Комментари хушас

1 Юпа, 2015

Кучек курортран нимĕнпе те кая мар

Шăмăршă тăрăхне, вăрман варринче вырнаçнă Кучек ялне, хĕллех çитсе курма ĕмĕтленнĕччĕ. Таврапĕлÿ словарĕнче ăна «Шăмăршă районĕнчи Çĕр питĕнчен çухалнă поселок» тесе палăртнă. Тĕппипех пĕтмен-ха поселок. Унта виçĕ çемье пурăнать тенине илтсен Кучеке хĕл варринчех çитме хатĕрччĕ. Ара, ун пек илемлĕ тавралăхпа тата ăçта киленĕн? Йĕри-тавра йывăçсем, кĕртсем... Шел, ун чухне çула тухма май килмерĕ. Лавккана каймалла-и, Шупашкартан килекен ывăлĕ-хĕрне кĕтсе илмелле-и - унта пурăнакансем хĕлле çунапа Патăрьел районĕнчи Хурама Тăвар ялне тухаççĕ. Тÿртен инçех мар - 3-4 çухрăм çеç. Çулла вара çуран та утма пулать. Машинăпа кĕрес пулсан тавран каймалла. Анчах çумăр çусан е çуркунне юр кайсан патне те ан пыр - кĕрсе ларсан бульдозерпа туртса кăларсан çеç. Çавăнпах çуркунне те унта çитме май килмерĕ. Кучек каччипе çемье çавăрнă Светлана Шаровдиновăпа телефонпа çыхăнсан вăрман варринчи çул çинче трактор та кĕрсе ларнине пĕлтерчĕ те вырăнтан тапранма шиклентĕмĕр. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.