30 Кăрлач, 2014
ЮНА ШĔВЕТМЕЛЛЕ ПУЛСАН
Юн ытла çăра тăк ăна шĕветме тивет. Эмелсĕр пуçне мĕнле меслетсем пулăшма пултараççĕ-ха? Апатланăва улăштарни ырă витĕм кÿрет.
- Рационра шĕвек нумай пулмалла. Хăяр /вăл 97 процент шывран тăрать/ çимелле, иçĕм çырли сĕткенĕ /кунне çур стакан ĕçни тромбоцитсен хастарлăхне 75 процент чакарать/, шур çырли чейĕ /тин вĕренĕ 1 стакан шыва - 2 апат кашăкĕ çырла/ ĕçмелле.
- Апат-çимĕçре йод пулмаллах - вăл юна шĕветет, юн тымарĕсен пиçĕлĕхне ÿстерет. Час-часах тинĕс купăсти çимелле, ăна вĕтетсе апата тăвар вырăнне /кунне 1-ер чей кашăкĕ/ хушмалла.
- Кунне 1-ер апат кашăкĕ аçтăрхан тата миндаль мăйăрĕ çимелле.
- Апата ыхра хушни те юн хытасран хÿтĕлет.
- Кăнтăрлахи рациона дыня, грейпфрут, хĕрлĕ пăлхар пăрăçĕ, помидор, йÿçĕ шăккалат /какао 70 процентран кая мар/, лимон, кăшман, какао, кофе, хĕвел çаврăнăш тĕшши кĕртсен аван.
- Юн кĕвелсе чăмаккланасран магни хÿтĕлет. Çавăнпа унпа пуян геркулес, сĕлĕ кĕрпи тата çăнăхĕ пирки манмалла мар.
- Кашни кун çур апат кашăкĕ тасатман тип çу ĕçмелле, 1 апат кашăкĕ пыл тата 1 шăл ыхра çимелле.
- Куллен апельсин сĕткенĕ /120 миллилитртан ытла мар/ ĕçмелле. Вăл юна питĕ лайăх шĕветет тата С витаманпа пуян. Анчах асăрханăр: апельсин сĕткенĕ хырăмлăхпа вун ик пумăклă пыршă язвипе, хырăмлăх сĕткенĕн йÿçеклĕхĕ пысăк чухнехи гастритпа аптракансене юрамасть.
- Корицăпа импĕр юна шĕветеççĕ. Импĕрĕн 4 сантиметр тăршшĕ чĕрĕ тымарне вĕтетмелле, пĕр чĕптĕм корицăпа тата 1 чей кашăкĕ симĕс чейпе пĕрле тин вĕренĕ çур стакан шыва ямалла, çур сехетрен сăрăхтармалла, çур лимон тата тутă кĕмелĕх пыл хушмалла. Пĕр кунра ĕçсе ямалла.
- Юн çăралăхне хăмла çырли чакарать. Кунне 7 чей кашăкĕ хăмла çырли варенийĕ çини коронари артерийĕсене çур çултах 2,5 хут çирĕплетет.
- Юн кĕвелессине ÿстерекен çимĕçсене рационран кăларсан лайăхрах. Çак шута хура тул кĕрпи, банан, ешĕл /укроп, петрушка, кориандр, шпинат, вĕлтрен/, шурă купăста, шăлан çырли, хĕрлĕ тата хура пилеш кĕреççĕ.