Пахчара çимĕç паман нумай йывăç-тĕме касма тиврĕ. Халĕ унта пушă выртакан лаптăк сарлака, анчах нимĕн те пулмасть. Тункатасене мĕнле майпа кăлармалла-ши?
Хаçатра ясмăк яшкин рецептне вуланă майăн çак ӳсен-тăрана эпир манма пуçлани çинчен шухăшларăм. Кукамай-асаннесем ясмăк çинчен калаçнине ас тăватăп. Эппин, пирĕн патра та акса туса илнĕ ăна. Ясмăк çинчен тĕплĕнрех çырса параймăр-ши, акса пăхас кăмăл çуралчĕ. Унăн вăрлăхне ăçта туянма пулать?
Чăваш Енре хăмла производствине чĕртсе тăратасси пирки юлашки вăхăтра час-часах калаçма пуçлани савăнтарать. Хăй вăхăтĕнче республика «симĕс ылтăн» ытларах туса илессишĕн тăрăшса ĕçленĕ. Ку енĕпе ятарлă ăслăлăх-тĕпчев институчĕ те пулнă. Шел, хупăнчĕ вăл. Çак учреждени ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа кăтартсан аванччĕ.