Хевтесĕрсем хÿтлĕхсĕр мар...

10 Раштав, 2013

Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Чăваш Республикинчи йышăну пÿлĕмĕнче Пĕтĕм тĕнчери инвалидсен кунĕ умĕн «Инвалидсене çĕнĕ хыпарпа тивĕçтерес тĕлĕшпе РФ Пенси фончĕн пулăшăвĕн марафонĕн пĕтĕмлетĕвĕ» ыйтупа массăллă информаци хатĕрĕсен журналисчĕсем валли пресс-конференци иртрĕ. Мероприятие федерацин Чăваш Республикинчи тĕп инспекторĕн канашçи Андрей Синицкий уçрĕ, РФ Пенси фончĕн уйрăмĕн управляющийĕ Роза Кондратьева пенси службин пулăшăвне инвалидсемшĕн уçă тумалли мероприятисене ĕçе кĕртесси тата тухса çÿрейменнисене информаципе тивĕçтерессине йĕркелесси çинче чарăнса тăчĕ.

Информаци марафонĕ пĕлтĕр Инвалидсен кунĕ умĕн вăй илнĕ. Тĕллевĕ чăннипех пархатарлă пулнă - хевтесĕр çынсене Пенси фончĕн пулăшăвне илмелли çĕнĕ мелсемпе паллаштарнă тата хăйсен ирĕкĕсене вăхăтра пурнăçа кĕртмешкĕн май туса панă.

Пенси фончĕ пулăшнипе марафон вăхăтĕнче МИХсем вырăнти администрацисен тата ял тăрăхĕсен сайчĕсенче, район тата республика хаçачĕсенче, радио тата телекурав кăларăмĕсенче 1,6 пин материал вырнаçтарнă. Вĕсен тематики анлă: инвалид пенсине тата уйăхри укçа тÿлевне ÿстересси пирки пĕлтерни, Skype программăпа курав конференцийĕсем ирттерни, патшалăх пулăшăвĕн порталĕпе тата РФ Пенси фончĕн сайтĕнчи электрон йышăнупа усă курма май пани, сусăрсене хăйсем пурăнакан çĕрте мобильлĕ клиент служби йышăнни, МСЭ бюровĕпе пĕрле вырăна тухса инвалидлăха палăртни тата пенси ыйтăвĕпе «пĕр чÿрече» мелĕпе консультацилени.

2013 çулта сусăр ачасен тата ачаранпах пĕрремĕш ушкăн инваличĕ шутланакансен пенсине, çавăн пекех вĕсене пăхакан ашшĕ-амăшĕн тата опекунсен уйăхри тÿлевне ÿстересси пирки тĕплĕн ăнлантарнă.

Пенси фончĕн пулăшăвне хевтесĕр çынсем тĕрлĕ майпа тивĕçме пултараççĕ. Чи мелли - килтен тухмасăр Интернетпа усă курса. Пенси фончĕн сайтĕнче /www.pfrf.ru./ йышăну урлă ыйту пама пулать - граждансен çырăвĕсен çуррийĕ ытла çапла çитет. Тÿлевсĕр Skype программăпа курав çыхăнăвĕ урлă консультаци параççĕ - асăннă пулăшупа Пенси фончĕн уйрăмĕ ĕç кунĕсенче 13-16 сехетсенче тивĕçтерет. Патшалăх пулăшăвĕн пĕрлехи порталĕнче соцпакет, çавăн пекех обязательнăй пенси страхованийĕн тытăмĕнчи харпăр хăйĕн лицевой счечĕ пирки информаци илме пулать.

Электрон пулăшусăр пуçне граждансене ĕçленĕ е пурăннă вырăнта йышăнмашкăн 483 консультаци пункчĕ, вĕсенчен 23-шне инвалидсен общество организацийĕсен никĕсĕ çинче йĕркеленĕ. «Васкавлă лини» телефонĕсем ĕçлеççĕ. Мобильлĕ клиент службисем çула тухаççĕ, инвалидсем ыйтнипе килĕсенех çитеççĕ. Тĕрĕссипе, район-хулари йышăнура çĕкленĕ ыйтусен çуррийĕ ытла - сусăрсене канăçсăрлантараканни.

