Комментари хушас

10 Кăрлач, 2014

Пур чух та усăллă мар

Витаминсем кирлĕ пире, анчах виçеллĕ çеç.

Пулă çăвĕ. Нумаях пулмасть тĕпчевçĕсем пулă çăвĕ простата ракне пуçарма пултарнине çирĕплетнĕ. Тĕпчеве 2 пин ытла арçын хутшăннă. Камсен юнĕнче омега-3 çу кислотин шайĕ питех те пысăк пулнă, çавсен ар парĕн шыççи аталанас хăрушлăх .снĕ.

Мультивитаминсем. Онкологсен шучĕпе вăл е ку чире аталанма май паман витаминсемпе минералсем нумаях та мар. Франци тĕпчевçисем хăйсен ирĕкĕпе 6 çул таран мультивитаминсем ĕçсе пурăннă 8 пин çыннăн сывлăхне тĕпченĕ: витамин ĕçсе пурăннисем те ĕçменнисем пекех чĕрепе рак чирĕсемпе чирленĕ.

Мультивитаминсем çынна нихăш енчен те пулăшманнине çирĕплетсе панă ĕнтĕ. Йĕркеллĕ апат-çимĕç çисе пурăнакана нимĕнле витамин та кирлĕ мар тесе шухăшлаççĕ.

С витамин. Ученăйсем 11 çул хушши ирттернĕ тĕпчев çакна кăтартса панă: С витамин нумай (1000 мг) усă куракансен чылай чухне пÿрере чул пухăнать. Климакс вăхăтĕнче хĕрарăмсем С тата Е витаминсене 1 грамм таран ĕçсен те вăхăтсăр вилесси виçĕ хут ÿсет.

Кальци. Арçын талăкне 1 г ытла кальци ĕçсен чĕре чирĕпе чирлес хăрушлăх, çавăн пекех пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса каясси 20 процент таран ÿсет. Кальци кирлĕ-и? Апла йогурт е пĕр стакан сĕт ĕçмелле. Пулчĕ те.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.