ШĂЛ ПАСТИ СУЙЛАТПĂР

30 Кăрлач, 2014

Халĕ паста темĕн тĕрлине те сутаççĕ. Шăл сывлăхне кура хăвăра кирлине суйлама пулать.

Фтор хушни

Уйрăмах витĕмлĕ паста. Вăл шăл çине пухăнакан çемçе сийри бактерисене аталанма памасть.

Кальцилли

Вăл ĕçмелли шывра фтор ытлашши регионсенче пурăнакан çынсене кирлĕрех. Çак тĕслĕхре фторлă паста флюороз пуçарма пултарать - фтор ытлашши пулсан шăл çине сарă пăнчăсем тухаççĕ.

Шуратаканни

Шуратакан пастăпа кашни кунах тата тăтăш усă курма юрамасть. Çăвартан сигарет кăлармасăр мăкăрлантаракан чĕлĕмçĕсене унпа 3-4 кун шăл тасатни усăллă пулма пултарать. Шăл çинче нимĕнле сий те çук, эмаль тĕсĕ ачаранах сарă тĕслĕ пулсан çак паста сиенлĕ те.

Кариесран

Кариесран хÿтĕленес тĕллевпе кăларнă паста шăла унпа 5 минутран кая мар тасатсан кăна усăллă. Çак вăхăтра пастăри микроэлементсем эмале сăрхăнса кĕме ĕлкĕреççĕ, ăна çирĕплетеççĕ, апат юлашкисем сийленсе пухăнасран хÿтĕлеççĕ.

Шăл туни шыçнинчен

Ку паста шăл туни юнăхсан, пародонтоза пула çăвартан япăх шăршă кĕрсен усăллă. Вăл кариесран хÿтĕлекен пастăпа черетлесе усă курсан витĕмлĕрех. Шăла ирхине кариеса хирĕçлипе, каçхине шыçнă шăл тунисене сиплекеннипе тасатмалла. Шыçăпа кĕрешекен пастăсене хаяр утин /шалфей/, эмел курăкĕн /ромашка/, эвкалипт, сар çип утин /зверобой/, пĕтнĕк /перечная мята/, мирра, симĕс чей, юман хуппин, женьшень, сырлан /облепиха/, шур тăрăллă хыт курăк /тысячелистник/, шурă чăрăш /пихта/, хыр, уртăш /можжевельник/, прополис экстракчĕсене хушса хатĕрлеççĕ. Çут çанталăк антисептикĕсем шыççа хирĕçле тата юн кайнине чаракан витĕмпе палăрса тăраççĕ.

Ытла сисĕмлĕ

Ытла сисĕмлĕ шăл валли эмаль туйăмлăхне чакаракан паста кирлĕ. Вăл шăл çине ларнă сийрен тасатаймасть, çавăнпа черетпе иккĕшĕнпе те усă курмалла. Сисĕмлĕ шăл валли кăларакан пастăпа аппликаци тума юрать: ăна щеткăпа шăлсене сĕрмелле, 2-5 минут тытмалла, унтан шывпа çуса ямалла. Кашни кун сипленмелле. Витĕм 2 эрнерен-1 уйăхран палăрма пуçлать. Çак пастăна шыççа хирĕçлипе черетлесен усăллă.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.