Комментари хушас

10 Кăрлач, 2014

СĔЛĔ ПĂТТИ СĔТЕЛ ÇИНЧЕ ЯЛАНАХ ПУЛТĂР 10.01.2014

Сĕлĕ кĕрпи сывлăхшăн усăллине пурте пĕлме кирлĕ. Пăтта тулли тĕшĕллĕ сĕлĕрен е «Экстра» мар геркулесран пĕçермелле, вĕсенче сывлăхшăн паха япаласем ытларах упранса юлаççĕ. Тата çакна та асра тытмалла: пăтта шывпа пĕçерсе çини пĕлтерĕшлĕ. Сĕлĕ пăтти вар-хырăмăн лăймака сийне паха витĕм кÿрет, апат ирĕлессине лайăхлатать. Вăл сывлăхшăн мĕн тери усăллă пулнине çак йĕркесем тата витĕмлĕрех çирĕплетеççĕ.

Питĕ паха

1. Хырăмлăхшăн çăлăнăç. Сĕлĕ кĕрпи вар-хырăм ĕçне лайăхлатать кăна мар, тĕрлĕ шыçăран та хÿтĕлет, гастритпа хырăмлăх язвин аталанăвне чарса лартать.

2. Лăплантарать. Сĕлĕ стреса хирĕçле витĕмпе палăрса тăрать. Ахаль пăтă та çемçен лăплантарать. Сăлтавĕ - сĕлĕре нерв тытăмĕшĕн яваплă В ушкăнри витаминсем нумай пурринче. Çак йышри В6 витамин пуç миминче серотонин витамин туса кăларассишĕн яваплă. Унсăр пуçне сĕлĕре организмăн стреса хирĕçле хăватне ÿстерекен тата иммунитета лайăхлатакан аминойÿçексем пур. Чи малтанах çак пăтта ыйхи пăсăлнă, кăмăлĕ улшăнса тăракан çынсене сĕнеççĕ.

3. Лайăх тасатать. Экологи тĕлĕшĕнчен лару-тăру йĕркеллĕ мар регионсенче, хуласенче пурăнакансен сĕлĕ пăтти тăтăшрах çимелле. Вăл организмран йывăр металсемпе наркăмăшсене лайăх кăларать.

4. Какай вырăнне. Сĕлĕ белок виçипе кĕрпесен хушшинче хура тул хыççăн иккĕмĕш вырăнта тăрать. Пĕчĕк турилкке пăтă та организма талăкра кирлĕ белок виçин 20 проценчĕпе тивĕçтерет.

5. Щит евĕрлĕ пара пулăшать. Сĕлĕ кĕрпин витĕмĕпе эндокрин тытăмĕн, çав шутра щит евĕрлĕ пар, ĕçне йĕркене кĕртме пулать.

6. Начарлатать. Диета сĕлĕ пăттине начарланас тесен май килнĕ таран тăтăшрах çимелле. Вăл кăткăс углеводсен йышне кĕрет, организма глюкозăпа майĕпен те шайлашуллă тивĕçтерет, юнри сахăр шайне виçере тытса тăма май парать. Ун хыççăн пылак та çиес килмест.

7. Илемлĕ кĕлетке. Сĕлĕ пăтти начарлатнисĕр пуçне кĕлеткене илемлетме те пулăшать, ÿт айĕнчи çу сийне мышца тĕртĕмĕпе улăштарать. Ку сĕлĕре япаласен ылмашăнăвне йĕркене кĕртекен микроэлементсемпе витаминсем нумаййипе çыхăннă.

8. Ÿте тасатать. Пăтă çисех ÿт япăхнинчен хăтăлма пулать. Пĕрремĕшĕнчен, сĕлĕре ÿт сывлăхĕшĕн кирлĕ биотин нумай. Иккĕмĕшĕнчен, белоксăр, çусăр, углеводсăр пуçне унра икĕ тĕрлĕ - ирĕлекен тата ирĕлмен - клетчаткăсем пур. Ирĕлмен клетчатка пыршăлăхра унăн стенкисенче пухăннă кирлĕ мар япласене шăлса кăларакан шăпăр пек ĕçлет. Çавна май сĕлĕ пăтти час-часах çисен пыршăлăх микрофлори йĕркене кĕрет, ку питре те палăрма пуçлать. Çын хăйне лайăхрах туйма пуçлать, ыйхăлаттарни, ывăнни иртет, вăй кĕрет.

