Комментари хушас

19 Кăрлач, 2017

Тункатана мĕнле кaлармалла?

Пахчара çимĕç паман нумай йывăç-тĕме касма тиврĕ. Халĕ унта пушă выртакан лаптăк сарлака, анчах нимĕн те пулмасть. Тункатасене мĕнле майпа кăлармалла-ши?

Нина.

Канаш районĕ.

Тункатасене кăлармалли, çĕртсе пĕтермелли мелсем темиçе те. Чи çăмăлли, хăвăртти — тункатана тракторпа çаклатса туртса тăпăлтарасси. Кун пек чухне тункатан пĕр енчен пысăк тымара кĕреçепе чавса тăпрана сирмелле те троспа çаклатса сĕтĕрмелле çеç. Анчаç çак ĕç тăкаклăрах.

Çыруран тункатасем ытлашши пысăках марри палăрать. Чие, улмуçи пирки каланă. Вĕсенчен ятарлă техникăсăрах хăтăлма пулать. Тункатана кăклама шĕвĕр пуçлă кĕреçе, пăчкăпа пуртă, çирĕп трос, лебедка, рычак /1,5 метрлă лум юрать/ кирлĕ.

Тунката йĕри-тавра çĕре сирмелле. Пысăкрах йывăçăнне тымарĕсене 1 метртан кая мар ирĕклетмелле. Чиенне — çур метра яхăн. Ирĕклетнĕ тымарсене пуртăпа е пăчкăпа касмалла, вĕттисене кĕреçепех татма пулать. Тымарпа тункатана троспа çаклатмалла, çирĕп йывăçран е тепĕр тункатаранах лебедкăпа туртăнмалла туса çирĕплетмелле. Лебедкăна çавăрнăçемĕн трос тункатана туртать, çавна майăн çĕкленекен тымарсене пуртăпа е пăчкăпа касмалла.

Пĕчĕкрех тункатасене троспа туртăнтармасăрах, йĕри-тавра тăпрана сирсе, тымар айĕпе лумпа хирсе çĕклентерме пулать. Туртăнакан тымарсене касса пымалла.

Асăннă меслетсем — тункатана тăпăлтармаллисем. Тăпăлтармасăрах хăвăрт çĕртсе яма пулать. Ăна хими меслечĕ теççĕ.

Тункатана пысăк пулсан темиçе, пĕчĕк пулсан пĕр е икĕ тĕлте дрельпе е пăрапа шăтармалла. Шăтăк тарăнрах, диаметрĕпе анлăрах пулсан лайăхрах /1,5-2 см/. Ял хуçалăхĕнче усă куракан удобрени — селитра — кирлĕ. Аммиак е кали, натри селитри — пурпĕрех, ял хуçалăх япалисем сутакан лавккара вĕсенчен пĕрне туянма пулатех. Ăна шăтăксене тултармалла, çиелтен шыв ямалла. Çумăр шывĕ удобрение юхтараса ярасран тункатана çирĕп полиэтиленпа хупламалла. Çак ĕçе кĕркунне тусан лайăхрах. Хĕл каçипе селитра тымара анать, сăрхăнать. Çуркунне тункатана çулăм тивертсе ямалла çеç. Тунката, тăпра айĕнчи тымар йăлтах çунса кĕлленет. Халĕ хĕлле. Тункатана çуркунне те шăтарса çĕрĕштерме юрать.

Мочевинăпа ислентерсе лартнă тунката питĕ хăвăрт çĕрĕшет. Ăна çунтармасассăн та аван. Пĕр çулталăкранах тункатасем çĕрсе саланĕç. Çав лаптăк минераллă удобренипе те пуянланĕ. Унта пахчаçимĕç туса илме, чечек ÿстерме юрать. Чие, хурлăхан тĕмĕсене, улмуççи хунавĕсене малтанхи лаптăка мар, çĕнĕ вырăна лартса çитĕнтерсен аванрах.

Тăварпа та тункатана çĕ­­рĕштереççĕ. Маларах çырнă пекех, шăтăксем туса унта шултра тăвар тултармалла, шыв сапмалла, полиэтиленпа хупламалла. Çулталăкран тунката çĕрĕшсе те пĕтĕ. Анчах тăвар ÿсен-тăраншăн лайăхах мар. Çĕр пулăхĕ начарланать.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.