Сывлăх

23 Кăрлач, 2014

"СЫВЛĂХ", 3/768/ /, 23.01.2014

Куç умĕнче пăнчăсем выляççĕ. Чирлесен хывăх çимелле. Халăхра палăрнă рецептсем. Касторка темрен те лайăх. Асаннесен сĕнĕвĕсем. Шурă чăрăш сывлăша тасатать. Чавса çине ÿксен. Пÿрнесем туймаççĕ. о Иммунитета вăйлатать, холестерина чакарать. о Шăнса пăсăлсан çăмăллăх кÿреççĕ. о Çурăм ыратнине ирттерме. о Пуç мĕншĕн çаврăнать? о Пĕчĕк виçепе, тăтăшрах. о Сивĕ тăвар усăллă. о Тренажер залĕ пÿртрех. о Хура тул çăнăхĕ сапса. о Сахăр шайне йĕркене кĕртеççĕ.

23 Кăрлач, 2014

ШĂНСА ПĂСĂЛСАН ÇĂМĂЛЛĂХ КӲРЕÇÇĔ

Пĕлетпĕр ĕнтĕ, шăнса пăсăлсан ăшă çи-пуç тăхăнмалла тата шĕвек ытларах ĕçмелле. Хăвăртрах сывалма мĕнле шĕвексем пулăшаççĕ-ха?

Лимонпа пыл хушнă ăшă чей. Ăна ОРВИн малтанхи паллисене асăрхасанах ĕçме пуçламалла. Чей хатĕрлесси йывăр мар. Шĕвĕрех симĕс е хура чей пĕçермелле те унта темиçе касăк лимон тата 1 чей кашăкĕ пыл хушмалла. Паллах, вĕсене сивĕнерех панă чее ямалла, вĕри шывра лимонпа пылăн усăллă енĕсем çухалаççĕ.

23 Кăрлач, 2014

ВĂРАХА КАЙСАН УЙРĂМАХ ПĔЛТЕРĔШЛĔ

Ар парĕн шыççи /простатит/ вăраха кайсан вĕлле хурчĕн çимĕçĕсемпе сипленни уйрăмах пĕлтерĕшлĕ.

Пыл

Кунне 5-6 хут, апат хăçан çинине пăхмасăр, 100-шер грамм пыл çимелле. Ăна çăварта ытларах тытса тăрса ĕммелле. Кун пек микроэлементсемпе макроэлементсем юна лайăхрах сăрхăнса кĕреççĕ. Пыл çинĕ хыççăн 5-10 минут шĕвек ĕçмесĕр чăтмалла.

Прополис

17 Кăрлач, 2014

Пилĕк аптратсан

Çурăм мими нервисен тĕввисем шыçнине радикулит теççĕ.

Çĕр чăмăрĕ çинче пурăнакан кашни иккĕмĕш çыннăн пулать вăл. Халăх медицинипе усă курса хамăра мĕнле пулăшмалла-ха?

Ытла хытă ыратман вырăна аялтан çÿлелле 15-20 минут сăтăрмалла. Çав тери хытă ыратсан 5 минутран ытла сăтăрма кирлĕ мар. Çакна ăшăтакан маçсемпе тата настойкăсемпе усă курса тумалла. Кайран çав вырăна ăшă япалапа пиелемелле. Чирлĕ вырăна тем пулсан та шăнтмалла мар.

Pages