Ылтăн хунав
Золотой ус ăçта ÿсет, унпа епле усă курмалла?
Калистрат ИВАНОВ.
Красноармейски районĕ.
Çут çанталăкра, ирĕкре, ылтăн хунав /Ректантера, Каллизия, Дальневосточный ус/ пирĕн çĕршывра Инçет хĕвелтухăçĕнче, Кăнтăр енче тĕл пулать.
Ылтăн хунавăн 500 тĕсне палăртаççĕ ăсчахсем. Чи анлă сарăлни — традесканци. Ăна пирĕн тăрăхра тахçантанпах çитĕнтереççĕ. Традесканцие "пурнăç курăкĕ" тенине те илтнĕ.