Хăйсен тĕнчинче пурăнаççĕ вĕсем
Çĕрпÿ районĕнчи Вăрман Кăршкана нумаях пулмасть кайса курнăччĕ. Унта хĕлĕн-çăвĕн пурăнакан пĕр çемье хăйне евĕр пулнине вырăнти халăх систерчĕ-ха. Вĕсен калаçăвĕнче «сектантсем» сăмаха илтсен те хăрамасăрах çула тухрăмăр ун чухне. Ахалех шикленнĕ мар-и - нимĕн хăрамалли те çук кунашкал çынсенчен. Хăйсене май пурăнаççĕ вĕсем: пахча тулли çимĕç ÿстереççĕ, çĕр ĕçне килĕштереççĕ, çут çанталăка юратаççĕ... Кÿршĕ яла, Аслă Кăршкана, çитсе курма ун чухнех шухăш тĕвĕленчĕ. Ара, Иннăпа Евгений Агафоновсем унта тусĕсем пурăнаççĕ терĕç те. Эппин, вĕсем те хăйне евĕр, тавра курăмĕпе ыттисенчен уйрăлса тăраççĕ.
“Этнокультура профессорĕпе” паллашни
Журналистсем çапла мар-и: вĕсен таçта та сăмса чикес килет, йăлтах пĕлесшĕн... Черетлĕ командировка пире Куславкка районĕнчи Акчура ялне илсе çитерсен, хĕвел анма тытăнчĕ пулин те, Аслă Кăршкана çитмесĕр çула тухмарăмăр. Ку тăрăхри çынсем пире «сектантсен ялĕ» тесе паллаштарнă Аслă Кăршка Акчураран алă тупанĕ çинчи пекех курăнать. Тарăн çырма çеç уйăрать вĕсене. Тĕрĕссипе, аякран пăхсан ял теме çук ăна. Пÿрнепе тĕллесе яман тăк ăна асăрхаман та пулăттăмăр-и тен? Йĕри-тавра йывăç. Патнерех пырсан çеç пÿрт тăррисем пăт-пат курăнкалама тытăнаççĕ. Малалла вулас...