Çĕнĕ Мăратсен вĕçкĕнлĕхĕ паянчченех упранса юлнă...
Чăнласах питĕ киленÿллĕ пулчĕ мана Комсомольски районĕнчи Çĕнĕ Мăратри историпе таврапĕлÿ музейĕпе паллашма. Нихăçан та пушă лармасть-мĕн вăл. Куракансем таçтан та килеççĕ. Хальхинче, ав, аваллăхпа кăсăкланакансем Мускавранах çитнĕччĕ. Пĕри чăвашла ăнланмастчĕ. Çавна май аваллăх управçин ертÿçин Ирина Мартыновăн вырăсла та, чăвашла та ăнлантарма тиврĕ. Ирина Сергеевна пĕлтернĕ тăрăх - ку çуртра маларах шкул пулнă. Каярах вара вăл музей тума шăпах юрăха килнĕ. Ăна 1989 çулта Георгий Киргизов тăрăшнипе пуçарнă. Йĕркелекенĕсем - Николай Ильин, Валерий Кириллов, Яков Никифоров, Александр Тукмаков, Геннадий Басников таврапĕлÿçĕсем. Вĕсем экспонатсемпе материалсем пухнă, маччине капăрлатнă çĕре хастар хутшăннă.
Музей 12 залран тăрать. Этнографи залĕнче сăмавар нумай пулни тÿрех куç тĕлне пулчĕ. 1902 çулхисем те пур. Йăлтах - халăхран пухнăскерсем-мĕн. Пирĕн тăрăхра /Трак енче/ ватăсем ĕлĕк чей ĕçнине пĕрре те аса илмеççĕ. Ăш хыпнине шыв, уйран, кăвас, кĕсел ĕçсе ирттернине каласа параççĕ. Çĕнĕ Мăратсем вара чейпех сăйланнă иккен! «Кунта уйранне те, чейне те ас тивнĕ. Ав, уйран ĕçмелли кăкшăмсем те, чÿлмексем те пур. Сахăр хумалли савăта йывăçран ăсталанă. Ăна эрешлесе илемлетнĕ. Чей кашăкĕсемпе апат кашăкĕсене хумалли савăта çăка тураттисенчен меллештернĕ. Хăй вăхăтĕнче Çĕнĕ Мăрат вулăс центрĕ шутланнă. Кунти халăх аталану енĕпе ыттисенчен маларах пынă. Вĕсен вĕçкĕнлĕх тени те кăштах пулнă. Çав вĕçкĕнлĕх Çĕнĕ Мăратсен паянхи кунчченех упранса юлнă. Ку чей ĕçес культуринче кăна мар, хăйсене епле тыткаланинче те палăрать», - паллаштарать Ирина Сергеевна.Малалла вулас...