Ыйту-хурав

10 Нарăс, 2017

Дипломати ĕçченĕн кунĕ

Нарăсăн 10-мĕшĕнче Раççейре Дипломати ĕçченĕн кунне паллă тăваççĕ. Çак професси уявне хăçан тата мĕн сăлтавпа çирĕплетнĕ?
С.КРАСНОВ.
Канаш районĕ.

Професси уявне РФ Президенчĕн 2002 çулхи указĕпе çирĕплетнĕ. Дипломати ĕçченĕн кунне çĕршыв шайĕнче паллă тума йышăнни патшалăхшăн тулаш политика ыйтăвĕсем пĕлтерĕшлине, дипломат профессийĕн сумĕ пысăккине çирĕплетеççĕ.

20 Кăрлач, 2017

Чăваш халăх хаçачĕ

Чăваш халăх хаçачĕн «Хыпарăн» пĕрремĕш номерĕ 1906 çулхи кăрлачăн 21-мĕшĕнче тухнине пурте пĕлеççĕ ĕнтĕ. Иртнĕ ĕмĕр пуçламăшĕнче чăвашла хаçат кăларма мĕнле мехел çитернĕ-ши? Малтанхи çулсенче «Хыпар» мĕн çинчен çырнă?

О.ТИХОНОВ.

Çĕмĕрле районĕ.

Чăваш интеллигенцийĕн представителĕсем 1905 çулхи раштав уйăхĕнче влаçсенчен Хусанта эрнере пĕрре чăвашла «Хыпар» хаçат кăларса тăма ирĕк ыйтса илме пултарнă. Пĕрремĕш номер кун çути курни чăваш халăхĕшĕн истори пĕлтерĕшлĕ пулăм пулса тăнă. Хаçатăн пĕрремĕш редакторĕ Муркаш районĕнчи Купăрля ялĕнче çуралса ÿснĕ, Хусанта ĕçлесе пурăннă Н.Никольский пулнă. Вăл «Хыпара» 1906 çулхи çĕртме уйăхĕччен редакциленĕ. Малтанхи вăхăтра хаçат 1500 экземплярпа тухса тăнă.

Pages