Петĕрпе Хеврунь

7 Утă, 2016

Çветтуй Петĕрпе Хеврунь /Феврония/ çинчен каласа кăтартăр-ха. Халĕ вĕсем çинчен час-часах калаçаççĕ.

Ольга.

Етĕрне районĕ.

Чăнах та, Çемье, юратупа шанчăклăх уявне официаллă йĕркепе паллă тума тытăнсан çак çветтуйсене ытларах аса илме пуçларĕç — ку питех те лайăх, мĕншĕн тесен вĕсен историйĕ хисепе тивĕçлĕ. Вĕсен мăшăрланăвĕ Христос тĕнне ĕненсе пурăнакансемшĕн чăн-чăн тĕслĕх пулса тăрать.

Петĕр кнеç Муром кнеçĕн Юрий Владимировичăн иккĕмĕш ывăлĕ пулнă. Вăл 1203 çулта Муром хулин аслă кнеçне ларнă. Темиçе çул маларах Петĕр юхан-суранпа /проказа чирĕ/ чирленĕ. Темле тăрăшсан та ăна никам та сыватайман. Кнеç тĕлĕк тĕлленнĕ — унта ăна вăрманта пыл пухаканăн хĕрĕ Рязань çĕрĕ çинчи Ласковая ялĕнчи Хеврунь пулăшма пултарни çинчен пĕлтернĕ.

Хеврунь питĕ ăслă хĕр пулнă, ăна тискер чĕрчунсем итленĕ, вăл курăксене лайăх пĕлнĕ, чирлĕ çынсене сипленĕ, илемлĕ, сăпайлă, тÿрĕ кăмăллăскер. Кнеç ăна сывалнă хыççăн качча илме шантарнă. Хеврунь сыватнă ăна, анчах та лешĕ хăйĕн сăмахне тытайман, чир çĕнĕрен аталанма пуçланă. Хеврунь кнеçе каллех сыватнă, ăнах качча тухнă.

Улпутсем ахаль хĕрарăма княгиня вырăнĕнче курасшăн пулман, кнеçе çапла каланă: «Е арăмна /вăл мĕнле йăхран тухни паллă улпут арăмĕсене кÿрентернĕ/ кăларса яр, е хăв Муромран тухса кай». Кнеç Хевруньпе кимме кĕрсе ларнă та, мăшăр Ока тăрăх ишсе кайнă. Вĕсем ахаль çынсем пек пурăнма пуçланă, пĕрле пулнăшăн савăннă. Турри те пулăшнă мăшăра. Мурома вара пăтрашуллă вăхăт çитнĕ, нумайăшĕ пуçпуласшăн çуннă, çынсене вĕлернĕ.

Улпутсем тинех ăса кĕнĕ, канаш пухнă, Петĕр кнеçе каялла чĕнсе илме йышăннă. Кнеçпе княгиня таврăннă, Хеврунь хула çыннисен юратăвне çĕнсе илме пултарнă. Ватăлса çитсен иккĕшĕ те манаха тухнă, Давид тата Евфросиния ятсем илнĕ. Вĕсем пĕр кунта вилме Турра кĕлтунă, хăйсен ÿчĕсене пĕр тупăка хума çырса хăварнă. Пĕр кунта, пĕр сехетре — 1228 çулхи июнĕн 25-мĕшĕнче /çĕнĕ стильпе июлĕн 8-мĕшĕнче/ вилнĕ. Манахсене пĕр тупăка хурса пытарни килĕшÿсĕр тесе ÿчĕсене тĕрлĕ мăнастире вырнаçтарнă, анчах та тепĕр кунхине вĕсем пĕрлех пулнă. Çветтуй мăшăра каярахпа Муром хулинчи собор чиркĕвĕнче пĕрле пытарнă.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.