9. Диабетикшăн усăллă. Ирĕлекен клетчатка /бета-глюкан/ юнри сахăр шайне чакарать. Çавăнпа сахăр диабечĕпе чирлĕ çынсен шывпа пĕçернĕ сĕлĕ пăтти çимеллех.

10. Юн тымарĕсене хÿтĕлет. Бета-глюкан юн тымарĕсемшĕн те тăрăшать. Тĕпчевсем çирĕплетсе панă тăрăх - сĕлĕ пăтти çини вĕсене сиенлĕ холестеринран тасатма пулăшать, инфарктпа инсульт хăрушлăхне чакарать.

Çав тери тутлă

Какао. 3 апат кашăкĕ сĕлĕ хăрпăкне савăта хурса ăна витмелĕх тин вĕренĕ шыв ямалла, 3 минут лартмалла. Унтан 300 миллилитр сĕте ярса пăтратмалла. Ала витĕр кастрюле сăрăхтармалла, 2 апат кашăкĕ сахăр хушса çулăм çине лартмалла. 1 апат кашăкĕ какаона кăшт сĕт хушса пăтратмалла. Ăна плита çинчи вĕреме кĕнĕ хутăша пĕчĕк юхăмпа ямалла, пăтратсах тăрса 25-30 минут пĕçермелле. Пиçсе çитнĕ тĕле унăн çăралмалла. Хатĕр какаона чашăксене ямалла, çиеле корица сапмалла.

Акăлчансем пек. 1 пай «Геркулес» хăрпăка вĕрекен 3 пай шыва ярса пăтă пĕçермелле. Кăштах тăвар сапмалла. Сĕтел çине турилккепе пăтă, пĕрер черкке çăра сĕт, виски, хăмăр сахăр лартса памалла. Çак çимĕçсене пăтта тутă кĕртме хушаççĕ.

Чăн-чăн деликатес. 1 стакан сĕлĕ хăрпăкне тăвар хушнă шыва ямлла, вĕреме кĕртмелле, темиçе минут пĕçермелле. Çур стакан çăратнă сĕт /сгущенное молоко/ е çăра сĕт /сливки/ хушса тата кăштах пĕçермелле. Пылак нумаййине кура кастрюль тĕпне ларасран асăрханăр. Пăтта сĕтел çине лартса париччен корица, тÿнĕ аçтăрхан мăйăрĕ, маларах ислетнĕ иçĕм, груша касăкĕсем, пĕтнĕк çулçи хушсан аван.

Ăшаланă снэк. Типĕ çатма çине 2 стакан сĕлĕ хăрпăкĕ хумалла, чĕрĕк е çур стакан сахăр хушалла, вăтам çулăм çине лартмалла. Пăтрата-пăтрата сахăр ирĕлме пуçличчен, хутăш ылтăн хăмăр тĕслĕ пуличчен ăшаламалла. Савăта кăларса хумалла, сивĕнме памалла. Вĕтетнĕ ăшаланă мăйăр е малтанах ислетсе лартнă иçĕм пĕр ывăç хушма юрать.

Печени. Блендерта çуса типĕтнĕ аçтăрхан мăйăрĕпе типĕ улма-çырлана /курага, хура слива, иçĕм/ вĕтетмелле. Пĕтĕмĕшле виçи 500 грамм пулмалла. Унтан 500 грамм сĕлĕ хăрпăкĕ хушса пăтратмалла. Хутăша ăшăрах шыва ямалла, 3 апат кашăкĕ тип çу хушса лайăх пăтратмалла. Çур чей кашăкĕ апат содине кăшт лимон сĕткенĕпе çемçетмелле те хутăша ярса каллех тĕплĕ пăтратмалла. Пулнă чустаран печенисем йăваламалла, 180 градус вĕри духовкăра 20 минут пĕçермелле.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.