Сывлăх

10 Раштав, 2013

Хевтесĕрсем хÿтлĕхсĕр мар...

Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Чăваш Республикинчи йышăну пÿлĕмĕнче Пĕтĕм тĕнчери инвалидсен кунĕ умĕн «Инвалидсене çĕнĕ хыпарпа тивĕçтерес тĕлĕшпе РФ Пенси фончĕн пулăшăвĕн марафонĕн пĕтĕмлетĕвĕ» ыйтупа массăллă информаци хатĕрĕсен журналисчĕсем валли пресс-конференци иртрĕ. Мероприятие федерацин Чăваш Республикинчи тĕп инспекторĕн канашçи Андрей Синицкий уçрĕ, РФ Пенси фончĕн уйрăмĕн управляющийĕ Роза Кондратьева пенси службин пулăшăвне инвалидсемшĕн уçă тумалли мероприятисене ĕçе кĕртесси тата тухса çÿрейменнисене информаципе тивĕçтерессине йĕркелесси çинче чарăнса тăчĕ.

6 Раштав, 2013

Саккуна çирĕплетнин усси пур-и? Пирус тĕтĕмне çаплах çăтатпăр

Тархасшăн та, ку журналист ним çырма аптăранăран пирус туртнин сиенĕ пирки сăмах хускатнă тесе ан шухăшлăр. Кама мĕнле - пĕлместĕп, анчах мана, пируспа айкашса курман çынна, ун тĕтĕмне куллен шăршлама тивни тарăхтармаллипех тарăхтарать. Никотин пÿрне явса пирус мăкăрлантаракан çыннăн организмне кăна мар, ун шăршипе ăнсăртран сывлаканăнне те сиен кÿрет. Çакăн пирки специалистсем тахçанах чан çапаççĕ, çавăнпа çынсем те кун çинчен аванах пĕлеççĕ. Анчах лару-тăру ырă енне улшăнмасть.

28 Чÿк, 2013

«Туртах, нихăçан та ватăлмастăн...»

Çак сăмахсемпе уçрĕ республикăри массăллă информаци хатĕрĕсен журналисчĕсем валли Пирус туртассине хирĕçлекен кун умĕн ирттернĕ пресс-конференцие ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерстви çумĕнче йĕркеленĕ Табак туртнине хирĕç кĕрешекен координаци канашĕн председателĕн çумĕ Михаил Федотов, унтан çапла хушса хучĕ: « Мĕншĕн тетĕр-и? Ун пеккисем ватлăх кунĕсем çитиччен пурăнаймаççĕ вĕт».

27 Чÿк, 2013

«Пурнăç чечек пек пултăр»

- Хĕр ача ашшĕне пăхсан телейлĕ пулать тенине илтнĕччĕ, манăн мăшăрăм Мария та пур енĕпе те хуньăма хывнă. Телей юнашарах, - тенĕччĕ пĕррехинче Кĕçĕн Арапуçĕнчи хисеплĕ ватă В.Селиванов.

Чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕнче Мария Семеновнăпа Василий Михайлович Селивановсен килĕнче ылтăн туй кĕрлерĕ.

27 Чÿк, 2013

Икĕ Зоя

Хĕрсен шăпи çапла: ÿссе çитсен качча тухаççĕ /шăпа ăçта çитерессе маларах никам та пĕлмест/. Курман-илтмен çынсемех кÿршĕллĕ пулаççĕ, мĕн ватăлса виличченех килĕштерсе пурăнаççĕ. Пĕр çемьери пек. Хаçатăн паянхи номерĕнче Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Анат Çĕрпÿкасси ялĕнче юнашарах пурăнакан Зоя Александровна Красновăпа тата Зоя Кирилловна Димитриевăпа çывăхрах паллаштарасшăн.

Pages