Патшалăхăн «Юрăхлă хутлăх» программипе килĕшÿллĕн Пенси фончĕн çурчĕсене хевтесĕрсене пырса çÿремешкĕн меллĕ майлаштарнă. 2012-2013 çулсенче республикăри уйрăмăн тата территорири 7 управленин пÿлĕмĕсене сусăрсемшĕн хăтлă пултăр тесе çĕнетсе улăштарнă. Фондăн 6 управленийĕнче /Çĕнĕ Шупашкарта, Вăрнарта, Йĕпреçре, Муркашра, Пăрачкавра, Тăвайĕнче/ кăçалхи чÿк уйăхĕнче кÿмепе çÿрекен сусăрсем валли ятарлă хатĕр /картлашка-çĕклеш/ вырнаçтарнă. Пÿлĕмсене вĕсемшĕн меллĕ тăвасси малалла пырать - çак тĕллевпе çитес икĕ çулта 6,7 млн тенкĕ тăкаклама палăртнă.

Пенси фончĕн уйрăмĕ республикăри 90 пин сусăрăн ыйтăвне тивĕçтерет. Вĕсене пенси, федераци çăмăллăхçи шутланнă май уйăхри укçа тÿлевĕ параççĕ. Виçисем чăн та инвалидлăх ушкăнĕпе çыхăннă. Вăтамран кашнин пуçне уйăхра 10,6 пин тенкĕ тухать. Çарта сусăрланнисене тата Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине хутшăннисене - инвалидлăх пуррисене вăтам виçерен виçĕ хут ытларах тÿлеççĕ.

Кăçалхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен сусăр ачасен тата ачаранпах пĕрремĕш ушкăн инваличĕ шутланакансен социаллă пенсийĕн виçине 1,4 пин тенкĕлĕх хăпартнă. Ака уйăхĕнчи индексацие шута илсен вĕсем халĕ уйăхсерен 8861 тенкĕ тата федераци çăмăллăхçисен тÿлевне илеççĕ /сусăр ачасем - 2022, ачаранпах пĕрремĕш ушкăн инваличĕ шутланакансем - 2832 тенкĕ/. Асăннă ушкăнсене кĕрекенсем пирĕн республикăра 6,6 пин çын.

2013 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнче вĕсене пăхакансене - ĕçлемен вăй питти ашшĕ-амăшне /усрава илекенсене/ тата опекунсене /попечительсене/ - уйăхра 5500 тенкĕ /халĕччен - 1200 тенкĕ/ компенсаци параççĕ. Çак тÿлеве пирĕн хутлăхра 2,5 пин çын тивĕçет.

Пенси фончĕ инвалидсене пенси памалла тунисĕр тата федераци çăмăллăхçисемпе ĕçленисĕр пуçне регионсен социаллă программисене финанслама хутшăнать. 2012 çулта Чăваш Республикин Социаллă программине 25 млн тенкĕ хывнă, çав шутра - Улатăр районĕнчи Атратьри психоневрологи интерначĕн газпа ĕçлекен котельнăйĕн тата тасатакан сооруженийĕсен строительствине вĕçлеме, социаллă 7 учреждение тĕпрен юсама тата киле пырса социаллă пулăшу паракан уйрăмсен мобильлĕ бригадисем валли 9 автомашина туянма. Кăçал социаллă 2 учреждение юсама тата 2 автомашина туянма 3 млн яхăн тенкĕ уйăрнă.

Пресс-конференцие хутшăннисен уçăмлатмалли те сахал мар пулчĕ паллах. Вĕсене хуравланă хыççăн уйрăм управляющийĕ Роза Кондратьева пенси ыйтăвĕсене халăха ăнланмалла çутатнăшăн массăллă информаци хатĕрĕсене тав турĕ, ĕçлĕ çыхăну çирĕпленсе пырасса шаннине пĕлтерчĕ.

Валентина СМИРНОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.