Сывлăх
СĔЛĔ ПĂТТИ СĔТЕЛ ÇИНЧЕ ЯЛАНАХ ПУЛТĂР 10.01.2014
Сĕлĕ кĕрпи сывлăхшăн усăллине пурте пĕлме кирлĕ. Пăтта тулли тĕшĕллĕ сĕлĕрен е «Экстра» мар геркулесран пĕçермелле, вĕсенче сывлăхшăн паха япаласем ытларах упранса юлаççĕ. Тата çакна та асра тытмалла: пăтта шывпа пĕçерсе çини пĕлтерĕшлĕ. Сĕлĕ пăтти вар-хырăмăн лăймака сийне паха витĕм кÿрет, апат ирĕлессине лайăхлатать. Вăл сывлăхшăн мĕн тери усăллă пулнине çак йĕркесем тата витĕмлĕрех çирĕплетеççĕ.
Питĕ паха
Аппетита чакарма
- Апат çийиччен шыв ĕçмелле. Апатланиччен 20-30 минут маларах хырăма тултарма пĕрер стакан шыв, сĕткен е чей ĕçмелле. Кун пек чухне сахалтарах çиетĕн. Апачĕ те лайăхрах ирĕлет.
- Пăрăçлă та тăварлă çимĕç çиесрен асăрханмалла. Техĕмлĕх кĕртекен çимĕçсем хырăмлăх сĕткенне кăларма, апла пулсан аппетита ÿстерме пултараççĕ.
Пур чух та усăллă мар
Витаминсем кирлĕ пире, анчах виçеллĕ çеç.
Пулă çăвĕ. Нумаях пулмасть тĕпчевçĕсем пулă çăвĕ простата ракне пуçарма пултарнине çирĕплетнĕ. Тĕпчеве 2 пин ытла арçын хутшăннă. Камсен юнĕнче омега-3 çу кислотин шайĕ питех те пысăк пулнă, çавсен ар парĕн шыççи аталанас хăрушлăх .снĕ.
«Земство тухтăрĕ» пурнăçланать
Республикăри «Земство тухтăрĕ» программа ăнăçлă ĕçлени куç кĕрет. 2012 çулта республикăри ялсене 132 çамрăк специалист кайнă.
Чи кирли – паянхи кăткăс лару-тăрура çамрăк тухтăрсен пурăнмалли çурт-йĕр ыйтăвне татса пани. Диплом илнĕ çамрăк хăтлă хваттер е кил-çурт туянма укçа-тенкĕ ăçтан çитертĕр? Программăпа килĕшÿллĕн çамрăк тухтăрăн ялта 5 çул ĕçлемелле. Çак тапхăрта вăл опыт пухса ăсталăх шайне ÿстерĕ, лайăх специалист ялта пурăнакансен сывлăхне çирĕплетме витĕм кÿрĕ.
Pages
- « первая
- ‹ предыдущая
- …
- 313
- 314
- 315
- 316
- 317
- 318
- 319
- 320
- 321
- следующая ›
- последняя »