- Чăвашла верси
- Русская версия
ШĂНСА ПĂСĂЛСАН ÇĂМĂЛЛĂХ КӲРЕÇÇĔ
Пĕлетпĕр ĕнтĕ, шăнса пăсăлсан ăшă çи-пуç тăхăнмалла тата шĕвек ытларах ĕçмелле. Хăвăртрах сывалма мĕнле шĕвексем пулăшаççĕ-ха?
Лимонпа пыл хушнă ăшă чей. Ăна ОРВИн малтанхи паллисене асăрхасанах ĕçме пуçламалла. Чей хатĕрлесси йывăр мар. Шĕвĕрех симĕс е хура чей пĕçермелле те унта темиçе касăк лимон тата 1 чей кашăкĕ пыл хушмалла. Паллах, вĕсене сивĕнерех панă чее ямалла, вĕри шывра лимонпа пылăн усăллă енĕсем çухалаççĕ.
Шăлан çырлин шывĕ. Çак çырлара С витамин уйрăмах нумай. Чей хатĕрлеме типĕ шăлан çырлине вĕтетмелле, 3 апат кашăкĕ илсе термоса ямалла, çур литр тин вĕренĕ шыв хушмалла, çĕр каçа лартмалла, ирхине сăрăхтармалла. Кунне 3-4 хут апатчен çур сехет маларах çуршар стакан ĕçмелле.
Çăка çулçипе хăмла çырли чейĕ. Малтан çăкан типĕтнĕ чечекĕнчен чей пĕçермелле те унта хăмла çырлипе типĕ çулçине хушмалла, вĕсем вырăнне варени те юрать. 30 минут пиçĕхтерсе лартмалла та сăрăхтармалла.
Кĕтмел /брусника/ е шур çырли /клюква/ морсĕ. Çак çырласем бактерисене хирĕç кĕрешекен хăватлă витĕмпе палăрса тăраççĕ, организма чире çĕнтерме пулăшаççĕ. Морс хатĕрлеме 3 пай çырлана 1 пай сахăрпа хутăштарса çăрмалла. Темиçе апат кашăкĕ хутăша çур литр ăшă шыва ямалла.
Глинтвейн. Шĕвек питĕ аван ăшăтать, çавăнпа сивĕ çанталăкра уйрăмах вырăнлă. Вăл шăнса пăсăлнипе витĕмлĕ кĕрешет, кăмăла çĕклет. 100 миллилитр шыва техĕмлĕхсем /гвоздика, пăрăç, корица, ытти/ хушмалла, вĕреме кĕртмелле. Çулăм çинчен илмелле, 10 минут лартмалла та сăрăхтармалла. Апельсина вакламалла, иçĕм çырли эрехĕпе, маларах хатĕрленĕ шĕвекпе, сахăрпа хутăштармалла, вĕреме кĕртмелле те кăмăл пулсан иçĕм, пыл, пан улми хушмалла. Глинтвейна çĕрлене хирĕç вĕрилле ĕçмелле.
Комментари хушас