "вилнĕ". Çав вăхăтрах Чăваш Енре те çĕр питĕнчен çухалакансем пур. Хăшĕсем вара урама çаврăнаççĕ.
"Телее, пире пĕчĕк ял тесе пăрмарĕç, вунă çул каялла çут çанталăк газĕ кĕртсе пачĕç. Яла асфальт çул пырать. Кивĕ Шуртана Вăрнартан автобус та çÿрет, вăл пирĕн ял патĕнченех иртсе каять. Кивĕ Сăрьелте ытларах çамрăк /40 урлă каçнисене аслисен шутне кĕртес килмест/ çемьесем пурăнаççĕ. Тĕлĕнмелле те, анчах пирĕн ялта ватă çын сахал. Сакăр теçетке çула çывхараканни 4-5 çын кăна. Шел, 2005 çулта колхоз саланчĕ. Çавăнпа ялти вăй питти арçынсем Мускава ĕçлеме çÿреççĕ. Хĕрарăмсем выльăх-чĕрлĕх тытаççĕ. Ялĕпе паян 20 ĕне, 4 лаша. Çав вăхăтрах виçĕ ĕне усракан та пур. Хăш-пĕрин кил картинче ĕне те, качака та пур. Лашапа çуркунне çĕр улми лартатпăр, каярах купалатпăр, лавпа утта та каятпăр. Çăварнире çÿçеллĕ тутăр çыхса катаччи чупатпăр. Ялта лавкка та, уйрăм çын тытакан киоск та пур. Шел, ялти пуçламăш шкула 2002 çулта хупрĕç. Ачасене халĕ Туçи Çармăс шкулне автобус турттарать. Пĕлÿ çуртне ялтан пурĕ 13 ача çÿрет. Шкул çулне çитмен пепке пурĕ те виççĕ кăна. Медпункт алăкĕ çине те пысăк çăра çакнă. Кивĕ Шуртана çÿреме тивет. Клуб кивелнĕ пулин те пĕрех уçкалаççĕ-ха. Çамрăксем унта сĕтелçи теннисла выляма пултараççĕ. Яшсене салтака ăсатнă чухне те культура вучахне пухăнасси йăлара. Яшсемпе пикесем ташă каçĕсене кÿршĕ яла - Кивĕ Шуртана çÿреççĕ. Чылай ялта ĕçкĕç нумаййине пĕрре кăна мар илтнĕ, пирĕн патăмăрта ун пек мар. Ĕçсе, супса çапкаланса, ĕçмелли ыйтса çÿрекен çук. Арçынсем Раççейĕн тĕп хулинчен таврăнсан пĕр-ик кун хăналанкалаççĕ те çырлахаççĕ, мăшăрĕсене килти хуçалăхра пулăшаççĕ. Ватă хусахсем те çук пирĕн. Эпир пĕр-пĕринпе туслă пурăнатпăр. Пускилсемпе кăна мар, ялти мĕн пур çынпа килĕштеретпĕр. Ытти ялта ĕçкĕ-çике, туя тăвансене кăна чĕнеççĕ пулсан, эпир ĕлĕкхи пекех туйсене пурте пĕрле пухăнса кĕрлеттеретпĕр. Хĕр илме кайма та, хĕр хыççăн кайма та туй арăмĕсем пек тумланатпăр. Туй-çуя чăн чăвашла йĕркелетпĕр. Хăйматлăхсем тăватпăр, кайран пĕрле хутшăнса пурăнатпăр. Ялти çемьесем те пĕр-пĕринпе туслă çыхăну тытаççĕ. Салтак ăсатасси те манăçа тухман-ха пирĕн. Хĕсмете каякан йĕкĕте çынсем алă шăллисем çыхса яраççĕ, парне параççĕ. Урам хушшипе тутăр вĕçтерсе юрласа çÿрекен салтак ачисене кашни килех кĕртсе кăлараççĕ. Хĕрарăмсем алă ĕçĕ тума маçтăр. Хĕресле те, тултарса та, хăюпа та, вĕтĕ шăрçапа та тĕрлеççĕ. Тĕррисене картинăсем пек туса стенасем çине вырнаçтараççĕ. Хĕллехи вăрăм каçсенче вара çыхаççĕ те, çĕлеççĕ те. Ку çеç-и? Пирĕн яшсем те йĕппе çип тытма ÿркенмеççĕ. Сергейпа Димитрий Козловсем картинăсем хĕресле тĕрлеççĕ",- тĕлĕнтерет Ольга Николаевна.
Кивĕ Сăрьелсем илеме, хитрелĕхе, çут çанталăка юратаççĕ. Кашнин пахчинчех - хитре чечек. Ольга Михайловăн пахчи вара - чи пуянни. Халĕ гладиолуссемпе георгинсем, кĕл чечексемпе астрăсем, хризантемăсем тата ытти те çеçкереччĕ. Ял çыннисем пĕлтернĕ тăрăх - Кивĕ Сăрьел 15-16-мĕш ĕмĕрсенче пуçланса кайнă. Ăна Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕнчен куçса килнĕ чăвашсем никĕсленĕ. Анчах килĕшÿ-çураçу нумая пыман. Çĕр çитменнипе çапăçса кайнă та, пĕрисем урăх вырăна уйрăлса тухнă. Çапла çĕнĕ ял - Çĕнĕ Сăрьел никĕсленнĕ. Ваттисем каланă тăрăх - хуçалăх шучĕ кунта 55-рен ытла пулман. "Ун чухне çĕр çитмен çав, ял хушшине сухаласа йĕтĕн акатчĕç. Йĕтĕнтен кĕпе-йĕм тăватчĕç. Паянхи çамрăксем, ахăртнех, йĕтĕн епле çитĕннине те курман",- калаçăва хутшăнчĕ 81 çулти Герман Михайлов. Герман Михайлович хăй вăхăтĕнче строительство бригадин бригадирĕнче ĕçленĕ. Унăн ĕçне халĕ ывăлĕ Владислав малалла тăсать. Мăнукĕ Костя вара Шупашкарти строительство техникумĕнче вĕренет.
"Виçĕм çул Çимĕкре Ял кунне паллă турăмăр. Çимĕк - пирĕн питĕ пысăк праçник. Питрава уявламастпăр эпир. Масар çине таврари ялсем пек шăмат кун мар, Çимĕкре /Троицăра/ каятпăр. Шăмат кун вара вилнисене асăнатпăр. Вырсарни кун масар çинчен килсен хăна-вĕрле пухатпăр. Пĕр-пĕрин патне хăнана çÿретпĕр. Пĕр класра вĕреннисем тĕл пулусем йĕркелеççĕ",- пĕлтерет Ольга Михайлова. Шел, яла мĕншĕн Троицкое тенине пĕлекен пулмарĕ. "Ахăртнех, Çимĕк вăхăтĕнче йĕркеленнине кура Троицкое тенĕ",- вулатăп И.Дубановăн "Чăваш Республикинчи географи ячĕсем" кĕнекинче. "Çапах та, манăн шухăшăмпала, пирĕн яла пĕтекеннисен йышне кĕртмелле мар. Аталанасси иккĕленÿллĕ, анчах тытăнса тăратпăр-ха. Кам пĕлет, тен, пурнăç улшăнĕ те çамрăксем яла килсе пурăнас тейĕç. Халĕ ав, хуларан куçса килекенсем те пур. Вячеслав Степанов Канашран куçса килсе пысăк çурт лартрĕ. Тивĕçлĕ канăва тухсан яла килсе пурăнас текенсем те пур",- пытармарĕ Ольга Николаевна. Ольга Михайловăн çара кайма хатĕрленекен, яла, тăван тăрăха юратакан ывăлĕ Костя та, тен, Кивĕ Сăрьелĕнчех çемье çавăрса пурăнĕ? Çапла пулмалла та, ара вăл кĕçĕн ывăл-çке, тĕпкĕч...
Пĕчĕк мăйăрăн тĕшши тутлă тенешкел Кивĕ Сăрьелсем килĕштерсе, шăкăл-шăкăл пурăнаççĕ. Никама та ÿпкелемеççĕ, ыранхи куна çутă малашлăхпа кĕтеççĕ. Пĕр-пĕрне хăйматлăх, кум туса пĕтернĕскерсем: "Ялта пурăнма пĕрре те кичем мар",- теççĕ. Тăван-хурăнташ патне кăна мар, кÿрше те, туссем патне те чĕнмесĕрех çÿреççĕ кунта.
РОЗА ВЛАСОВА.
Автор сăн ÿкерчĕкĕсем